Тӗнче тетелӗнче вырнаҫтаракан мӗнпур хыпара ӗненсе пӗтерме йывӑр та, анчах «Ҫыхӑнура» (ВКонтакте) халӑх сетӗнчи Кӳкеҫ поселокӗн Халӑх канашӗ хӑйӗн страницинче Кӳкеҫри ишӗлекен пӗр ҫуртри ҫынсене Ишлее куҫарасси пирки хыпарланӑ. Тӗрӗсрех, вӗсене унта куҫарасси пирки епле майпа йышӑну тунине пӗлес тесе Шупашкар район администрацине ыйтса ҫырнине пӗлтернӗ. Ҫырӑва паян райадминистрацире йышӑнса юлнӑ.
Ҫынсем хӑйсем ӑнланман мар-ши тесен Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев тӗрӗсех иккенне пӗлтерет. Кӳкеҫри Сӗнтӗрвӑрри урамри 12-мӗш «а» ҫуртра пурӑнакансене район центрӗнчен темиҫе ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Ишлее куҫма кӑмӑл тунине пӗлтерсе ҫырса памасӑрах куҫараҫҫӗ пулать. Маларах асӑннӑ ушкӑнӑн страницинче ҫакӑ Раҫҫей Ҫурт-йӗр кодексӗн 89-мӗш статйипе килӗшсе тӑмасть тесе ҫырнӑ.