Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Ен Правительстви республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсене субсиди уйӑрса пама йышӑннӑ. Укҫана хыснаран кӑларса тыттариччен хайхисене ятарлӑ проексем ҫыртарнӑ.
Социаллӑ проектсен конкурсне, тӗрӗссипе, тахҫанах ирттересҫӗ. Тӳре-шара ырланисене пурнӑҫа кӗртме укҫа параҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе 19,9 миллион тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ. Вӑл кӗмӗл 6 организацин 38 медиапроекчӗ валли пулӗ. Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен материалсене кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен кун ҫути кӑтартмалла.
Республика хыснинчен укҫана тивӗҫнисем ҫаксем: «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ, Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ, «ЮТВ» телеканал, «Хыпар» тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани издательство ҫурчӗсем, «Советская Чувашия» хаҫат.
