Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче Элтепер Администрацийӗн тулли праваллӑ элчи пулма ҫав тытӑмра ӗҫлекен Юрий Васильева ҫирӗплетнӗ.
Юрий Егорович ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗнче — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫинче тӑрӑшать. Юрий Васильева элчӗне ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнӑва регион ертӳҫи Михаил Игнатьев паян кӑларнӑ. 134-мӗш номерлӗ ҫав хушӑвӑн иккӗмӗш пунктӗнче 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи 148-мӗш номерлӗ хушӑва пӑрахӑҫлассине каланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн юстици министрӗ Надежда Прокопьева парламентра текех элчӗ пулмӗ.
Сӑмах май каласан, Надежда Прокопьева республикӑн Патшалӑх Канашне куҫасси пирки сӑмах ҫӳрет. Унта вӑл парламентӑн Аппарачӗн ертӳҫи пулать теҫҫӗ.