Тӗн
![]() Чӑваш Ене хӑна ҫитнӗ. Ахаль килмен вӑл. Вӑл кунта пысӑк ӗҫ туса ирттересшӗн. Раҫҫей этнографи музейӗн Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи этнографи халӑхӗсен пай ӗҫченӗ Наталья Кашпар Чӑваш Республикинчи ялсем тӑрӑх этнографи экспедицине ирттересшӗн. Вӑл районсенче «Чӑвашсен йӑлана кӗнӗ ӗненӗвӗ» тӗпчев ирттересшӗн. Наталья Юрьевна Чӑваш наци музейӗн фондне Раҫҫей этнографи музейӗн 100 ҫулхи юбилейне халалланӑ кӗнеке альбом тата «Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑла пукани» диск парнеленӗ. Вӗсем фондра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑн 14-мӗшӗнче Куславккана каллех хӑнасем ҫитнӗ. Хальхинче «Урал» круиз лайнерӗ пристане пырса чарӑннӑ. Туристсене Куславкка савӑк кӑмӑл парнеленине, кунти тавралӑх илемлӗ пулнине пӗлтернӗ. Чулман Атӑл юханшывӗ Аслӑ Атӑла юхса кӗнӗрен туристсен курорт хулисенче канма май пур. Ҫак йыша Куславкка та кӗрет. Кунта канакансем хулана Краснодар енчи курортсемпе танлаштараҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ Куславкка ыттисенчен пӗрре те кая мар. Хӑнасем килсен ӑшпиллӗ куславккасем вӗсемпе экскурсисем ирттереҫҫӗ, Н.И.Лобачевский пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Картишре уҫӑлса ҫӳренӗ май туристсем сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Матьшӳ ялне К.В.Иванов драма театрӗн артисчӗсем ҫитнӗ. Ку мероприятие Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ вӗсем. Артистсем матьшӳсем патне А.Пӑрттан «Килех килчӗ Тур ҫырни» камитпе килнӗ. Куракансем Шупашкар артисчӗсене хапӑлласах йышӑннӑ. Артистсене сцена ҫинче лайӑх вылянӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Л.Иванов тата ялта пурӑнакан В.С.Васильев тав сӑмахӗ каланӑ, ӗҫре ӑнӑҫу, ҫитӗнӳсем суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫ ял тӑрӑхӗнче «Ял кунӗсем» уява ирттернӗ. Стадионта иртнӗ мероприятие ытти ялсенчен, районсенчен те килнӗ. Уяв лапамне илемлетнӗ. Унта алӗҫӗсене те кӑларса хунӑ. Кӳстӳмӗр ҫыннисем ӗлӗкхи тумсене, музей экспоначӗсене илсе килсе уйрӑм палатка лартнӑ. Уява Ершепуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Музяков уҫнӑ. Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та халӑха ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Чи маттуррисене грамотӑсемпе чысланӑ. Унта ялсем пуҫланса кайна ҫулсене ҫырнӑ юпасене вырнаҫтарнӑ. Калинино райповӗ шӳрпе пӗҫернӗ, шашлӑк ӑшаланӑ, ытти тутлӑ ҫимӗҫе сутнӑ. Ачасем батут ҫинче сикнӗ. Вӑйӑсем, конкурссем йӗркеленӗ. Уява халӑх нумай пухӑннӑ. Каҫ пуличченех савӑннӑ вӗсем. Ҫамрӑксем тара ӳкичченех ташланӑ. Сӑнсем (35) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Каншел тата Пӑлаҫи Атӑк ялӗсем уява пухӑнаҫҫӗ. Каншелсем Питравра ял кунне 20 ҫул ытла уявлаҫҫӗ. Каншелсемпе пӑлаҫи атӑксене «Малалла» хуҫалӑх ертӳҫи уявпа саламланӑ. Вӗсене ырӑ сӑмах калама ытти тӳре-шара та килнӗ. Хӑнасем ентешӗсене чылай ӑшӑ сӑмах каланӑ. Икӗ ял чунран савӑнса концертпа киленнӗ. Сцена ҫине «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗ тата ял тӑрӑхӗнчи пӗчӗк артистсем тухнӑ. Уяв лапамӗнче ӑмӑртусем, конкурссем йӗркеленӗ, аттракционсем ӗҫленӗ. Ҫавӑнтах шашлӑк пӗҫернӗ, чей вӗретнӗ, пылак ҫимӗҫ сутнӑ. Икӗ яла саламлама чӑваш эстрада артисчӗсем те килнӗ. Сӑнсем (63) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевӑн урапине каллех ҫул-йӗр правилине пӑснине асӑрханӑ. Хальхинче видеона утӑн 13-мӗшӗнче 17 сехет те 51 минутра Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонтан Максим Горький проспекчӗ еннелле кайнӑ чухне ӳкернӗ. Урапа кирлӗ йӗр ҫинче чарӑнман, светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ чухне ҫул ҫине тухнӑ. Нумаях пулмасть Игнатьев урапи хула тулашӗнчи ҫул ҫинче йӗркене пӑснӑ-мӗн. Вӑл нумай машина пулнӑран вӗсене ҫул хӗррипе хӑваласа иртсе кайнӑ. Водитель тивӗҫлипе явап тытнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗ ӑна 1500 тенкӗ штраф ҫырса панӑ. «Пирӗн водительсен тата ҫуран ҫӳрекенсен культурине лайӑхлатмалла. Ҫул-йӗр правилине пӑхӑнни ҫеҫ инкекрен сыхлать», — ҫапла пӗлтернӗ Михаил Игнатьев утӑн 2-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче нумай пулмасть Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен академикне, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрне, РФ тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченне Леонид Михалова 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Ҫавра ҫул тултарнӑ ӑсчаха тӑван тӑрӑхӗнчи тӑванӗсем тата паллӑ ҫыннисем саламланӑ. «Академик Михалов Леонид Михайлович» кӗнеке авторӗсем те — ЧПГӐИ ӑсчахӗсем А.А. Трофимовпа Л.П. Петров — юбиляр пирки темиҫе ӑшӑ сӑмах тухса каларӗҫ. Ҫавӑн пекех салам сӑмахӗсемпе наци вулавӑшне Владимир Алмантай, Евгений Ерагин, Чӑваш Ен халӑх сӑвӑҫи Юрий Сементер ҫитнӗ. Леонид Михайлов мероприятие ҫитнӗ кашни ҫынна тав турӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хальхи вӑхӑтра тӗрӗк чӗлхисене те тӗпчеме пуҫлани пирки пӗлтерчӗ. Сӑмаха вӗҫленӗ май юбиляр наци вулавӑшне «Деловой немецкий язык» (чӑв. Ӗҫлӗ нимӗҫ чӗлхи) кӗнеке парнелерӗ. Михайлов Леонид Михалович Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Кивӗ Тукай ялӗнче 1935 ҫулта ҫуралнӑ. Шкула медальпе вӗренсе пӗтернӗ. |
Хулара
![]() Алексей Свеклов тунӑ сӑн Мобильлӗ вулавӑш кама чӑрмантарнӑ-ши? Паллах, вандалсене. Ҫавсем сӑтӑр туса ҫӳреҫҫӗ вӗт. Вандалсем И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ умӗнчи мобильлӗ вулавӑша тустарнӑ. Ку каҫхине, утӑн 14-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Халӗ ҫав ирсӗрсене шыраҫҫӗ. Ҫынсен ӗҫне хаклама пӗлменни, пӗр шелсӗр аркатнине мӗнле ӑнланма пулать-ши? Ку туристсен умӗнче чӑваш ятне ямасть-и? Вулавӑша ҫӗнӗрен тумашкӑн 3 пин тенкӗ ытла кирлӗ-мӗн. Хула администрацийӗн культура управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вулавӑша ан ҫӗмӗрччӗр тесе ятарласа тепӗр енне кайса лартнӑ. Унта та ирсӗрсен алли ҫитнӗ-мӗн. Ҫав вандалсене шыраса тупсан вӗсен явап тытма тивӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗсен штраф тӳлемелле. Аса илтерер: Шупашкарти мобильлӗ вулавӑшсене ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Куславкка районӗнчи Куснар ҫыннисем шыв ҫитменнипе аптӑранӑ. Хальлӗхе, ҫумӑр ҫунӑ чухне, вӗсем шывсӑр лармаҫҫӗ-ха. Анчах шӑрӑх килсен шыв ҫукки питӗ лайӑх сисӗнет. Ун чухне урамӗпех шывсӑр юлаҫҫӗ-мӗн. Куснар районти чи пысӑк ял шутланать. Унта 500 ытла кил. Шыв башни вара — пӗрре ҫеҫ. Паллӑ ӗнтӗ: вӑл кун чухлӗ кил валли ӗҫлесе ҫитереймест. Ара, вӑл кивелнӗ те ӗнтӗ. Пӑрӑхсене 30 ытла ҫул каяллах хунӑ. Вӗсем ҫӗрнӗ ӗнтӗ. Фермер хуҫалӑхӗсене те шыв ҫитмест. Ялта вӗсем 17-ӗн. Вӗсем пахчине шӑварма тытӑнсан ҫынсем шывсӑр юлаҫҫӗ. Ҫынсем те пахча ҫимӗҫе шӑвараҫҫӗ-ха. Хӑшӗ-пӗри Энӗше шыв илме каять, теприсем — ҫӑл патне. Теприсем килте ҫӑл чаваҫҫӗ. Анчах шыв тарӑнра-мӗн. 15–18 метр тарӑнӑш та чавма тивет-мӗн. Башня тума пулать, анчах администрацин кун валли укҫа ҫук-мӗн. Усламҫӑсем пулӑшма хыпӑнмаҫҫӗ пулмалла. Анчах лару-тӑру япӑхах мар-мӗн. Ял «Таса шыв — 2017» программӑна кӗнӗ. Пӑр вырӑнтан тапранмаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн сайтӗнче Виталий Станьял хӑйсен енче Питрава мӗнле уявлани пирки пӗлтерет. Ҫав кунпа ҫамрӑксем ҫимӗк хаваслӑхне, уяв вӑййисене ӑсатса ярать. Виталий Станьял хӑйсен енче, Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер тӑрӑхӗнче, Ҫимӗке Хравути поххи ятлӑ акатуйпа пуҫланине ҫырать. Кӑҫал вӑл Станьял ялӗ патӗнчи Чемен паттӑр картинче районти акатуйпа питӗ чаплӑ иртнӗ-мӗн. Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин акатуй тӗлне тӑватӑ пашнеллӗ, 16 «яллӑ» хулаш хӳми картарнӑ. Ҫимӗк эрнисем Питравкка уявӗпе вӗҫленеҫҫӗ. Станьял палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ чӑвашсен авалхи Питравкки вырӑс Петровкипе пӗрлешнӗ. «Питравкка тени «пӗтрекке» (кӑтра) тенинчен тухса кайнӑ теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав кун кашни ӑратне е кил-йыш Ҫут тӗнчене тав туса пӗтрекке така пусса чӳкленӗ. Пирӗн Ишлей-Шарпаш ушкӑнне кӗрекен 20 ял халӑхӗ Питравккана ӗмӗртенпех Салапай-Вӑрманкас тавринчи уҫланкӑсенче ирттернӗ. Кӑҫал ӑна Вӑрманкас ҫыннисем хӑйсен ялӗнчи авалхи вырӑна — Хуралту сӑрчӗ ҫине тавӑрчӗҫ», — ҫапла ҫырать Виталий Станьял. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |