Нумаях пулмасть Канашра суд тенкелӗ ҫине ҫав хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ ларнӑ. Халӑх тарҫи шутланаканскер хӑйӗн суйлавҫисемшӗн чупса ҫӳренипе айӑпа кӗнӗн туйӑнать пулӗ те, анчах урӑхларах кӑлтӑк туса хунӑ вӑл.
Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 41 ҫулти арҫын паллакан хӗрарӑм телефонпа кампа юмах янине пӗлесшӗн ӑнтӑлнӑ. Пӗлес тенипех ҫакскер хӗрарӑмӑн смартфонне ярса илнӗ, унти счетсен детализацийӗпе кӑсӑкланнӑ. Компьютер технологийӗнче ӑна-кӑна аван тӗшмӗртекен паллаканӗсем урлӑ хӗрарӑм иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫав уйӑх ҫурриччен кампа калаҫнипе интересленнӗ. Лешсем паллаканне хирӗҫлемен — вӑл ыйтнине кура пулӑшма ӑнтӑлнӑ.
Ҫыннӑн ҫыру ҫӳретни, ытти ҫавӑн йышши хыпар вӑрттӑнлӑхра пулмалли информаци шутланать те, нумай пӗлесшӗн ҫуннӑ арҫынна суд пуҫиле майпа айӑпласа 20 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.