«Ирӗклӗх» пӗрлӗхе чӑвашла хурав паманни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ун чухне вӗсем тӳре-шарасем патне чарӑну вырӑнӗ пек усӑ куракан суту-илӳ павильонӗсем ҫине чарӑну ячӗсене вырӑсла кӑна ҫырса хуни килӗшменрен ҫыру шӑрҫаланӑччӗ. Ӑна вара чӑвашла ҫырнӑ пулнӑ. Тӳре-шара та чӑвашлах хуравламалла пулнӑ. Кӑна «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунӑн 11 статьи ыйтать. Анчах та чӑвашла ҫырма техника майӗсем ҫук тесе прокуратура ун чухне вырӑсла хурав ҫитернӗ.
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх саккуна пӑсни пирки тепӗр ҫыру ҫырнӑ. Халь вара ҫав ыйтупа хурав килнӗ. Ленин район прокуратурине республика прокуратуринчен сӑмах тивнӗ иккен — хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗс йӗркелесе пыманнишӗн вӗсене ятланӑ. Малашне хут ӗҫӗсене саккуна пӑхӑнса туса пыма каланӑ тата хут ҫаврӑнӑшӗ мӗнле пынине тимлӗн пӑхса тӑма хушнӑ. Ҫак ӗҫе пуҫарни пирки «Ирӗклӗхе» республика прокуратури хуравласа каласа панӑ та.