Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнарти чи кивӗ ҫурта тинех юсама тытӑннӑ. Ӑна капюсав программипе килӗшӳллӗн юсанӑ.
Икӗ хутлӑ ҫурт юсав хыҫҫӑн самаях ҫӗнелнӗ. Унччен ҫынсене хӑрӑк пӑрӑхсем, кивӗ электропралук канӑҫсӑрлантарнӑ. Халӗ вара ку йӑлтах — хыҫра.
Подъездсенче электроэнергие перекетлес тӗллевпе ятарлӑ лапмӑсем лартнӑ. Электрощитовой те ҫӗнӗ. Ҫавӑнпа халӗ электросеть хваттерсенче йӗркеллех ӗҫлӗ.
Ҫуртра 15 ҫемье пурӑнать. Пурте халӗ кӑмӑллӑ. Ҫурт тӑррине ҫеҫ улӑштармалли юлнӑ. Унран шыв анать. Ҫынсем ӑна кӑҫал юсасса кӗтеҫҫӗ. Тӳре-шара шантарать-ха та…
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Андрей Кириллов каланӑ тӑрӑх, капюсава 15 ҫуртра ирттернӗ. Пӗтӗмпе 2 миллион та 200 пин тӑкакланӑ. Аукцион ирттернипе 827 пин тенкӗ перекетлеме май килнӗ.
Анчах халӗ капюсавшӑн пурте укҫа хывмаҫҫӗ. Республикипе илес тӗк, Ҫӗмӗрле, Тӑвай, Етӗрне районӗсенче халӑхӑн 30 проценчӗ ҫеҫ тӳлет.