Республикӑра
![]() Китайри Аньхойра халӑхсен хушшинчи «Куҫа илӗртекен Аньхой. Илемлӗ Китай» ҫуллахи уйлӑх йӗркеленӗ. Унта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн студенчӗсем те хутшӑннӑ. Чӑваш студенчӗсем Китай культурине тата илемне уҫса паракан мероприятисене хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Китай философийӗ пирки тата ӑслӑлӑхри ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен лекцисем вуланӑ, каллиграфи, кулинари енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Студентсем Хуаншань тӑвӗ ҫине хӑпарнине ӗмӗрне те манас ҫук. Уйлӑха килнӗ ҫамрӑксене Китайри Хуэйчжоу ялӗпе те паллаштарнӑ. Студентсем Хуаншаньри кивӗ урампа, ботаника сачӗпе, Аньхой университетӗнчи истори музейӗпе, ӑслӑлӑхпа техника музейӗпе паллашнӑ. ЧПУ студенчӗсем Китайран таврӑннӑ ӗнтӗ. Аньхойри университет вице-президенчӗ ЧПУ валли ҫӗршыв историйӗпе культури ҫинчен пичет кӑларӑмӗсем парса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |