Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре хӑна ҫурчӗ тума палӑртаҫҫӗ. Ҫӗре тара парасси пирки тӳре-шара пӗлтерӳ пичетленӗ.
Унта вӗсем икӗ ҫӗр лаптӑкне тара пама шухӑшланине палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри республикӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ тӳремре хӑна ҫурчӗ тӑвасси пирки пырать. Ун валли 1456 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрӗҫ. Хӗрлӗ тӳремри 7-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскерте хӑна ҫурчӗ хӑпарса ларӗ. Вӑл ҫӗре Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен сулахай енче вырнаҫнӑ.
Тепӗр лотпа хула администрацийӗ 13320 тӑваткал метр лаптӑка индустри паркӗ тума уйӑрма шухӑшлать.
Ҫӗре тара памалли аукциона тӳре-шара авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗне палӑртӗ. Хӑна ҫурчӗ тӑвас текен те ҫавӑнта хутшӑнайӗ.