Халӑх фрончӗн эксперчӗсем Раҫҫейри васкавлӑ медпулӑшу машинисем мӗнле лару-тӑрура пулнине тишкернӗ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, 1\3 пайӗ наци стандарчӗпе килӗшсе тӑмасть.
Наци стандартӗнче конструкци, машинӑсене медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе тивӗҫтерес требованисене палӑртнӑ. Чӑваш Енре ку енӗпе васкавлӑ медпулӑшусен 15 проценчӗ килӗшсе тӑмасть.
Ҫакӑ савӑнтарать: кӑҫал пирӗн республикӑна вӗр ҫӗнӗ 13 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Тепӗр улттӑшӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен килмелле. «03» автопарка тӗпрен ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫурринче ҫӗнетесшӗн.
Ку енӗпе чи япӑх лару-тӑру — Чукотка автономи округӗнче. Унта машинӑсен 80 проценчӗ стандартпа килӗшсе тӑмасть. Раҫҫейри 26 регионта ҫеҫ васкавлӑ медпулӑшу автопаркӗ ГОСТпа 100 проценчӗпех килӗшсе тӑрать.