Сывлӑх
![]() Вероника Скворцова Тухтӑрсем скайппа йышӑнма тытӑнӗҫ. Паян-ыранах мар та, анчах тепӗр икӗ ҫултан тӗнче тетелӗ май паракан ҫак меслетпе тухтӑрсем те усӑ курма тытӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗлле ӗҫлес шухӑша Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова каланӑ. Скайп компьютер программипе чирлисене йышӑнтарас шухӑш патне ҫӗршывӑн тӗп сывлӑх ведомстви ахальтен килсе тухман иккен. Скворцова министр 100-тен сахалтарах ҫынлӑ ялсем Раҫҫейре 83 пин иккенне палӑртнӑ. Шурӑ халатлисем ҫитменнипе (тата укҫа-тенке перекетлес килни те пурах-тӑр) вӗсене тухтӑрпа тивӗҫтерме ҫӑмӑл мар-мӗн. Никама та айккинче тӑратса хӑварас мар тенипе шур халатлисене скайппа та пулин ҫынсемпе калаҫтарма тытӑнасшӑн. Интернетне ҫав пӗчӗк ялсене те ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫей кунӗнче, Йӗпреҫ районӗнче «Авалхи халӑхсен кӗввисем» фольклор уявӗ иртнӗ. Зоя Яковлева ертӳҫӗ пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, юрӑ картине чӗннӗ. Уяв картине уҫнӑ ҫӗре Йӗпреҫ посёлок пуҫлӑхӗ Вячеслав Анисимов, район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Луиза Григорьева, социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Инна Алексеева, Йӗпреҫ районӗн культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Александр Майоров хутшӑннӑ. Уява «Илем» ансамбль уҫнӑ. Чӑваш Тимеш культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Эревет» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Ирҫе Ҫармӑс культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Горнипов» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Хурамалти «Алтшав» фольклор ушкӑнӗ, Кӗлӗмкассинчи «Йӑлтӑм» фольклор ушкӑнӗ хӑйсен юррисемпе савӑнтарнӑ. Уяв хыҫҫӑн «Вӑйламассен вӑййисем» спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Вӗрен туртса, кӗвентепе шыв йӑтса, лаша урапине куҫарса ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чысланӑ. Сӑнсем (128) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра ял кунӗ иртнӗ. Унта яланхи пекех ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев, «Мураты» ЯХПК тӗп директорӗ Геннадий Спиридонов хутшӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хисеплӗ тата ватӑ ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Вӗсене Спиридонов Г.П., Спиридонов Ю.П., Спиридонова Ю.М., Яковлева М.Я., Романов А.Н., Прокопьева И.А., Алексеева Э.Н., Федоров А.Г., Петров С.И., Ивановой А.В., Сергеева М.М., Порфирьева А.М., Семенова З.С., Мартынова Р.С., Владимиров М.В., Владимирова З.С., Семенова А.М., Федорова Р.И., Порфирьева Р.А., Владимиров С.П. тивӗҫнӗ. Унтан Мӑн Явӑш клубӗн ӗҫченӗсем концерт пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех уява чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Ҫав вӑхӑтра мини-футболла вылянӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене укҫан хавхалантарнӑ. Сӑнсем (110) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 11-мӗш класра вӗренекенсем Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытаҫҫӗ. Истори предмечӗпе те экзамен пулнӑ. Анчах унта пӗр ачана япӑх пулни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, паян, пулнӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ каччӑ экзамен вӑхӑтӗнче аудиторире пӑчӑ пулни пирки ӳпкелешнӗ. Асламӑшӗ Тамара Андреева каланӑ тӑрӑх, мӑнукӗ экзаменра шыв ыйтнӑ. Аудиторире шыв пулман та. Ӑна япӑх пулса кайнӑ. Каччӑна шкулти медицина пунктӗнче кӑштах вырттарнӑ. Унтан ӑна тата япӑх пулса кайнӑ. Ӑна кун хыҫҫӑн хула пульницине илсе ҫитернӗ. Ун патне ашшӗ-амӑшне кӗртмен-ха. Асламӑшӗ питӗ пӑшӑрханать: мӑнукӗ тепӗр хут экзамен тытайӗ-и? Ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсен республика центрӗн специалисчӗ каланӑ тӑрӑх, пульницӑран справка илсен вӑл экзамена резерв кунӗнче тытма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вера Соколова Шупашкарта ҫӗртмен 13-мӗшӗнче хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Юлашки кунра 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире ӑмӑртнӑ. Хӗрарӑмсен тупӑшӑвӗ хӗрӳ иртнӗ. Мӑкшӑ спортсменӗ Анися Кирдяпкина тата Вера Соколова 11-мӗш ҫухрӑмччен пӗрле пынӑ. Соколова пӗр вӑхӑт мала тухнӑ. Анчах Кирдяпкина парӑнасшӑн пулман. Анчах вӑл мала тухсан Вера Соколова ӑна хӑваласа ҫитнӗ. Ҫапла пирӗн ентеш финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Надежда Сергеева ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн спорта таврӑннӑ. Вӑл Чӑваш Ен тата Мускав облаҫӗн чысне хӳтӗленӗ. Вӑл дистанцире мӑкшӑ шкулӗн вӗренекенӗсене Екатерина Медведевӑна тата Мария Понаморевӑна парӑнтарайман. Арҫынсен тупӑшӑвне 42 спортсмен тухнӑ. Пирӗн ентеш Петр Трофимов виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вера Соколовӑна, Денис Стрелкова, Станислав Емельянова, Александр Яргунькина тренер канашӗ тӗнче чемпионатне хутшӑнма сӗнӗ. Вӑл Пекинра ҫӗртмен 22–30-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 9–10-мӗшӗсенче Хусан ҫывӑхӗнчи Иннополисра пӗтӗм Раҫҫейри робототехника олимпиади иртнӗ. Унта Раҫҫейӗн 45 регионӗнчен 760 ҫын килнӗ. Вӗсене Дмитрий Медведев премьер министр, РФ ҫыхӑну министрӗ Николай Никифоров, Тутарстан премьер-министрӗ Ильдар Халиков саламланӑ. Олимпиада ултӑ категорипе иртнӗ. Кашнинче командӑн автономи роботне пухса программӑламалла, задача шутламалла пулнӑ. Чӑваш Енрен унта икӗ команда хутшӑннӑ. Вӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкултан. Аслӑ ушкӑнра Алексей Евлампьевпа Никита Кузнецов пулнӑ. Вӗсем 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӗҫӗн ушкӑнра Дмитрий Петров тата Андрей Мурашкин пулнӑ. Вӗсен ӑслӑ робочӗ ҫӗнтерсе финала тухнӑ. Икӗ кун тупӑшнӑ вӗсем. Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн ачасем питӗ савӑннӑ. Ара, ҫапла майпа тепӗр ҫул унта каякансен йышӗ пысӑкланӗ вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Андрей Ширшов Йӑлӑмра паянтан спорт туризмӗ енӗпе тренировкӑсем пуҫланнӑ. Унта пуҫтарӑннисем хӑйсен ӑсталӑхне ҫӗртмен 24-мӗшӗчченех туптӗҫ. Вӗренӳпе тренировка пухӑвне пырса ҫитнисем Союзлӑ патшалӑхӑн турист слетне кайма хатӗрленеҫҫӗ. Мероприяти ҫӗртмен 27-мӗшӗнчен тытӑнса утӑн 2-мӗшӗччен пымалла. Вӑл Курск облаҫӗнче иртӗ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Шупашкар хулисенчи 12 туристран тӑрать. Вӗсене ӑсталӑха Ҫӗнӗ Шупашкарти А.И. Андрианов ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн хушма вӗрентӗвӗн педагогӗ Андрей Ширшов хӑнӑхтарать. Тренировка кунсерен иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче туристсем тактикӑпа техника тата техника хӑнӑхтарӑвӗсене пурнӑҫлӗҫ. Физкультура занятийӗсем те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Малов Иртнӗ кӗҫнерникунхи черетлӗ ларура Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ вице-спикера суйларӗ. Теприсем ку пулӑма «тинех» тесе те хаклаҫҫӗ. Маларах чӑваш парламенчӗн ертӳҫине харӑсах икӗ ҫын ҫум пулса пулӑшса пынӑччӗ: Юрий Мешков тата Анатолий Князев депутатсем. Вице-спикерсенчен пӗри, Анатолий Князев, «тилхепене вӗҫертнӗ» хыҫҫӑн ҫум вырӑнӗ 8 уйӑхлӑха пушанса юлнӑччӗ. Парламентӑн ертӳҫин ҫумне суйлани пирки хыпарланӑ май REGNUM информаци агентствин корреспонденчӗ Юрий Попов спикер иртнӗ сессире вице-спикерсенчен пӗрин пуканӗ пушши пирки каланӑ май укҫа-тенке перекетленине тата Олег Мешковпа иккӗш те ӗлкӗрсе пырайнине палӑртнине аса илет. Хальхи ларӑва вице-спикера суйлас ыйтӑва та кӗртнӗ. Ку тивӗҫе Николай Малова (вӑл та, спикерпа тепӗр ҫум евӗрех, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) шанса панӑ. Унӑн кандидатуришӗн 40 депутат сасӑланӑ, пӗри хирӗҫленӗ. Вице-спикер кам пулассине парламентӑн ертӳҫин кӑна сӗнме ирӗк пур. Юрий Попов Николай Малов пирки: «Пӗрремӗш ҫул кӑна мар ӗҫлет, ҫавӑнпа тивӗҫ», — тесе хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарта суя укҫасене туртса илнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем 1000, 5000 тенкӗллӗ виҫӗ банкнота палӑртнӑ. Шупашкарти Гагарин урамӗнчи пӗр лавккара суя 1000 тенкӗллӗххи тупӑннӑ. Туянакан ҫын косметикӑшӑн 1000 тенкӗ панӑ та тӳрех тухса утнӑ. Ҫакна кура кассир сисчӗвленнӗ. Суя 5000 тенке Шупашкарти пӗр банкра тупнӑ. Ӑна харпӑр усламҫӑран илнӗ тупӑша шутланӑ чухне асӑрханӑ. Ҫакӑ паллӑ: усламҫӑн суту-илӳ точки Шупашкарти пӗр пысӑк центрта вырнаҫнӑ. Ҫав кунах Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр лавкка сутуҫи суя 5000 тенкӗ асӑрханӑ. Паллӑ мар ҫын канцтаварсемшӗн 5000 тенкӗлӗххипе тӳленине ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара санкцилемен ҫуртсенчен малалла тасатаҫҫӗ. Ҫак кунсенче тепӗр киоска тӗп тунӑ. Вӑл Николаев урамӗнче общество транспорчӗ чарӑнакан вырӑнта пулнӑ. Киоскра шаурма сутнӑ-мӗн. Киоска ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ишсе антарни пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарланӑ. Ӑна влаҫпа килӗшӳ тумасӑр хӑпартса лартнӑ пулнӑ. Аса илтермешкӗн: стационарлӑ мар суту-илӳ объекчӗсене Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем йышӑннипе лартмалла. Кун валли кирлӗ документсем пулмалла. Ҫав шутра йышӑнакан лаптӑк тӗлӗшпе хатӗрленӗ документ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |