Чӑваш Енри Гостехнадзора чылай ҫул Владимир Димитриев ертсе пычӗ. Владимир Павлович Шупашкар районӗнчен пулнине, хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленине астӑвакансем астӑваҫҫӗ, пӗлекенсем пӗлеҫҫӗ пулӗ.
Ӗнер вара республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Мӗн сӑлтавпа капла тӑвас тенине те ӗҫлӗ хутра асӑнса хӑварнӑ: ку утӑм Владимир Димитриев урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланӑ.
Паян Михаил Игнатьев Элтепер тепӗр хушу кӑларнӑ. 236-мӗш номерлӗскерте маларах асӑннӑ инспекцие кам ертсе пырассине палӑртнӑ. Ку ҫын — Евгений Еландаев. Хальхи вӑхӑтра вӑл Гостехнадзорта пуҫлӑхӑн ҫумӗнче тӑрӑшать. Паянтан Евгений Викторовича пуҫлӑх тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ.