Мӗн тӑвас тетӗн, халӗ тепӗр хӗрарӑмсем хӑйсем пуҫ пулма тытӑнчӗҫ те, арҫынна йӑпӑр-япӑр пӑхӑнса ларасшӑн мар. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн хӑш-пӗр депутачӗсен мӑшӑрӗсем те ҫавсен йышне кӗреҫҫӗ курӑнать. Ытахальтен мар-тӑр ӗнтӗ ӗнер иртнӗ парламент сессийӗнче арӑмсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатнӑ.
Кун йӗркинчи ыйтусенчен пӗринче регламента улшӑну кӗртесси пулнӑ. Николай Малов депутат сессире ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен хӑйсен арӑмӗсен тата ҫул ҫитмен ачисен тупӑшӗ пирки сведенисем тӑратассипе ҫыхӑннӑ объективлӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пирки вӗсем парламент комиссине заявлени ҫырса парсан ун пек сведени ыйтмалла мар. Малов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пурнӑҫра тӗрлӗ лару-тӑру сиксе тухать: хӑшӗсем уйрӑлмасан та арӑмӗпе пурӑнмаҫҫӗ, арӑмӗ вара упӑшкине хай тупӑшӗ пирки пӗлтересшӗн мар. Ку вӑл объективлӑ сӑлтав шутланнӑран депутатсенчен арӑмӗсен тупӑшӗ пирки кӑтартма ыйтмалла мар.
Капла сӗнни Игорь Моляков депутата килӗшмен. Вӑл каланӑ тӑрӑх, РФ Патшалӑх Думинче 100 ытла депутат мӑшӑрӗн тупӑшне кӑтартас марришӗнех уйрӑлнӑ. «Манӑн арӑм ҫухалнӑ, манӑн объективлӑ сӑлтав, эпӗ унӑн тупӑшӗ пирки пӗлместӗп», — тени айванлӑх!» — тенӗ «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗпе килӗшмесӗр.
Молякова хирӗҫ Петр Краснов та — вӑл та «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ — яланхиллех тухса калаҫнӑ. Вӑл «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партине официаллӑ майпа тӑватӑ хутчен авланнӑ Сергей Миронов ертсе пынине аса илтернӗ. «Ун пек ҫын пӗтӗм Раҫҫейри политика партине ертсе пыма тивӗҫ мар. Сирӗн вырӑнта пулсан эп ӑна ылмаштарнӑ пулӑттӑм», — кӑмӑл-сипет пирки аса илтернӗ Краснов депутат. «Вӑл уйрӑлмасть-ха, авланать», — хӳтӗленӗ парти ертӳҫине Игорь Моляков.
Ҫапах та регламента улшӑну кӗртме йышӑннӑ-йышӑннах.