Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче пурӑнакансене вӑхӑтлӑх кӗперпе каҫарма тытӑннӑ.
Ку вӑл ирӗксӗртен йышӑннӑ мел темелле. Асӑннӑ ял витӗр Мӑн Ҫавал юханшывӗ иртет. Ун урлӑ хывнӑ кӗпере тахҫанах юсама тытӑннӑ та ниепле те вӗҫне ҫитереймеҫҫӗ. Ку кӗпер вара Нурӑсра пурӑнакансемшӗн кӑна мар, ял витӗр Ҫӗмӗрлене, Йӗпреҫе, Канаша каякансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ.
Ҫурхи шыв-шур вӑхӑчӗ ҫывхарнӑ май районта йӗркеленӗ ятарлӑ комисси ейӳпе ҫыхӑннӑ объектсене пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Нурӑсри кӗпере те хытах тишкернӗ. Шыв-шур самантӗнче вӑл чӑтаймассӑн туйӑннӑран ҫуран ҫӳрекенсем валли вӑхӑтлӑх кӗпер ӑсталама йышӑннӑ. Йывӑҫ кӗпере тимӗр шертесем ҫине тыттарнӑ. Унпа ҫынсем хӑюллӑнах каҫса ҫӳрейӗҫ. Ҫулла, тен, урапасем валли те ҫӗннине туса пӗтерӗҫ.