Ҫӗрпӳ хулинче тимӗртен тӗрлӗ кӳлепе шӑратса тӑвасси анлӑ сарӑлса пынине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе хут та хыпарланӑччӗ.
Вӗсенчен пӗрне, Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланине, культура ӗҫченӗсен професси уявне ҫав хулана пухӑнса уявланӑ кун, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, халӑхпа тата тӳре-шарапа уҫнӑччӗ. Палӑка Культурӑна аталантаракан тата библиотекӑн районти центрӗ умӗнче вырнаҫтарнӑ.
Шӑратса хатӗрленӗ ытти кӳлепене илсен, вӗсем хулари паркра тата ача пахчинче вырӑн тупнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Хулари ҫул ҫавринчен инҫех мар вырӑнта вара тимӗртен ӑсталанӑ урам шӑлакан тӑрать. Аллине шӑпӑр тытнӑскер иртен-ҫӳрене тирпейлӗ пулма ыйтать. Хулара Эдуард Успенский ача-пӑча ҫыравҫин хайлавӗнчи Печкин «Нарспи» кӗнекепе тӑнине, сӑмах май каласан, Чӑваш халӑх сайчӗ те хыпарланӑччӗ-ха. Халӗ ӑна «Ҫыхӑнура» автопортал 15 ҫулхине халалласа «Одноэтажная Чувашия» (чӑв. пӗр хутлӑ Чӑваш Ен) фоторепортаж хатӗрлеме ҫула тухнисем асӑрханӑ.