Музейри шкулКультура
Чӑваш наци музейӗ Раштавӑн 11-мӗшӗнче тата 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Музейри шкул» проект пурнӑҫа кӗртӗ. Ӑна «Музей тата ачасем» вӗренӳ программине пурнӑҫланӑ май ирттерӗҫ. Асӑннӑ кунсенче музейра Шупашкарти 49-мӗш шкул пулӗ. Вӑл иртсе каякан Культура ҫулталӑкне ӑсатса ярса ҫывхаракан Литература ҫулталӑкне тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗрепе 70 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленет тесе хыпарлать республикӑн Культура министерстви. «Музейри шкул» проект майӗпе Чӑваш наци музейӗн тата унӑн филиалӗсен экспоначӗсемпе ачасен 35 ушкӑнӗ паллашӗ. Вӗсем валли «Ҫӗнӗ ҫул экспересӗ», «Раҫҫей империйӗн XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вӑрҫӑсем» куравсем ӗҫлӗҫ. Кунсӑр пуҫне музей тата интерактивлӑ занятисем иртмелле. Сӑмахран, «Тӗрлӗ саспалли ҫырасси», «Чӗрӗ театр», «Тӗрӗ паллисем» ятлисем. Экскурсисемпе видеолекцисем, кинолекторисем тата ытти те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
Шкулсемпе ача-пӑча пахчисем тӗрлӗ конкурса хутшӑннипе никама та тӗлӗнтереймӗн. Ҫав самантсем шалӑва та витӗм кӳнӗрен те вӗрентекенсемпе воспитательсем хастар-тӑр. Шкулсемпе шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем хастар. Акӑ, иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче Санкт-Петербург хулинче «Пуласлӑх шкулӗ» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри вӗренӳ канашлӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн 60 регионӗнчи 200 ытла ҫын хутшӑннӑ. Форум вӑхӑтӗнче «Раҫҫейри чи лайӑх 100 вӗренӳ организацийӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ӑмӑртӑва Пӗтӗм тӗнчери пахалӑхпа маркетинг академийӗ йӗркеленӗ иккен. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенчен хисепе тивӗҫнисен шутӗнче Шупашкарти «Ачалӑх утравӗ» 201-мӗш тата «Ҫӑлтӑрлӑх ушкӑнӗ» 7-мӗш ача уйлӑхӗсем тата вӗсен ертӳҫисем Ирина Никитина тата Наталия Спиридонова пур. Пуҫлӑхсене «Ҫулталӑк заведующийӗ — 2014» хисеплӗ ят панӑ. «Ҫӑлтӑрлӑх ушкӑнӗ» ача уйлӑхӗ «Вӗренӳре, аталанура тата воспитанире мультимедийлӑ информациллӗ технологисене пурнӑҫа кӗртессипе малта пыракан» номинацире палӑрнӑ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Раштавӑн 6-мӗшӗнче Мускавра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен чӗлхине упрас тата аталантарас проектсене халалланӑ тӗлпулу иртнӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӑваш, удмурт, мӑкшӑ наци юхӑмӗсен элчисем пулнӑ. Тӗлпулура Чӑваш Ен сумне «Хавал» общество организацийӗн хастарӗсем Александр Блинов, Артём Федоринчик, Оксана Антонова, Ольга Николаева, Ольга Шарипова тата ыттисем хӳтӗленӗ. Вӗсем организацин тӗп проекчӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче — ҫулласерен иртекен чӑваш чӗлхине вӗренмелли уйлӑх «Шкул» проект. Унпа килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхине вӗрентекен проект класне тунӑ, медиа коллекцине чӑвашла хатӗрлеме тытӑннӑ. «МУШ» ӗҫ ушкӑнӗн элчисем Артём Малых тата Ольга Урасинова Удмуртри юхӑм пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем наци чӗлхине сарас енӗпе ӗҫлекен проектсем пирки калаҫнӑ. Мӑкшӑри лару-тӑру пирки Максим Рябчиков каласа кӑтартнӑ. Вӑл туҫи ҫармӑс чӗлхипе мультфильм кӑларасси пирки ӑнлантарнӑ. Тӗлпулура Мускаври лингвист Руслан Идрисов та пулнӑ. Вӑл удмурт чӗлхинчи бесермян диалектне документсемпе ҫирӗплетес тӗлӗшпе ӗҫлет. Тӗлпулура Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсенче икчӗлхелӗх ыйтӑвне уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
Патшалӑх Думин депутачӗ аслӑ классенче вӗренекен пултаруллӑ ачасене стипенди пама сӗнет. Ҫакна КПРФ фракцин элчи Вадим Соловьев пуҫарасшӑн. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен патшалӑх пулӑшӑвне шкул сакки ҫинченех туймалла. Пысӑках мар стипенди пултаруллӑ ачасене тупма пулӑшатех. Ҫапла шухӑшлать Вадим Соловьев. Депутат стипендие 7-мӗш класран пуҫласа партарасшӑн. Пултаруллисене конкурс пулӑшнипе суйламалла. Укҫа федераци хыснинчен пулмалла. Соловьев шкул ачисене студентсене тӳлекен стипендин чи пӗчӗк виҫи чухлӗ партарасшӑн — 6307 тенкӗ. РФ Вӗренӳ министерстви ҫумӗнчи общество канашӗ пуҫарӑва ырланӑ. Майя Пильдес пултаруллӑ ачасене олимпиада тата ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн суйламаллине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Шупашкарта «Тӗлӗнтермӗш хули» ача пахчи алӑкне уҫнӑ. Строительсем ӑна ыттисенчен расна ят панине, урӑх кунашкалли хулара ҫуккине палӑртаҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ савӑнӑҫлӑ уява хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев кӑҫал хулара пиллӗкмӗш ача пахчи уҫӑлнине палӑртнӑ. Республикӑри районсемпе хуласенче раштав вӗҫлениччен тепӗр 10 ача пахчи ӗҫлеме пуҫламалла-мӗн. Ача пахчи уҫӑлни ашшӗ-амӑшӗшӗн, ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑн-чӑн парне тейӗн. Шупашкарта 3 ҫултан аслӑрах 300 ытла ача ҫеҫ черетре юлнӑ-мӗн. «Тӗлӗнтермӗш хулинче» коридорсем хӑтлӑ, вӑйӑ пӳлӗмӗсем пур. Ку кӑна мар — унта сенсор пӳлӗм, физиотерапевт пӳлӗмӗ, тӑвар шахти, бассей та пур. Ашшӗ-амӑшӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, паха ача пахчине пепкисене вырнаҫтарма нимӗнле йывӑрлӑх та пулман. Михаил Игнатьев ача пахчине пӑхса ҫаврӑннӑ май воспитательсемпе те, шӑпӑрлансемпе те калаҫнӑ. Вӑл ҫитменлӗхсене палӑртнӑ. Вӗсене ҫитес вӑхӑтра пӗтермелле. Ав бассейнра мачча тӳрӗ мар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
Тупӑш илекене кирек епле ҫыннӑн та патшалӑха налук тӳлемелли паллӑ-ха. Ҫакӑ хваттер тара парса пурӑнакансене те, тӳррипе, пырса тивмелле. Тара паракансене налук тӳлеттересси пирки нумаях пулматсь республика шайӗнчех хускатнӑччӗ. Шупашкарта ун чухне тӳрӗ лини те уҫни пирки пӗлтерчӗҫ. Халӗ ку юхӑм районсене те ҫитет курӑнать. Хӗрлӗ Чутайӗнче те, ав, тупӑша декларацилемесӗр тара пани район хыснине самай сиен кӳрет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсене пула хваттере тара парса пурӑнакансен кӳршисем те асапланаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетеҫҫӗ. Ара, хваттерсенче е пӳлӗмсенче счетчик лартман тӑк ҫын шучӗпе шутласа парса шывшӑн, ҫутӑшӑн тӳлеттереҫҫӗ те, шар курниех пулать ҫав ӗнтӗ. Куҫман пурлӑха тара паракансем пирки Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Йӗпреҫре юсав хыҫҫӑн ача пахчи уҫӑлнӑ. 300 ытла ача ҫакна ҫур ҫул кӗтнӗ. «Асамат кӗперӗ» ача пахчине 1985 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна юсаман. Тӑрри тата умӗ питӗ кивелнӗ, шалта та юсав ӗҫӗсем кирлӗ пулнӑ. Республика хыснинчен ҫак тӗллевпе 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ача пахчине юсамашкӑн ҫӗртме уйӑхӗнче хупнӑ. Анчах ӗҫ вӑраха кайнӑ. Ӑна авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ юсама тытӑннӑ. Ӗҫе улӑштарма та тивнӗ: сметӑна тата проекта ылмаштарнӑ. Ҫапах строительсем ӗҫе вӑхӑтра вӗҫленӗ. Юсав вӑхӑтӗнче ачасен урӑх ача пахчисене вырнаҫтарма тивнӗ. Хӑшӗ-пӗрин килте ларнӑ. Ҫӗнелнӗ ача пахчи вара пурне те савӑнтарнӑ: ҫӗнӗ тӑрӑ, умӗ, чӳречесене те ылмаштарнӑ. Ачасем те тӑван ҫурта таврӑнма хавас пулнӑ. Унта Йӗпреҫрен тата ҫывӑхри ялсенчен 320 ача ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗ район центрӗнчен 25 ҫухрӑмра, Шупашкартан — 117-ре вырнаҫнӑ. Аякри ҫула пӑхмасӑр паян Штанаш шкулне шкулти уроксем вӗҫленнӗ ҫӗре Шупашкарти артистсен пӗр ушкӑнӗ концертпа килсе ҫитрӗ. Математика учителӗ Нина Гордеевна Ухлинова Штанашри вӑтам (2007 ҫултанпа 9 ҫул вӗренмелли) шкулта 41-мӗш ҫул ачасене вӗрентет, нумаях пулмасть ветеран ятне тивӗҫрӗ, ӗнер черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ, ҫак ятпа ӑна ывӑлӗ Валерий Геннадьевич Ухлинов, амӑшне пӗлтермесӗр, юрӑҫсен ушкӑнне хӑнана чӗнсе саламлама шутланӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Сергей Павлова, вӑл шӑрантаракан юрӑсене, республикӑри халӑх итлеме юратать. Сергей Павлов чылай ҫул хушши Ҫамрӑксен театрӗнче куракансен чунне тӗрлӗ сӑнарсемпе пӑлхантарнӑ. Вӑл пухӑннисем умӗнче халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене шӑрантарчӗ: «Шырамастӑп ҫӑлтӑр тӳпере», «Пур юрату», «Манас ҫук» тата ытти чылай юрӑна халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗ: ытла та хитре, чӗрене тивмелле юрлать артист. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Зайцева-Ильина 1995 ҫултанпа Ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хурать, халӑх умне тӗрлӗ сӑнарсемпе тухать, ҫав хушӑрах мӑшӑрӗ Вячеслав Ильин ертсе пыракан ушкӑнра республикӑри халӑха хӑйӗн илемлӗ сассипе савӑнтарать. | ||
Политика
Юрий Васильев Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Юрий Васильева республика Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫине лартасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Унччен юлашки вӑхӑтра Юрий Егорович ку ӗҫе вӑхӑтлӑх пурнаҫласа пурӑннӑччӗ. Михаил Игнатьев Юрий Васильева ку тытӑмра ҫӗнӗ структура йӗркелеме хушнӑ. Ҫапла тума вӑл, Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аппарат тухӑҫлӑрах ӗҫлетӗр, Патшалӑх Канашӗпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну тыттӑр тесе хушнӑ-мӗн. Юрий Васильев 1968 ҫулта Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри ракета училищинче, Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ педучилищинче вӗреннӗ. Ҫар служби хыҫҫӑн педагогра ӗҫленӗ, кайран муниципалитет службине куҫнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацине ҫитиччен Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Уяв ирттермелли вырӑнсенчен пӗри Шупашкар районӗнче Акатуй ӑҫта ирттермелли пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Ара, ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушаҫҫӗ-ҫке ваттисем. Шупашкар районӗнче те ҫавӑн пекрех шухӑшлаҫҫӗ, ака-суха уявне ҫитес ҫул ӑҫта ирттермеллине ҫӗнӗ ҫулчченех палӑртасшӑн. Аса илтеретпӗр, халӗ ӑна район центрӗнче малтанхилле йӗркелеме пӑрахрӗҫ. Кашни ҫул пӗр-пӗр ял тӑрӑхне ҫитеҫҫӗ. Анчах кирек хӑшне те мар, ҫулталӑк хушшинче епле ӗҫленине кура. Кӑҫал Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ лайӑхрах ӗҫлесе ҫак чыса тивӗҫнине палӑртнӑ. Халӗ вырӑнтисем Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче хӑш тӗлтерех уявласси пирки пуҫ ватаҫҫӗ иккен. Яваплисем виҫӗ вариантран пӗрне суйлӗҫ: е Хыркассине, е Кӗҫӗн Сӗнтӗре, е Атӑл ҫыранӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Виҫӗ юман» пахчаҫӑсен юлташлӑхӗ патӗнчи лапама. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |