Ҫӗрпӳре ӗҫ ҫыннине халалласа палӑк уҫӑ. Ӑна культура ӗҫченӗсем хайсен професси уявне ҫав хулана пухӑнса уявланӑ кун, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, халӑхпа тата тӳре-шарапа уҫнӑ.
Палӑка Культурӑна аталантаракан тата библиотекӑн районти центрӗ умӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗрпӳ хулине шӑратса тунӑ кӳлепесем ахаль те илем кӳреҫҫӗ-ха. Вӗсем хулари паркра тата ача пахчинче вырӑн тупнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, хулари ҫул ҫавринчен инҫех мар вырӑнта тимӗртен ӑсталанӑ урам шӑлакан тӑрать. Вӑл, аллине шӑпӑр тытнӑскер, иртен-ҫӳрене тирпейлӗ пулма ыйтать. Хулара Эдуард Успенский ача-пӑча ҫыравҫин хайлавӗнчи Печкин сӑнарӗ те вырӑн тупнӑ. Пӗлтӗр Ҫӗрпӳ ярмӑркки вӑхӑтӗнче Печкин патне Матроскин кушак аҫипе Шарик йытӑ хушӑннӑ. Унсӑр пуҫне ҫӗрпӳсем II Екатерина статуйине ӑсталассипе тимленине, ӑна хулари паркра лартассине пӗлтернӗччӗ. Тимӗр кӳлепесене юсанмалли 9-мӗш колонире айӑплава ирттерекенсем хатӗрленӗ.