Чӑвашлӑх
![]() Алексей Волинпа Михаил Игнатьев Ӗнер пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин килнӗ. Унпа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата хамӑр тӑрӑхри информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов тӗл пулнӑ. Федераци министрӗн ҫумӗ Чӑваш Енре цифра телекуравӗ ӗҫлеттерсе ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем епле пыни пирки калаҫнӑ май ҫулталӑк вӗҫлениччен 42 объекта хута ярассине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле республикӑри халӑхӑн 99 проценчӗ цифра формачӗпе 10 канала пӑхма пуҫлайӗ. «Тепӗр майлӑ каласан, яла пахалӑхлӑ телекурав ҫитет», — тенӗ федераци министрӗн ҫумӗ. Ҫавӑн пекех А. Волин республикӑра тухакан кӗнекенсенчен ҫурри чӑвашла тухнине пӗлнӗ хыҫҫӑн кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Ун шучӗпе ҫакӑ республикӑра «чӗлхе йӑлине упраса хӑварнине, продукцие вара ыйтнине» кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Хисепе тивӗҫнӗ Лидия Филиппова Ҫак канмалли кун Шупашкар хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне анлӑн уявласа ирттерчӗ. Уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем вырсарникунчченех пуҫланчӗҫ. Ун тӗлне республикӑн тӗп хули «Общество хисепӗ» конкурса ирттерессине те йӑлана кӗртсе янӑ. Кӑҫал ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ. Унта тӗп хулана аталантарас тесе тӑрӑшакан хастарсене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫалхи конкурсра пурӗ 14 номинаци пулнӑ. «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» (Родные истоки) номинацире Чӑваш наци конгресӗн Хӗрарӑмсен комитечӗн хастарӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова 3-мӗш степеньлӗ премие Геннадий Волков этнопедагог ҫинчен ҫырнӑ кӗнекешӗн тивӗҫнӗ. Ҫапла, Лидия Филиппова — хаҫатҫӑ кӑна мар, ҫыравҫӑ та, общество ӗҫӗнче те хастар. Вӑл чӑвашла та, вырӑсла та кӗнекесем кӑларать. Чӑвашла телекӑларӑмсене килӗштерекенсем Лидия Филиппова ЮТВ телеканалпа ертсе пыракан, Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ йӗркеленӗ кӑларӑма юратсах пӑхаҫҫӗ. Кашнинче тӗрлӗ темӑна хускатаҫҫӗ унта. Нумаях пулмасть кун ҫути курнине, тӗслӗхрен, «Эс хӑв та поэзи, хӗр-хӗрарӑм» ят панӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Алла Самойлова министр Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова. Ҫынсен сывлӑхне диспансеризацилеме пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пурӑнакан ҫитӗннӗ ҫынсен 80 проценчӗ (22 пин ҫын) хӑйӗн сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. «Пӗтӗмӗшле илсен халӑх сывлӑхне тӗрӗслесси йӗркеллӗ тата кал-кал пулса пырать», — тесе пӗлтерет кун пирки республикӑн Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явни тӑрӑх «Хыпар» хаҫат. Ҫапах та пульницӑна кайман ҫынсем те пур. Эп чирлӗ мар тесе шухӑшлаканскерсенне каярах тухтӑрсем вӑраха кайнӑ чирсем тупса палӑртаҫҫӗ. Комсомольскипе Красноармейски районӗсем диспансеризаци тухассипе ыттисенчен юлса пыраҫҫӗ-мӗн. Ҫак ӗҫе шурӑ халатлисен кӑна мар, ӗҫ паракансен те хастартарах хутшӑнасса шанать республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова. Сӑмах май каласан, хӗрарӑмсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн ытларах тӑрӑшни палӑрать. Вӗсем тухтӑрсем патне ытларах ҫӳреҫҫӗ. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх республикӑра пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫыннӑн вӑраха кайнӑ чир пур. Уйрӑмӑн илсен, 1-мӗш вырӑнта — эндокрин тытӑмӗн чирӗсем. Самӑр ҫынсен йышӗ те самаях пысӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурлан 14-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялӗ те уявне паллӑ тунӑ. Паллах, чи малтан ентешӗсене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ З.Салтыков саламланӑ. Унтан ытти сумлӑ хӑнасем тухса калаҫнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ В.Павлов Пушкӑрт ял тӑрӑхне 5 пин тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Район администрацийӗнчен килнӗ хӑнасем А.Сергеева, А.Карповӑна, Н.Дмитриева тата З.Храмовӑна Хисеп грамотипе чысланӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вара А.Лукоянова, А.Комиссарова, А.Мамайкина общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн грамотӑпа хавхалантарнӑ. Унтан ентешӗсене «Пошкӑрт» халӑх юррипе ташшин ансамблӗ, чӑваш эстрада юрӑҫисем коцерт кӑтартнӑ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ хӑнасене, пушкӑртсене чӑвашсен наци ҫимӗҫӗпе — шӳрпепе — хӑналанӑ. Пушкӑртсен уявӗ чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртнӗ. Сӑнсем (42) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иртнӗ шӑматкун Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ялӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Чӑннипе, тӑванкассисемшӗн ун чухне икӗ уяв пулнӑ. Ҫав кун вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ тата «Ҫавал ҫӑлкуҫӗсем» туслӑх фестивалӗ иртнӗ. Уяв программи чӑннипех те анлӑ пулнӑ. Кӑҫал республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Сцена ҫинче вара хӑнасемпе тӑванкассисем нумай ырӑ сӑмах каланӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи ямашсем те унта ҫитнӗ. «Ямаш» фольклор ансамблӗ тӑванкассисене саламланӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Аса илтерер: фестиваль пӗрремӗш хут кунтах, Мӑн Ҫавал пуҫланнӑ ҫӗрте, иртнӗ. Вӑл республикӑри 6 районтан юхса иртет, Атӑла кӗрет. «Ҫавал ҫӑлкуҫӗсем» фестивале халӑх йӑлине упраса хӑварассишӗн, пултарулӑх ушкӑнӗсен туслӑхне ҫирӗплетессишӗн ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Васкавлӑ медпулӑшу ураписен — улшӑнусем. Нумаях пулмасть вӗсен автобази ҫӗнелнӗ. Вӗр ҫӗнӗ 23 урапа Чӑваш Ери ҫынсене пулӑшу кӳме васкӗ. Ҫӗнӗ урапа уҫҫисене ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ку мероприяти Ҫӗмӗрлере иртнӗ. Ҫӗнӗ урапасем Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар, Вӑрнар районӗсенче пурӑнакансене пулӑшу кӳрӗҫ. Михаил Васильевич уҫӑсене панӑ чухне Чӑваш Енре медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ ӳссе пынине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче республикӑра сывлӑх сыхлавне ҫӗнетмешкӗн 5 миллиарда яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ. Унпа ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туяннӑ, пульницӑсене юсанӑ, ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсене хута яраҫҫӗ. Михаил Васильевич ҫитес ҫулла валли мелдпулӑшу ураписен паркне тӗпрен ҫӗнетме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ялӗнчи «Женьшень» сывлӑха упрамалли клуб пайташӗсем малашне камран тӗслӗх илмеллине пӗлеҫҫӗ. Вӗсем нумаях пулмасть Олимп чемпионки Елена Николаева патӗнче хӑнара пулса курнӑ. Елена Николаевна вӗсемпе сывлӑха ҫирӗплетмелли хусканусем тунӑ. Ку вара пурне те вӑй-хал хушнӑ, кӑмӑлӗсене хӑпартнӑ. Унтан хӑнасем маттур ентешӗн кубокӗсемпе, медалӗсемпе паллашнӑ. Елена Николаевна хӑнасене спортри йывӑрлӑхсем пирки, хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе малашнехи планӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Женьшень» клуб пайташӗсем чемпионкӑна сывлӑха ҫирӗплетмелли хӑйсен мелӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсен тӗлпулӑвӗ чей ӗҫнипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сосновка поселокӗнче вӑрман касакансен хушшинче конкурс иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш Енри чи маттур ҫынсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех кӳршӗ облаҫсемпе республикӑсенчен килнӗ. Йывӑҫ касма ҫӑмӑлах мар-мӗн. Пӗр сантиметр та пулин йӑнӑшсан «брак» пулать. Конкурса 11-ӗн хутшӑннӑ. Вӗсем мӗнле ӗҫленине тӳперен те сӑнанӑ. Конкурсҫӑн йывӑҫа касни кӑна ҫителӗксӗр. Унӑн ӑна палӑртнӑ вырӑн ҫывӑхнерех ӳкермелле пулнӑ. Йывӑҫ касакансен ӗҫӗ хӑрушӑ та. Вӑл пурнӑҫшӑн чи хӑрушӑ профессисен шутне кӗрет. Шахтерсемпе минерсемпе танах. Йывӑҫ касакансем хӑйсен ӗҫӗнче вӑйран ытларах ӑс кирлине палӑртаҫҫӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑххи Артем Шашков пулнӑ. Вӑл пирӗн республика чысне Хусанта иртекен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хӳтӗлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен cap.ru порталӗн тӗп страницине ҫӗнетнӗ. Хальлӗхе унӑн бета-версийӗ ӗҫлет. Бета-версин хӑш-пӗр каҫҫи унчченхи сайта ӑсатать пулин те ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур уйрӑма ҫӗнетме шантараҫҫӗ. Малтанласа икӗ версийӗ те ӗҫлӗ. Тӗп страницӑна ҫӗнетекенсем сайта илемлӗ тӑвассипе пӗрлех унпа усӑ куракансене меллӗ пултӑр тесе тӑрӑшнине пӗлтереҫҫӗ. Улшӑну порталӑн тулашне кӑна пырса тивмен, унӑн тытӑмне те расналатнӑ. Тӗп ҫӗнӗлӗх шутне, сӑмахран, хыпарсене уйрӑм темӑпа палӑртнине каламалла. Журналистсем валли ятарлӑ пресс-центр пӑхса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне порталта «Пулӑшу» уйрӑм вырнаҫтарнӑ. Вӑл патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне тӗнче тетелӗ урлӑ илме меллӗ. Унчченхи версинче чӑваш чӗлхелли те пурччӗ пулсан ҫӗннинче вара вӑл хальлӗхе курӑнмасть. Портал влаҫ органӗсен, муниципалитетсен, федераци влаҫӗн территорири органӗсен 850 ытла сайтне пӗрлештерсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Ҫӗр ҫынсене ӗмӗртен вӑрҫтарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтусем халӗ те ҫивӗч», — тесе пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗ Надежда Васильева. Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна унта 17 ҫӑхав ҫитнӗ. Ҫынсем ыйтӑва вырӑнта татса парайманнипе специалистсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсене ыттисем ҫӗрпе мӗнле усӑ курни канӑҫ памасть-мӗн. Нумай пулмасть Канаш район администрацийӗнчен Шаккӑл ял ҫывӑхӗнчи 157 гектар ҫӗре ҫумкурӑк пусса илнине пӗлтернӗ. Вӑл лаптӑка 2011 ҫултах пӗр ҫын тара илнӗ. Анчах акса-лартманнине кура ҫумкурӑк кӑна мар, йывӑҫ-тӗм те пусса илме тытӑннӑ. Тӗрӗслевҫӗсене хӑй каланӑ тӑрӑх, 32 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑксен вӑрлӑхне акнӑ. Иртнӗ ҫул вара пӗр гектар ҫӗрулми те лартнӑ пулать. 2015 ҫулхи ҫур ҫулта ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмешкӗн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Вӗсем ытларах — Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |