Республикӑра
ЧР Вӗренӳ министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, волонтер студентсем нумай ачаллӑ ҫемьесене ача-пӑча тумтирне, кӗнекесем, теттесем килсе панӑ. Ырӑ ӗҫ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнчи «Ыркӑмӑллӑх» нимеҫӗсен (волонтерсен) отрячӗн студенчӗсем деканпа тата проректорпа пӗрле Етӗрне районӗни Тури Ачак ялне ҫитнӗ. Унччен маларах ҫамрӑксем Шупашкарти храмра ача-пӑча япалисене кӗнекесем, теттесем пухни пирки пӗлтернӗ. Йӑлтах — ялсенчи нумай ачаллӑ ҫемьесем валли. Кунашкал ыркӑмӑллӑх акцийӗ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентсем шутланӑ тӑрӑх, ҫынна ӑнланма пӗлни юрист профессийӗнче питӗ кирлӗ. Студентсене Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альбина Егорова кӗтсе илнӗ. Волонтерсем унта Аркадий Айдак палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулнӑ, пухнӑ япаласене панӑ. Студентсем «Ленинская искра» колхоз музейне те ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Сӑвӑсем шӑранаҫҫӗ Георгий Федорович Орлов — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. Пурӑннӑ пулсан паян 90 ҫул тултарӗччӗ. Ӑна асӑнса вӑл ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче асӑну каҫӗ иртрӗ. Ялти клуба чылаййӑн пухӑнчӗҫ: ӑна пӗлекенсем, кӳршисем, ҫамрӑксем. Чӑрӑшкасси ялӗнчи вулав ҫурчӗн ертӳҫи Е.Г. Иванова поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хатӗрленӗ хӑтлавпа паллаштарчӗ, шкул ачисем Георгий Орлов ҫырнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗҫ. Ялти фольклор ушкӑнӗ Г.Орловӑн сӑввипе кӗвӗленӗ «Ҫӗмӗрт» тата ытти юррисемпе савӑнтарчӗ. Сӑвӑҫа манманни, унӑн ячӗ малашне те асрах юлассине шанаҫҫӗ ял ҫыннисем. |
Вӗренӳ
Ҫынтан апла ыйтма аван мар та, анчах лайӑх мар тесе кӑсӑкланмасан хӑвна явап тыттарӗҫ. Ку тата мӗнле саккун-ши тесе тӗлӗнме кирлӗ мар. Иртен-ҫӳрен ҫын ҫумне ҫулӑхса: «Каҫарӑр та, эсир судпа айӑпланман-и?» — тесе ыйтма никама та ирӗксӗрлемеҫҫӗ. Сӑмахӗ кунта — ӗҫе илесси пирки-ха. Пуҫлӑхсене пырса тивет. Пур ҫынтан та вӗсене те ун пек ыйттарттармаҫҫӗ. Педагогсене ӗҫе илнӗ чух шкул ертӳҫисен ӗҫе вырнаҫас текен ҫыннӑн ҫав енӗпе кӑсӑкланмах тивет. Патӑрьел район прокуратури хӑйсен районӗнчи шкулсене тӗрӗсленӗ те, пӗринче виҫӗ ҫынна ун пек справкӑсӑрах ӗҫе илнине палӑртнӑ. Ку вӑл ӗҫ саккунне пӑсни шутланать. Прокурорсем тепӗр кӑлтӑк та асӑрханӑ. Ӗҫ килӗшӗвне ҫырнӑ чух тӗрӗсмарлӑхсем тупӑннӑ. Ҫитменлӗхшӗн шкул ертӳҫине 3,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
ЧР Вӗренӳ министерстви ашшӗ-амӑшӗ валли «хӗрӳ лини» ирттерет. Вӗсем специалистсене ачасене сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑхсене ярасси пирки ыйтусене пама пултараҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» шӑматкун пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл татах пулӗ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче те ашшӗ-амӑшӗ 8(8352) 64-21-71 телефонпа шӑнкӑравласа хӑйсене интереслентерекен ыйтусен хуравӗсене пӗлме пултараҫҫӗ. Уйлӑхсене каймашкӑн заявленисене виҫӗ тапхӑрпа йышӑнаҫҫӗ. Пушӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасенчен йышӑнаҫҫӗ. Документсене вырӑнти ятарлӑ организацисенче йышӑнаҫҫӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри районсенче тата пӗчӗк хуласенче вӗренекенсенчен документсем йышӑнаҫҫӗ. Ку ыйтупа ача вӗренекен шкула пымалла. Акан 4-мӗшӗнче Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенче документсем йышӑнма пуҫлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Пушкӑртстан Республикинче «Силпи асамачӗ» ачасемпе ҫамрӑксен фестивалӗ ҫулсерен иртет. Кӑҫал ӑна Пелепей хулинче акан 10-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Вӑл яланхи пекех юрӑ-ташӑ ӑстисене, сӑвӑ хитре калакансене, авалхи йӑла-йӗркене пӑхӑнакансене пӗр ҫӗре пуҫтарӗ тесе хыпарлать асӑннӑ тӑрӑхри «Урал сасси» хаҫат. Кирек епле ӑмӑртури евӗрех ку фестивале хутшӑнакансене номинацисем тӑрӑх пайласа хаклӗҫ. Номинацисене вара ҫаплараххисене палӑртнӑ: илемлӗ вулав, фольклор, хореографи, эстрада юрри. Хӑйсен пултарулӑхне тӗеслекенсене ҫулне кура та хаклама шухӑшлаҫҫӗ. Кӗҫен ушкӑна 7-12 ҫултисем кӗрӗҫ, аслине — 13-18 ҫулти ачасемпе ҫамрӑксем. Тӗплӗнрех 8-917-36-62-302 тата 8-917-34-999-16 телефон номерӗсемпе ыйтса пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Гимн юрланӑ самант Паян Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Культура ҫурчӗн пӗр пин ытла йышӑнакан залӗ лӑк тулли пулчӗ — вӑрнарсем хӑйсен уявне хаваспах пухӑнчӗҫ. Чи малтан халӑх умӗнче Вӑрнар районӗн ентешлӗхӗн гимне юрласа пачӗҫ. Те ларакансем ӑнланмарӗҫ, те кӗвви-сӑмаххи килӗшмерӗ — зал гимна ларсах итлерӗ, ура ҫине тӑрас темерӗ. Малалла вара ентешлӗх ертӳҫисем сӑмах илчӗҫ. Юрать-ха пирӗнтен уйрӑлнӑ ентешӗсене аса илнӗ май зал ура ҫине тӑчӗ. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене те, тавах Турра, ура ҫине тӑрсах вуларӗҫ. Тӗрлӗ тӳре-шарасен хисеп хучӗсемпе парнисене валеҫнӗ хушӑра залри халӑха Вӑрнар районӗнче тухнӑ юрӑҫсемпе артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Уйрӑммӑн Нурӑс шкулӗнче вӗренекен ҫамрӑксене асӑнас пулать — вӗсем Нарспипе Сетнере питӗ лайӑх выляса пачӗҫ. Сӑмах май вӑл шкула уявра сахал мар ырларӗҫ — нумай-нумай ҫынна вӑл аслӑ ҫула уҫса панӑ имӗш. Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пулнӑран уявра сӑвӑсем те сахал мар янрарӗҫ. Кунта Николай Ҫавала, Валерий Кошкина тата ыттисене асӑнас пулать. |
Экономика
Кун пирки Етӗрне районӗнче сӳтсе явнӑ. Тупра ыйтӑвне район хыснин тупӑш пайне ӳстерес ыйтусемпе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗнче хускатнӑ. Комисси пайташӗсем ытти чух та ку ыйтупа пухӑнман мар-ха. Хальхи ларӑва вӗсем черетсӗр пуҫтарнӑ. Лару Етӗрне район прокуратуринче иртнӗ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, район прокурорӗ Владимир Степанов, Федерацин налук службин районсем хушшинчи 8-мӗш инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Таранова, РФ Пенси фончӗн Етӗрне районӗнчи управленийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Облинова тата райадминистрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Облинова хутшӑннӑ. Ларӑва район хысни умӗнче тата Пенси фончӗпе налукҫӑсем умӗнче парӑма кӗнӗ предприяти пуҫлӑхӗсене чӗннӗ. Хушма тупӑшран илекен налукпа кӑна унта йыхравланисен парӑмӗ 5,9 миллион тенке ҫитнӗ иккен. Ларура пит хӗретме тивнисенчен хӑшӗсем парӑма ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен татма шантарнӑ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ольга Тимофеева-Оболенская Ӗнер, пушӑн 27-мӗшӗнче, эфира тухнӑ «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑмра Шупашкар хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ. Ольга Александровна Тимофеева-Оболенская поэтесса та ыттисем пекех тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн тӑрӑшнӑ. Шел те, Ольга Александровна финала тухайман пулин те Леонид Якубовича вӑл хӑйӗн хушамачӗпе тӗлӗнтернӗ. Пирӗн ентеш пӗрремӗш тапхӑра Сарӑтури тата Тверьти ҫынсемпе лекнӗ. Ольга Александровнӑн паспорт ҫинче хушамачӗ Тимофеева-мӗн. Оболенская — псевдоним иккен. Хӗрарӑм сӑвӑсем ҫырнине пӗлтернӗ. Ольга Александровнӑн асламӑшӗн амӑшӗ Оболенская хушаматлӑ пулнӑ. Ентеш телеертӳҫӗне парнесемпе савӑнтарнӑ. Леонид Якубович Шупашкар чи таса хула пулнине пӗлтернӗ. Ун пекки вӑл хальлӗхе ниҫта та курман-мӗн. Тапхӑрта Тверь хӗрарӑмӗ ҫӗнтернӗ. Ольга Александровна ҫапла финала ҫитеймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Советская Чувашия» тунӑ сӑн Шупашкарта урамсене, тӳремсене тата ытти территорие ят парас, улӑштарас, асӑну хӑмисене вырнаҫтарас ыйтупа ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Унта «Университетский-2» микрорайонти ҫӗнӗ урама мӗнле ят парасси пирки калаҫнӑ. Ҫапла ӑна Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен академикӗн Х.М.Миначевӑн ячӗпе хиеплеме йышӑннӑ. Хабиб Миначевич Миначев Чӗмпӗр кӗпернинчи Хирти Пикшик ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ҫав ял Патӑрьел районне кӗрет. Кунсӑр пуҫне комисси чӑвашсен паллӑ ҫыравҫин Василий Краснов-Аслин, чӑваш композиторӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Федор Васильевӑн ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра хӑварма йышӑннӑ. Вӗсен ячӗпе пулас икӗ ҫӗнӗ урама хисеплӗҫ. Шупашкарти 28-мӗш шкула Низами поэт ячӗпе хисеплес ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Хулари урамсене Чӑваш Енрен тухнӑ космонавтсен Николай Бударинпа Муса Манаров ячӗсемпе хисеплес ыйту ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Пӑр керменне тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн, СССР тренерӗн Анатолий Таравсов ятне парасси пирки те калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
2001 ҫeлтанпа Пушкӑртстанри Пишпӳлекри вулавӑшра чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен сектор 2001 ҫӳлтанпа ӗҫлет. Вӑл республикӑри 20 районпа 4 хулари 92 вулавӑша пӗрлештерсе тӑрать. Вӗсене кирлӗ информаципе‚ чӑвашла кӗнекесемпе май пур таран тивӗҫтерет. Чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсенчен пӗри вӑл — библиографи справочникӗсемпе кӑтарту кӗнекисем хатӗрлени. 2003 ҫултанпа кунта чӑваш ҫыравҫисемпе ҫыхӑннӑ 20 ытла справочник кӑларнӑ. Тӗслӗхрен‚ «Чӑваш писателӗсем»‚ «Пушкӑртстанри чӑвашла ҫыракан авторсен «Шуратӑл» литпӗрлешӗвӗ»‚ «Пушкӑртстанри чӑвашсем пичетре» тата ыттисем те. Хӑйсен тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ҫыннисен ӗҫӗсене те кун ҫути кӑтартаҫҫӗ унта. Сӑмахран, Владимир Аптраманӑн‚ Ираида Петрова-Нарсӑн сӑввисен пуххисене асӑнма пулать. Пишпӳлек вулавӑшӗнче чӑвашла кӗнекесен шучӗ халӗ — 1500-е яхӑн. «Ҫапла‚ республикӑри нихӑш чӑваш библиотеки те кун чухлӗ шутпа мухтанма пултараймасть пулӗ», - тесе ҫырать Светлана Проокофьева «Урал сасси» хаҫатра. Район администрацийӗн пулӑшӑвӗпе пишпӳлексем Шупашкарти кӗнеке издательствинчен ҫулсерен чӑвашла ҫӗнӗ кӗнекесем туянаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |