«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн организацийӗ черетлӗ хутчен чӑвашла инфостикерсем пичетлесе кӑларнӑ. Хальхинче вӑл «Чӑваш чӗлхипе литература кабинечӗ», «Хупӑ», «Пушар тухасран асӑрхаканӗ», «Туртса уҫ», «Тӗксе уҫ», «Чӗлӗм ан турт», «Пушар тухсан 01 шӑнкӑравла. Моб. 112», «Ют ҫынсен кӗме юрамасть», «Уҫӑ», «Ҫутта сӳнтерсе хӑвар», «Кӗме», «Тухма», «Кайри алӑк» йышшисене хатӗрленӗ. «Кунта видеосӑнав пырать» текеннине унччен хӑш-пӗр ҫӗрте асӑрхама тивнӗччӗ-ха, хальхинче те ӑна илме пулать.
«Ирӗклӗх» Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, кирлӗ пулсан — ушкӑн ертӳҫисем патне ҫырмалла е irekleh@gmail.com адреспа шӑрҫаламалла «Пурне те парнелетпӗр :)», — тесе хыпарланӑ.
Ҫу уйӑхӗнче ҫак организаци хастарӗсем чӑвашла хӑю салатма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш ялавӗнчи тӗссене сӑнлакан хӑю сарас акцие ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпех ирттерме планланине пӗлтернӗччӗ.