Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Петров Пётр Варфоломеевич

Петров Пётр Варфоломеевич — чӑваш сӑрӑ ӑсти. 1950 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальте ҫуралнӑ. 2012 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

СССР худоюниксен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1977), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ (2006).

Кун-ҫулӗ

1972 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи ӳнерпе графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 1973-74 ҫулсенче хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн (вӑл вӑхӑтра та вӑл ытти тӑрӑхсенче ачасене ӳнер ӑсталӑхне алла илме вӑхӑт тупнӑ) педагогика институчӗн сӑн ӳнерӗн кафедрин лаборанчӗ (1975-1976), Шупашкарти приборсем тӑвакан савутӑн художник-оформитель (1976-1977) пулса ӗҫленӗ.

1984-1998 ҫулсенче Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче преподаватель пулса тӑрӑшнӑ. 2000 ҫултанпа — ЧПУн дизайн кафедрин преподавателӗ.

Ӗҫӗсем

Пётр Варфоломеевич хӑйӗн ӗҫӗсенче ытларах ял, ҫутҫанталӑк сӑнарӗсене тата ҫавӑн пекех хула хӗррин сӑнӗсене ӳкерме юратнӑ.

Унӑн ӳкерчӗкӗсемпе (1972 ҫултан) республикӑн куравӗсенче, 1976 ҫултан — СССР шайӗнчи куравсенче паллашма пулатчӗ. Персоналлӑ куравӗсем 1990, 1994, 1996, 1998, 2000 (Шупашкар), 1998 (Елчӗк), 2000, 2004 (Ҫӗнӗ Шупашкар), 2003 (Мускав) ҫулсенче иртнӗ.

1984 ҫулта унӑн «Осенний день» (чӑв. «Кӗрхи кун») ӳкерчӗкӗ ҫулсерен иртекен Парижри хрантсус ӳкерӳҫисен салунӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Тӗп ӗҫӗсем:

  • «Воспоминания» (1975);
  • «Роща» (1976);
  • «Деревня»;
  • «Осенняя гроза» (1979);
  • «Овраг» (1982);
  • «Каникулы»;
  • «Лето» (1985);
  • «Слакбашские горки»;
  • «Зима в Слакбаше» (1987);
  • «Храм» (1990);
  • «Май» (1992);
  • «Снег выпал» (1996);
  • «Зимний мотив» (1999);
  • «Дерево» (2001);
  • «Автопортрет» (2002);
  • «Весна» (2003);
  • «Озеро» (2004);
  • «Розовый свет» (2005);
  • «Корова» (2007);
  • тата ыттисем.

Вуламалли

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-11-05 13:46:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5858 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем