Ку шухӑша паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ чух палӑртнӑ.
«Халӑх тӑнӑҫлӑхӗ тата ырлӑхӗ ытларах чухне хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен чун ҫирӗплӗхӗнчен, тивӗҫе парӑннинчен, тухӑҫлӑ ӗҫӗнчен тата професси ӑсталӑхӗнчен килет», — тенӗ пухӑннисене саламланӑ май Михаил Игнатьев.
Элтепер влаҫӑн патшалӑх органӗсемпе право сыхлавӗн органӗсем тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗрен коррупципе кӗрешмелли наци планӗ ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пынине палӑртнӑ. «Терроризма тата экстремизма хирӗҫ кӗрешесси уйрӑмах ҫивӗч ыйтусен шутӗнче тӑнине, тулашри тупӑнсах тӑракан хӑрушлӑхсем тата ҫирӗплӗхе аркатма хӑтланакан факторсем контрразведка ӗҫ-хӗлӗнче тухӑҫлӑхрах вӑй хума хистенине каланӑ», — тесе хыпарлать республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ.