«Хӑйне хисеплекен пӗр фирма та паян фирма стилӗсӗр пурӑнмасть», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Патӑрьел район администрацийӗнче.
Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑкӑр» (унӑн ячӗ вырӑсла — Хлеб) историпе этнографи музейӗ те хӑйӗн стильне шыраса тупнӑ. Аваллӑх управҫисем ун валли специалистранах пулӑшу ыйтнӑ. Андрей Поляков ятлӑ дизайнер музейҫӑсен кӑмӑлне тивӗҫтернӗ — стиль шухӑшласа кӑларнӑ.
Музей стилӗн авторӗ 2005 ҫулта Патӑрьелти ӳнер шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетне вӗренме кӗнӗ. Ҫамрӑк дизайнер — Раҫҫейӗн дизайнерсен пӗрлешӗвӗн, Дизайнерсен «Icsid и icograda» пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн пайташӗ. Регионсем хушшинчи, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. «ОК дизайн» пӗтӗм тӗнчери конкурсра вӑл ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Халӗ вӑл А.А. Кокель планшетне хатӗрлессипе ӗҫлет.