Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Гуманитари институчӗ кино пӑхать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 14.02.2016 15:07 | 1726 хут пӑхнӑ
Ӳнер Гуманитари институтӗнче цифрӑллӑ кино пӑхаҫҫӗ
Гуманитари институтӗнче цифрӑллӑ кино пӑхаҫҫӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче кино пӑхни пирки унта ӗҫлекенсем иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче кӑна пӗлтерчӗҫ-ха. Шӑп та лӑп пӗр уйӑх каялла пулса иртнине паян кӑна аса илнишӗн вулакансем хытах тӗлӗнмеҫҫӗ пулӗ тетпӗр. Пӗрремӗшӗнчен, хыпарне каярах юлса илтрӗмӗр. Иккӗмӗшӗнчен, ӑслӑлӑх институтӗнче вӑхӑт сутмалла кино пӑхса ларман-ҫке. Вӗсем архиври фильмсене аса илнӗ. Ҫитменнине, ӗлӗкхилле пленка ҫинче мар халӗ вӗсем. Вӗсене Чӑваш Енӗн электронлӑ тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ цифрӑлати пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах хыпарланӑччӗ.

Аса илтерер, хальхи аппаратурӑпа пӑхма май тунӑскерӗсемпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халӑха паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Чи малтанах институт каналӗнче «Иван Яковлевич Яковлев» кинолента вырнаҫтарнӑ. 1928 ҫулта ӳкернӗ «Иван Яковлевич Яковлев» фильм вӑрӑмах мар, икӗ ҫеккунт та тӑсӑлмасть. Ҫавах та ҫак кӗске вӑхӑт хушшинче куракан Иван Яковлевича тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Кӑнна Кушки ялӗн сӑнне курма пултарать.

Ҫывӑх вӑхӑтра институт каналӗнче ытти фильмсене те вырнаҫтарма палӑртнине, пурин те пахалӑхӗ чаплах маррине пула хӑш-пӗрине ҫеҫ куракан патне ҫитерессине те эпир унччен асӑнса хӑварнӑччӗ.

Уйӑх каяллахи тапхӑра илсен, институтӑн архивӗнчи тӑхӑр единицӑна цифрӑлатнӑ. Ҫав шутра маларах асӑннӑ «Иван Яковлевич Яковлев», 1959-мӗш ҫулхи «60 лет чувашской грамоты» 1968-мӗш ҫулхи «Научно-исследовательский институт при Совете Министров ЧАССР», 1927 ҫулхи кинолентӑсем пур.

Сӑнсем (6)

#Кӑнна Кушки, #фильмсем, #ӳнер, #ЧПГӐИ, #чӑвашлӑх, #Шупашкар, #архивсем, #Иван Яковлев

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем