Ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри хули 160 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ку шӑпах Раҫҫей кунӗнче пулнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем ҫав кун Акатуя та паллӑ тунӑ.
Хулана Мария Александровна императрицӑна халалласа ят панӑ. Атӑл хӗрринче унӑн палӑкӗ те пур. Шӑпах унта музыкӑпа литература программи енӗпе мероприяти иртнӗ. Чӑваш поэчӗсем хӑйсен сӑввисене вуланӑ. Ҫавӑнтах лирика кӗвви янӑранӑ.
Атӑл хӗрринчи лапамра иртнӗ ӗмӗрсенчи тумсене тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем ҫӳренӗ. Хресчен пурнӑҫне сӑнлакан музейра пулса курма май килнӗ. Мероприятие тӗрлӗ район-хуларан килнӗ мусӑкҫӑсем хутшӑннӑ.
Пултарулӑх тӗлпулӑвне интереслӗ, пултаруллӑ ҫынсем пухӑннӑ. Пурне те вӗсене кӗвӗ, пултарулӑх тата Сӗнтӗрвӑрри хулине юратни пӗрлештернӗ.