Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Афиша

Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче Чӑваш Республикинчи тутарсен хӑйсен сумлӑ уявне — Сабантуя — паллӑ тӑваҫҫӗ.

Йӗркелӳҫисенчен пӗри Булат Купкенов пӗлтернӗ тӑрӑх, наци уявӗн проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗрлӗ вӑйӑ, тӗрӗслев иртӗ.

Чи малтанах пултарулӑх ушкӑнӗсем тата спортсменсем утӗҫ. Ирхи 10 сехетре Сабантуй уҫӑлӗ. 11:30–15:00 сехетре Тутарстанри (Зеленодольск районӗ) тата Чӑваш Республикинчи ушкӑнсем концерт лартӗҫ. 12:00–15:00 сехетре тутар-пушкӑрт наци кӗрешӗвӗ иртӗ. 11:30–15:00 сехетре халӑх вӑййисем, михӗпе ҫапӑҫасси, армрестлинг, йывӑр йӑтасси, вӗрен туртасси, картлампа чупасси, михӗре чупасси, лаша утланса чупасси… пулӗ.

Уява пурне те хапӑл тусах кӗтеҫҫӗ. Унтах ал ӗҫӗсене, тутар наци апат-ҫимӗҫне сутӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/70682
 

Республикӑра Силеровсем
Силеровсем

Вӑрмар районӗнчи Силеровсен ҫемйи «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Раҫҫей Президенчӗ ку хушӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Орден медальне ачасене воспитани парас тата ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас тесе тӑрӑшакансене параҫҫӗ.

Силеровсем 22 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ иккен. Университетра вӗреннӗ вӑхӑтрах паллашнӑ вӗсем. Кил хуҫи хӗрарӑмне, Татьянӑна, пулас упӑшки, Игорь, шӳтлеме юратни кӑмӑла кайнӑ иккен. Нумай кулнипе пит ҫӑмарти ыратма пуҫлатчӗ тесе аса илет иккен вӑл паян. Малтан Татьяна анестезиолог-реаниматологра тӑрӑшнӑ. Кайран бухгалтер ӑсталӑхне алла илнӗ те халӗ хӑй фирминче ӗҫлет. Кил хуҫи стоматологи поликлиники уҫнӑ.

Ҫӗнӗ ҫемьере пӗрин хыҫҫӑн тепри виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ. Унтан хӗр пултӑр тенӗ те тепӗр икӗ хӗр ҫуралнӑ. Ывӑлӗсем халӗ ишме юратаҫҫӗ-мӗн, наградӑсене те тивӗҫнӗ. 2012 ҫулта ҫемье республикӑра «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра ҫӗнтернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Ялти клубра
Ялти клубра

Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районне республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ҫитсе унти клубсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсене методика пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермешкӗн Культура министерствин специалисчӗсем ҫулсеренех ятарлӑ графикпа килӗшỹллӗн районсене тухса ҫỹреҫҫӗ иккен.

Татьяна Казакова ертсе пыракан ӗҫ ушкӑнӗ районти культура ҫурчӗсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ май ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе, клубсен, вулавӑшсен, архив, централизациленӗ бухгалтери ӗҫченӗсемпе тӗл пулни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ хыпарлать. Сӑмах кӑҫал Раҫҫейре иртекен Культура ҫулталӑкне халалласа пурнӑҫламалли мероприятисем пирки пынӑ, культура ӗҫченӗсен шалӑвӗ пирки те калаҫнӑ. Культура ӗҫченӗсем халӑха паракан пулӑшусем ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Юлашки вӑхӑтра районта иртекен культура мероприятийӗсен шайӗ ỹссе пыни куҫ кӗрет-мӗн. Анчах та ялсенчи культура учрежденийӗсенче туса ирттерекен ӗҫсем иккӗлентереҫҫӗ иккен. Ҫав шутра клубсене каҫсерен уҫманни, халӑха нимӗнпе те кӑсӑклантарманни, хуҫисем ӗҫленӗ пек укҫа илсе ларни пирки пӑшӑрханни те тӗлӗтермӗшех мар-тӑр.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ Кайнлыкри палӑксенчен пӗри
Кайнлыкри палӑксенчен пӗри

Кайнлӑк ял тӑрӑхӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗпе 5 асӑну палӑкӗ вырнаҫтарнӑ. Ял варринче вырнаҫнӑ палӑка ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ Фагиль Шарафутдинов пулӑшнипе нумаях пулмасть тӗпрен юсанӑ. Ун йӗри-тавра унччен тытнӑ йывӑҫ картана тимӗррипе улӑштарнӑ. Ҫак ӗҫсене ирттерме ял ҫыннисем — Айдар Купиров сварщик, ӑна пулӑшаканӗсем Шамиль Бахтияров, Фидаил Купиров, Радиф Шарафутдинов, Минильфат Галиуллин, Минсагит Сулейманов, Федаил Шарафутдинов тӑрӑшнӑ. Ял ҫыннисем вӗсене чӗререн тав тӑваҫҫӗ тесе хыпарлать вырӑнти ял тӑрӑхӗ.

Фагиль Шарафутдинов пирки каласан, ял ҫыннисемшӗн вӑл паха ӗҫ нумай тунине палӑртаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ашшӗ чавтарнӑ кӳлле — ялта ӑна Фазыл кӳлли теҫҫӗ иккен — тасаттарса илемлӗ кану вырӑнӗ тунӑ. Ҫавӑн пекех ялти мечете ӑшӑ пӑрӑхӗсем вырнаҫтарнӑ, чӳречесене ылмаштарнӑ.

 

Раҫҫейре

Нумаях пулмасть Калуга облаҫӗнче «Этнотӗнчери вӗлле хурчӗсен тӗнчи» курав тата «Хальхи вӑхӑтра вӗлле хурчӗсем ӗрчетесси тата тӗл пулакан йывӑрлӑхсене татасси» тӗнчери ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Унта Итали, Украина, Иордани, Казахстан, Израиль ҫӗршывӗсенчен тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ӑсчахсем, утарҫӑсем пуҫтарӑннӑ. «Конференцие Чӑваш Республикинчен 4 ҫын хутшӑнтӑмӑр», — тесе пӗлтернӗ Патӑрьел районӗнчи Н. Пирожков зоотехник-утарҫӑ вырӑнти район хаҫатне.

Италинчен килнӗ ученӑй-утарҫӑ, сӑмахран, пыл ҫӗнӗлле илес енӗпе мӗнле ӗҫлемеллине каласа панӑ иккен. Вӗлле хурчӗ тытакансене кирлӗ оборудованисемпе, насоссемпе, кӑрчама хатӗрлекен аппаратпа тата ытти нумай япаласемпе паллаштарнӑ. Казахстанра, ав, утарҫӑсене патшалӑх процентсӑр кредит парать, утарсем йӗркелеме вырӑнсем уйӑрса пулӑшать-мӗн. Вӗлле хурчӗсене сиплеме епле препаратсемпе усӑ курние те паллаштарнӑ.

 

Вӗренӳ

Патӑрьел районӗнче ача-пӑча программисене чи лайӑх ерсте пыракана палӑртассипе конкурс иртнӗ. Ӑна тапхӑрпа йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва ачасене хушма пӗлӳ паракан центр пӗрлешӗвӗсем хутшӑннӑ. Ку вӑл конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗнтӗ.

Хальхинче «Ертсе пыракан шкулӗ» (педагогӗ А.В. Антонова), «Флористика» (педагогӗ Л.А. Раськина), «Тӗлӗнтермӗш киҫтӗк» (педагогӗ И.А. Филиппова) пӗрлешӳсене ҫӳрекенсем хастар хутшӑннӑ.

Кружок ачисен кӗске сӑмахҫаврӑнӑшне хӑвӑрт калассипе, хитре калаҫассипе, фантази кӑтартассипе, юратнӑ уявсемпе паллаштарассипе «ала витӗр» тухма тивнӗ.

Ача-пӑчан шоу-программисен чи лайӑх ертӳҫи ята Ирина Захарова, вӑйӑ программисене ертсе пырассипе Ризиля Шрша, чи лайӑх калаҫнипе Айдар Камалетдинов ҫӗнтернӗ. Анастасия Пизенова «Чи ҫутӑ ҫӑлтӑр» пулса тӑнӑ.

 

Тӗнчере Татьяна Новикова
Татьяна Новикова

Ҫу уйӑхӗн 4-11 мӗшӗсенче Грецире ачасен «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртессине, унта Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ, Кӗлӗмкассинче пӗлӳ пухакан Татьяна Новикова каяссине пӗлтернӗччӗ.

Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Татьяна тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа мар — наградӑсемпе. Татьяна Новикова Пӗтӗм тӗнче фестивалӗнче I степень Диплома, «Ылтӑн микрофон» кубока, «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиавлӗн лауреат дипломне тивӗҫнӗ. Таня ача-пӑча пултарулӑхне сарнӑшӑн «Музендис Трэвел» компанин президенчӗн Б.Музендис аллинчен диплом илме тивӗҫ пулнӑ.

— Татьяна чылай конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл «Тӗнчери халӑхсен ташшипе юрри» концерт программине хутшӑнчӗ, тӗлпулусенче, ӑсталӑх класӗсенче пулчӗ. Унпа пӗрле конкурса Тӑвай районӗнчи тепӗр ача кайнӑ, — тенӗ Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗн ҫумӗ Наталья Рекунова.

 

Ял пурнӑҫӗ Кӳлхӗррисем кӗпер тунӑ самант
Кӳлхӗррисем кӗпер тунӑ самант

Унччен Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗн ҫыннисене пӗр ыйту пӑшӑрхантарнӑ: Йӑрар юханшывӗ урлӑ каҫӑ ҫук, кивви юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна пула ҫинҫе каҫӑ урлӑ выльӑх-чӗрлӗхе каҫарма хӑрушӑ пулнӑ-мӗн. Пуш уйӑхӗнче халӑх пухура ҫак ыйтӑва ҫӗкленӗ.

«Пӗччен сурсан типсе ларать, халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тесе ахальтен каламан. Ыйтӑва хускатнӑ та ӑна ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ. Кӳлхӗрринчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Маргарита Сергеевӑпа Федор Николаев самай пулӑшнӑ.

Ялӑн тӑватӑ урамӗнче пурӑнакан халӑх каҫӑ тӑвас тесе тӑватӑ кун ырми-канми ӗҫленӗ. Маргарита Сергеева стройматериал туянмашкӑн укҫа пухма пулӑшнӑ, хӑй те спонсор пулӑшӑвӗ панӑ, халӑх валли апат пӗҫӗрнӗ. Федор Николаев арҫынсемпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ. Юрий Муравьев тракторпа тӑпра турттарнӑ, Владимир Гордеев машинӑпа стройматериал кӳрсе килнӗ.

Виталий тата Сергей Ефремовсем, Александр Егоров, Валера Игнатьев, Валера Яковлев, Валера Вошняев, Олег Григорьев, Олег Денисов, Михаил Иванов, Венямин Иванов, Андрей Геннадьев тата ыттисем 7 метр тӑршшӗ, 4 метр сарлакӑш кӗпер хывнӑ.

Малалла...

 

Тӗнчере Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ
Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ

Юлашки ҫулсенче Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн студенчӗсем Германие стажировкӑна каяҫҫӗ. Ав кӑҫал та 10 ҫын нимӗҫ фермерӗсен опычӗпе паллашма Баден-Вюртемберга тухса кайнӑ.

Техникум директорӗн ҫумӗ Надежда Александрова каланӑ тӑрӑх, Европӑри технологипе паллашас кӑмӑллӑ студентсем суйлав витӗр тухаҫҫӗ. Германие ют ҫӗршыври практикӑпа паллашмашкӑн пуласлӑхра хӑйсене ял хуҫалӑх аталанӑвӗпе ҫыхӑнтарма, чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлеме палӑртнисем тӗллевленнисем каяҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ фермер хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ.

Чӗлхене пӗлни те пӗлтерӗшлӗ. Студентсем, Германие кайма палӑртнисем, нимӗҫ чӗлхине тарӑннӑн вӗренеҫҫӗ, нимӗҫ халӑхӗн культурипе, пурнӑҫӗпе паллашаҫҫӗ.

 

Республикӑра Шупашкарти ача ҫурчӗн сайтӗнчи сӑн
Шупашкарти ача ҫурчӗн сайтӗнчи сӑн

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тунӑ пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри ятарлӑ вӗренӳ учрежденийӗсенче 315 ача пурӑнать. Ку, 2011 ҫулхипе танлаштарсан, икӗ хут сахалрах.

Палӑртма кӑмӑллӑ: ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен йышӗ усрава илнине пула чакать. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ятарлӑ организацисенче 335 ача пурӑннӑ, 2012 ҫулта — 548, 2011 ҫулта — 597, 2009 ҫулта — 776.

Ака уйӑхӗнче ав ача-пӑча учрежденийӗнче пурӑнакан 12 шӑпӑрлан ҫемьере хӳтлӗх тупнӑ. Вӗсенчен 4-шне Шупашкарта усрава илнӗ, 3-шне — Улатӑрта, тепӗр виҫҫӗшне — Ҫӗмӗрлере, иккӗшне — Ҫӗрпӳре.

Юлашки ҫулсенче республикӑра тӳрленмелли тӑватӑ интернат шкула, виҫӗ ача ҫуртне хупнӑ. Халӗ пӗтӗмпе виҫӗ ача ҫурчӗн, тӳрленмелли сакӑр интернат шкул, ачасен ятарлӑ икӗ шкул, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен начар аталанакан ачасен пӗр ҫурчӗ алӑкӗ уҫӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1855.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3065, 3066, 3067, 3068, 3069, 3070, 3071, 3072, 3073, 3074, [3075], 3076, 3077, 3078, 3079, 3080, 3081, 3082, 3083, 3084, 3085, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.