Ялта такӑр ҫул пулнинчен мӗн пахи пур? Ялсенче ҫулсене юсас ӗҫ тӗп вырӑнта шутланать. Ара, лачака ҫӑрӑлсан васкавлӑ медпулӑшу та ҫитеймест, пушар тухсан пушарнӑйсем те кӗреймеҫҫӗ-ҫке-ха.
Вӑрнар районӗнчи Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗнчи ҫулсем мӗнле лару-тӑрура пулнине ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ сӑнаса тӑрать. Тӗмпек ялӗнчи тӗп урамри 300 метр тӑршшӗ ҫула юсанӑ.
Иртемен ялӗнчи Чие ҫырлин урамӗнчи кӗпер ейӳ сарӑлсан арканнӑ. 60 метр тӑршшӗ ҫул та сиенленнӗ. Вӗсене юсанӑ. Ял ҫыннисем те айккинче тӑман — ҫул ӗҫченӗсене пулӑшнӑ. Уйрӑмах Александр Фирсова, Петр Игнатьева, Андрей Трофимова палӑртмалла.
Халӗ ҫынсем патне кирек хӑш ҫанталӑкра та васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем пӗр чӑрмавсӑрах ҫитме пултараҫҫӗ.