Спорт
![]() Ирина Калентьева Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Швейцарире велоспорт енӗпе пӗтӗм тӗнчери чупу иртнӗ. Пирӗн ентеш унта пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Чӑваш спортсменки Ирина Калентьева «кросс-кантри» дисциплинӑра финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Ирина элита велочупуҫӑсен йышӗнче ӑмӑртнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Ирина Калентьева финиша 1 сехет те 25 минут 11 ҫеккунт кӑтартупа ҫитнӗ. Ыттисем унран 8-9 минут тӑрса юлнӑ. Ку пӗрремӗш вырӑн Иринӑна 30 рейтинг очкине пухма май панӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ӑмӑртура Швейцари ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче Уй кунӗ уҫӑлнӑ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа ҫитнӗ. Михаил Васильевич сӑмах илнӗ май кӑҫал аграри ҫуракине лайӑх вӗҫленине палӑртнӑ. Тыр-пул туса илесси ӳснине те палӑртнӑ вӑл. Ҫав шутра Канаш районӗ — малтисенчен пӗри. Михаил Игнатьев кӑҫал республикӑри агропромышленноҫ комплексне 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнине каланӑ. Ку пӗлтӗрхинчен 11 процент нумайрах. Уй кунне курава Раҫҫейри ҫичӗ регионти ял хуҫалӑх техникине илсе килнӗ. Пӗтӗмпе — 100 ытла техника. Куравра ял хуҫалӑх культурин сорчӗсем, ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсем пулнӑ. Унта утӑ ҫулакансен конкурсне те йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев та хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Сӑнсем (23) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Икӗ теҫетке ҫул хушшинче «лазерлӑ» двигатель Альфа-Центавра патне ҫитерме пултарӗ. Кун пирки Санта Барбарӑри Калифорни университетӗнчи ӑсчахсем каланӑ пулать. Вӗсен шухӑшӗпе лазерлӑ излученийӗн хӑвачӗ питӗ вӑйлӑ. Ӑсчахсем Deep-In хӑвӑртлатакан механизм ӑсталанӑ пулать, вӑл нумай-нумай питӗ пӗчӗк лезерсенчен тӑрать. Лазер пайӑркипе усӑ курса космос парӑсӗ ҫине витӗм кӳме пулать иккен. Ҫав витӗмпе вара хальхи космос карапӗсен хӑвӑртлӑхне самай — пин хут таран — ӳстерме пулать имӗш. 4,3 ҫутӑ ҫулталӑкне (выр. световой год) 20 ҫул хушшинче ҫитме май пур имӗш. Ӑсчахсен шухӑшӗпе ку технологипе Марс патне вӗҫнӗ май усӑ курма пулать. Унашкал вӗҫев аппаратне кӳршӗлле планетӑна ҫитме 3 кун кӑна кирлӗ пулӗ теҫҫӗ. 10 тонна таран тиесен 30 кун кӑна кирлӗ пулӗ. Ҫитменлӗхӗ те пур: система карапа хӑвӑртлатать кӑна, чармалли май пирки пуҫ ватаҫҫӗ кӑна имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Арбатра вырнаҫнӑ кӳлепен сунчӑкне хуҫни пирки эпир сире нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хула влаҫӗсем ӑна Республика Кунӗ тӗлне тӳрлетсе-юсама ӗлкӗрнӗ иккен. Кун пирки пире «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пӗлтерчӗ. Чӑн та кӳлепене йӗркене кӗртме 8 пин кирлӗ пулнӑ имӗш. Вӑл хакпа юсама майсем малтанах тупӑнайман, каярах вара ҫавах та кирлӗ ҫынна тупса йӳнӗрех хакпа кӳлепене юсама пултарнӑ. Республика Кунӗнче халӑх тӗрӗс-тӗкӗл скульптурӑна курнӑ. Аса илтерер, кӳлепен авторӗ Владимир Нагорнов, хулана ӑна Ильф тата Петров хайлавӗнче Шупашкара асӑннӑран парнеленӗ пулать. Пӗтӗмӗшле 6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. |
Политика
![]() Авӑн уйӑхӗччен нумай юлмасть вӑхӑт. 13-мӗшӗ Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ кун пулӗ. Ун чухне халӑх ЧР Элтеперне суйлӗ. Халӗ суйлава камсем хутшӑнасси паллӑ ӗнтӗ. Унччен суйлав хутшӑнма кӑмӑллӑ кадидатсем пирки пӗлтерсех тӑнӑччӗ. Халӗ Элтепер пуканӗшӗн 9 кандидат кӗрешесси паллӑ. Вӗсем – 9 политика партийӗсенчен. Суйлава хутшӑнакан кандидатсен йышне ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ пулассишӗн ҫаксем кӗрешӗҫ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» - Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, КПРФран — Валентин Шурчанов, «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫейрен» — Олег Николаев, «Раҫҫейри пенсионерсен партийӗнчен» — Валерий Сапожников, «Ӗҫлӗх пӗрлӗхӗнчен» — Анатолий Коршунов, «Яблоко» партирен — Владислав Аркадьев, «Симӗссисен тата социал-демократсен альянсӗ» партирен — Юрий Малов, «Граждан пуҫарӑвӗнчен» — Андрей Броницын, ЛДПРтан — Константин Субботин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарта Республика кунӗнче пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫав кун Чӑваш Ене Раҫҫейри 34 регионти чӑвашсем килсе ҫитнӗ. Ав Анатолий тата Николай Архипкинсем — Пенза облаҫӗнчен. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, унта 7000 чӑваш пурӑнать. Вӗсем те наци уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ Шупашкара яланах хаваспа килеҫҫӗ. Анатолий Архипкин каланӑ тӑрӑх, килте вӗсем вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Чӑваш Ене килсен вара вырӑссемпе те чӑвашла пуплеҫҫӗ. Чӑваш Ен тулашӗнче пурӑнса наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварма ҫӑмӑл мар. Хакас Республикинчен килнӗ хӑнасем вара чӑваш халӑх йӑлине ӳсекен ӑрӑва парса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Хакас Республикинчен килнӗ Любовь Николаева каланӑ тӑрӑх, вӗсен ялӗнче чӑваш музейне, чӑваш центрне уҫнӑ. Ҫапла вӗсем ҫамрӑксене илӗртме, чӑваш культурине сыхласа хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Акатуйра концерт иртнӗ. Чӑваш драма театрӗн сцени ҫинче чӑваш ушкӑнӗсем юрланӑ. Наци музейӗ патӗнче вӑй виҫнӗ, Анне монуменчӗ патӗнче вара этноял пулнӑ. Унта наци апатне тутанма, алӗҫӗсене курма май пулнӑ. Акатуйра мӗнпур хӑна вӑйӑ картине тӑрса ҫаврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртрӗ. Канашсем Чӑваш Енӗ ҫуралнӑ кунӗпе пӗрле «Урожай» стадионта, Асхва ялӗ ҫывӑхӗнче, Акатуя та паллӑ тунӑ. Унта ял тӑрӑхӗсем хӑйсен картишӗсене хатӗрленӗ. Уҫырма ял тӑрӑхӗн картишӗнче Надежда Ивановна Александровӑн картинисен куравне йӗркеленӗ. Вӑл Шӑхасанти ӳнер шкулӗнче ачасене вӗрентет. Уҫырмасем картише картинӑсемпе, тӗрӗсемпе, алӑпа тунӑ кавирсемпе, пахчана илемлетмелли кӳлепесемпе хитрелетнӗ. Ӑна Уҫырма ялӗн ҫыннисем хӑйсем хатӗрленӗ. Акӑ Сергей Сергеев йывӑҫран Винни пуха, кӑмпана тата ытти кӳлепене касса кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех куравра пахчана лартмалли сӗтел-пукан, чуччу пулнӑ. Сӑнсем (125) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алексей Свеклов тунӑ сӑн Республика кунӗнче фейерверксен фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та салютсем тӳпене икӗ кун ялкӑштарчӗҫ. Анчах ӗнер, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, салют палӑртнӑ вӑхӑтран 15 минут маларах пуҫланнӑран чылайӑшӗн унта кая юлса ҫитнӗ-мӗн. Халӑх, паллах, кӑмӑлсӑрланнӑ… Кӑҫал фестивальте камсем ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫни паллӑ ӗнтӗ. Унта пӗтӗмпе Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи 5 команда хутшӑннӑ. Шупашкара Сергив Посадри «Пиро-Росс», Болгарири «Энигма фойерверк», Беларуҫри «Кальвин», Мускаври «ГлавСпецСалют» килсе ҫитнӗ. Шупашкар чысне «Пироснаб-Поволжье» хӳтӗленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне жюри куракансен сасӑлавне те шута илнӗ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев фейерверксен фестивалӗн Гран-прине «Пироснаб-Поволжье» командӑна тыттарнӑ. Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗ «Мӑнаҫлан, Чӑваш Ен» девизпа иртнӗ. Анчах шоу маларах пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче пушӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пирки пӗлме пулать. Ведомство кун валли 2013 ҫултанпа Пӗрлехи информаци ҫӑлкуҫӗ gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=10&id=1374818 тытса тӑрать. Унта муниципалитет тата патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пушӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пирки хыпарланӑ. Вӑл ҫӗре кирек епле тӗллевпе те усӑ курма май пуррине пӗлтерет Пурлӑх тата ҫӗрт хутшӑнӑвӗсен министерстви. Ҫав шутра — ҫурт-йӗр тума та, инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме те-мӗн. Ҫӗртмен 23-мӗшӗ тӗлне Пӗрлехи информаци ҫӑлкуҫне 652 гектар йышӑнакан 234 лаптӑк ҫӗре кӗртнӗ. Асӑннӑ лпатӑкран 234-шне ҫурт-йӗр тума илме пулать, ыттине — промышленноҫ паркӗ, технопарк, бизнес-инкубатор тата ытти валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарта пурӑнакан Ильяпа Агриппина Чеботарев-фронтовиксен ҫуртне хулари тӳре-шара тепӗр хутчен хак парӗ. Ун пек тума вӗсене суд йышӑнӑвӗпе хисетнӗ. Суда вара тавӑҫпа прокуратура тухнӑ. Икӗ ҫул каялла, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, ватӑсен ҫуртне тӳре-шара пырса пӑхса кайнӑ-ха. Пӗччен-иккӗн те мар, комиссипех. Йышра техника инвентаризацийӗн бюровӗн ӗҫченӗсем те пулнӑ. Анчах вӗсем 2004 ҫулта илнӗ ҫуртӑн техника паспортне уҫкаласа пӑхнӑ-мӗн те унта ҫурт 40 процент таран кивелнӗ тесе ҫырнине ӗненсе лартнӑ курӑнать. Ҫурчӗ, тӗрӗссипе, кивелнӗ пулнӑ мӗн-ха. Стенисем, маччи, алӑк тата чӳрече патӗнче 45 процент таран ишӗлнӗ. Тӳре-шара шучӗпе ҫурт тепӗр 9 ҫултан та ним пулман пек ларнӑ, кивелмен тесе шухӑшланӑ-тӑр. 1958 ҫулта хӑпартнӑ ҫурт чип-чипер ларать тесе пуҫлӑхсем фронтовиксене ҫурт пама килӗшмен. Халӗ вӗсен пӳрте тепӗр хутчен хакламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |