Вӑрмар районӗнчи Тикеш ялӗнче пурӑнакансем малашне кӗрлӗ-ҫурлӑ ҫанталӑкра та Ленин урамне шикленмесӗр кӗрсе тухайӗҫ.
Асӑннӑ урама хытарнӑ ҫул тӑвиччен вырӑнти Тикеш ял тӑрӑхӗ ҫак ӗҫе тӑвакан подряд организацине палӑртнӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫи (патшалӑх е муниципалитет саккасне пурнӑҫлакана пуҫ тӗллӗн палӑртма юрамасть – унсӑрӑн вӑл монополипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑсни шутланать) пулса тӑнӑ «Зодчий» тлли мар яваплӑ общество ӗҫе 168 пин тенкӗпе пурнӑҫлама килӗшнӗ.
Палӑртнине ҫак эрнере строительсем вӗҫленӗ. Вӗсем Тикешри Ленин урамне вак чул сарнӑ. Строительсен ӗҫне комисси йышӑннӑ. Тӗрӗслевҫӗсем вак чул сарнӑ ҫул сарлакӑшне тата тӑршшӗне тата вак чула мӗн хулӑнӑш хунине виҫсе пӑхнине пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Комисси строительсем ӗҫе пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ тесе йышӑннӑ.
Сӑнсем (18)