Шупашкарти кӳлмек хӗрринче аякранах курӑнса ларакан Амӑш палӑкӗ Раҫҫей банкӗн банкноти ҫине куҫма пултарать. 200 тата 2000 тенкӗлӗх купюра ҫине ӳкерсе хума палӑртакан элемсене Твоя-Россия.рф сайтра сасӑласа палӑртнӑ. Малтанхи сасӑлавра Шупашкарти Амӑш палӑкӗ те ҫӗнтерӳҫӗсен шутне лекнӗ.
5-шер пин сасӑ ытла пухнисем шутӗнче республикӑн тӗп хулинчи ҫак палӑк та пур. Сӑмах май каласан, списокра интереслӗ кӳлепесем те пур. Сӑмахран, Воронежри Лизюков урамӗнче вырнаҫтарнӑ кушак ҫури палӑкне асӑнмалла. Пермьре тата вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем «Пермь упин легенди» палӑка сӗннӗ. Уншӑн та 5000 ытла ҫын сасӑланӑ та ӗнтӗ.
Виҫӗ тапхӑрпа пыракан конкурса Раҫҫей банкӗ ирттерет. Унӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.