Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем кадастр инженерне пула ҫӗр илеймеҫҫӗ. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.
Виҫӗ е ытларах ача ӳстерекенсене пӳрт лартма, пахча вырӑнне усӑ курма е хушма хуҫалӑх валли тесе ҫӗр уйӑрма темиҫе ҫул каяллах тытӑнчӗҫ. Хӑшӗсем ҫӗрне парса та унпа усӑ курманни, теприсем кирлӗ мар тесе илменни те пулкалать-ха. Анчах ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Молодежный поселокра ҫӗре ҫамрӑк ҫемьесене ниепле те валеҫсе пӗтереймеҫҫӗ-мӗн. Лаптӑксене виҫсе панӑ чух кадастр инженерӗ йӑнӑшнине пула, ҫавна пула ҫӗр хуҫисен лаптӑкӗсене тӗрӗс мар кӑтартнине пула хӑшӗсем ют ҫын ҫӗрӗ ҫине лекнӗ иккен. Халӗ ҫав йӑнӑша епле тӳрлетесси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.