Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Влаҫрисем Улӑп палӑкне лартма хирӗҫ мар, анчах...

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 24.11.2015 14:56 | 1495 хут пӑхнӑ
Республикӑра

«Ирӗклӗх» общество организацийӗ влаҫа Чӑваш Енре Улӑп скульптурине лартма сӗнсе ҫыру янӑ пулнӑ. Ӑна Етӗрне районӗнчи М-7 ҫул хӗррине лартма сӗннӗ.

Нумаях пулмасть ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫырӑва хуравланӑ. Чӳкӗн 23-мӗшӗнче янӑ ҫырура ЧР Правительствин председателӗн ҫумӗ Алла Салаева алӑ пуснӑ.

«ЧР Правительстви мифологи сӑнарӗсен палӑкӗсене лартма хирӗҫ мар. вӗсем халӑх историне кӑтартаҫҫӗ пулсан кирлӗ. Анчах, пирӗн шухӑшпа, сӑнарсен пӗлтерӗшӗ Чӑваш Ен шайӗнче кӑна мар, Раҫҫей шайӗнче те пултӑр», — тенӗ унта. Вырӑсла вариантне те илсе кӑтартар. «Правительство ЧР не против установки на территории ЧР новых памятников значимым мифологическим персонажам прошлого. Памятники нужны, если они отражают важную страницу истории народа. Однако в выборе персонажей для памятника нужно, на наш взгляд, руководствоваться значимостью героя в масштабах не только Чувашии, но и страны (как бы она ни называлась в разные времена), а также необходимостью увековечения имен людей, которые жили на нашей земле, прославляли наш чувашский край. Безусловно, это воины, защищавшие нашу страну в разные времена от захватчиков; это наши деды и прадеды, возрождавшие нашу страну из руин Великой Отечественной войны».

Ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинетӗнче ҫапла каланӑ: саккунпа килӗшӳллӗн, палӑка саккас параканӑн, спонсор укҫипе лартмалла. Республика хыснинче ун валли укҫа уйӑрмаҫҫӗ-мӗн.

#Етӗрне районӗ, #тӳре-шара, #палӑксем, #Ирӗклӗх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем