РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев постановление алӑ пуснӑ. Унпа килӗшуллӗн, пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталта пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа-тенкӗ виҫи 2,28 процент чакнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре ку хисеп 221 тенкӗ чакнӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку кӑтарту ӗҫлекен ҫынсен 10187 тенкӗпе танлашнӑ. Тивӗҫлӗ канурисен — 7781, ачасен — 9197 тенкӗ.
«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫе пӗчӗкленнин сӑлтавӗ — потребительсен карҫинккинчи апат-ҫимӗҫ хакӗ йӳнелни. Ҫӗрулми, купӑста, кишӗр, хӗрлӗ кӑшман, панулми хакӗсем пӗчӗкленнӗ.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра ку кӑтарту 8191 тенкӗпе танлашнӑ.