Республикӑра
![]() Йӗрке хуралҫисен хӳтлӗхӗнче Чӑваш Енри 14 ҫынна патшалӑх хӳтӗлет. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарлать. Патшалӑх хӳтлӗхӗ кирлисене пулӑшу кӳрекен подразделени асӑннӑ министерствӑра 2008 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Уйрӑм епле тимленине ведомствӑсен хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗн паянхи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӗҫ ушкӑнӗ пирки каласан, унта прокуратурӑра, Следстви комитечӗнче, Федерацин миграци службинче, Федерацин суд приставӗсен службинче тата республикӑн Аслӑ судӗнче тӑрӑшакансем кӗреҫҫӗ. Патшалӑх хӳтлӗхӗ кирлисене пулӑшу кӳрекен подразделени тӳресене, правӑна сыхлакан органсенче вӑй хуракансене, преступление пула шар курнисене, кӳнтеленсене тата пуҫиле суд производствине явӑҫтарнӑ ытти ҫынна, вӗсен тӑванӗсене, ҫывӑх ҫыннисене хӳтӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкек пулнӑ вырӑнта Чӑваш Енре йӗрке хуралҫи ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма ҫапса кайнӑ. Вырӑнтан пӑрахса кайман-ха вӑл, хытах та амантман, анчах йӗрке хуралҫинче ӗҫленӗ май пысӑках мар ҫак инкек те шӑв-шав ҫуратнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмах пирки республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви тӗрӗслев те пуҫарнӑ. Арҫын-полицейски хӑйӗн урапине тытса пынӑ, вӑл ӳсӗр пулман. Кунсӑр пуҫне тата ҫакӑ паллӑ. Инкек ӗнер Шупашкарта каҫхи ултӑ сехетре Шупашкарта пулса иртнӗ. Ленин проспектӗнчен Карл Маркс урамне пӑрӑннӑ вырӑнта полицире тӑрӑшакан арҫын ҫул урлӑ каҫакан 33 ҫулти хӗрарӑма машинӑпа пырса ҫапнӑ. Вӑл кӑштах кӑна суранланнӑ. Кӑштах инкек тӳснӗ хӗрарӑма пульницӑна хумалла туман, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ кӳнӗ хыҫҫӑн киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Тарӑхтаракан кӗпер Мӑн Ҫавал юханшывӗ урлӑ выртать. «Кивӗ кӗперпе юнашарах ҫӗннине тунӑран машинӑсем куллен ирхине-каҫхине, канмалли кунсенче черет тӑрса тимӗр шапа пек аран-аран иртнине Ҫӗрпӳ хули витӗр автотранспортпа ҫул ҫӳрекенсем лайӑх пӗлеҫҫӗ», — тесе хаклать ӑна Юрий Михайлов журналист. Строительствӑна вӗҫлеме нумай юлман-мӗн. Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та кӗпер ыйтӑвне нумаях пулмасть хускатнӑ. Кӗперпе ҫула тӑвакан тӗп подряд организацийӗ — «Волгомост» АУО. Строительствӑна унӑн пӗлтӗрех вӗҫлемелле пулнӑ. Тӗллеве пурнӑҫлама вӑл субподрядҫӑсемпе килӗшӳ тунӑ. Анчах вӗсене (пӗри объектран 5 ҫухрӑмра ҫеҫ вырнаҫнӑ) укҫа вӑхӑтра куҫарса паман пирки ӗҫ чарӑнса тӑнӑ. Кӑҫал ҫул хывма «Башкиравтодор» обществӑпа килӗшӳ тунӑ. М. Игнатьев канашлура ӗҫе авӑн 1-мӗшӗччен вӗҫлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтодор» кантурӗ ҫак ҫуртра вырнаҫнӑ «Чӑвашавтодор» акционерсен уҫӑ обществин акцийӗсене сутма палӑртнӑ. Аукциона компанин мӗнпур акцийӗнчен 75 процентӗнчен 1 акци сахалтарах сутлӑха кӑларнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, «Чӑвашавтодорӑн» хуҫи пулса тӑрас тесен 189 пин те 474 акцие илмелле. Акционерсен ку обществине 14 филиал кӗрет. Ҫав шутра — Канашри, Шупашкар районӗнчи тата Ҫӗмӗрлери территорипе производство управленийӗсем, сакӑр ҫул-йӗрпе юсав управленийӗ, проектпа смета бюровӗ, пурлӑхпа техникӑпа тивӗҫтерекен управлени. Компани харпӑрлӑхӗнче — пӗтӗмпе 820,77 пин тӑваткал метр калӑпӑш йышӑнакан 48 ҫӗр лаптӑкӗ, 200 ытла ҫуртпа сооружени. Хаклӑ хута ҫурлан 21-мӗшӗнче сутма палӑртнӑ. Кун пирки республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Чӑвашавтодор» предприятин пысӑк пайне акци урлӑ илес текенӗн 18 миллиона яхӑн сататкӑ парса хумалла. Аукцион 1 миллион тенкӗрен пуҫланать. Аукциона хутшӑнас текенсен ҫырӑвӗсене ҫурлан 3-мӗшӗнче юалшки кун йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама каймаллах... Кӑҫалхи ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче Чӑваш Енрен 1771 ҫамрӑка ҫара илме Тӗп ҫар округӗ хушнӑ. Ҫӳлтен каланине пирӗннисем пурнӑҫланӑ. Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсене 1443 ҫынна янӑ, ытти ҫарпа ҫар чӑмӑртанӑвне — 328. Кун пирки республикӑн правительство ларӑвӗнче ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева каласа кӑтартнӑ. Ҫара ӑсатнисен шучӗпе яланхиллех Шупашкар (487 ҫын) тата Ҫӗнӗ Шупашкар (114) хулисем, Патӑрьел (116), Канаш районӗсем (81) палӑраҫҫӗ. Хӗсмете кӑҫалхи ака–утӑ уйӑхӗсенче янисенчен 22,3 проценчӗ — аслӑ професси пӗлӗвӗ илнӗ ҫамрӑксем, 16,3 проценчӗ ДОСААФ организацийӗсенче ҫарпа учет специальноҫне алла илнӗ. Хӗсметрен тарса ҫӳрекенсем юлашки ҫулсенче сахалланса пынине палӑртаҫҫӗ. Призыв комиссине 6422 ҫынна чӗннӗ пулсан 99,6 проценчӗ унта пынӑ. Пӑрӑнса ҫӳрекенсем 2012 ҫулта 3508 ҫын шутланнӑ, 2013-мӗшӗнче — 3508, 2013-мӗшӗнче — 2690, кӑҫалхи ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче — 1975. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ячӗ хӑямата, сывлӑх пултӑр Кӑҫалхи ҫур ҫулта республикӑра 8176 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче ҫут тӗнчене килекенсен йышӗ ытларах пулнӑ-ха: 8514 пепке. Арҫын ачасене ытларах Кирилл, Максим, Артем, Егор, Александр, Иван, Илья, Дмитрий, Михаил, Роман ятсем хунӑ. Хӗрачасен анлӑ сарӑлнӑ ячӗсем: Анна, Мария, Виктория, Дарья, Анастасия, Валерия, Ксения, София. Ачасене сайра хутра тӗл пулакан ят пама ӑнтӑлакансем те яланхиллех пур. Кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫуралнӑ ывӑлсем хушшинче Богдамир, Герасим, Гор, Иоанн, Иеремия, Жан, Елизар пур. Хӗр пӗрчисем валли ашшӗ-амӑшӗ Вирсавия, Белана, Амилия, Ая, Арияна, Анхелия, Владилена ятсем суйланӑ. Шел те, пӗрисем килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ. Кӑҫалхи 6 уйӑхра пурнӑҫран уйрӑлнисен шучӗ ҫуралнисенчен 3,6% ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти приставсен ҫурчӗ ҫинче Чӑваш Республикин ялавӗ вӗлкӗшет. Анчах вӑл… кутӑн май ҫакӑнса тӑнӑ-мӗн. Паянхи ирхи 9 сехетчен. Паян ялава йӗркеллех ҫакнӑ-мӗн. Ялав кутӑн ҫакӑнса тӑнине Алексей Свеклов асӑрханӑ. Вӑл нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкара тусӗсем патне хӑнана килнӗ. Ӑна чӑваш паллипе ҫапла хӑтланни шутсӑр килӗшмен. Управлени ертӳҫин ҫумӗ Антон Антонов каланӑ тӑрӑх, паян 9 сехетре ҫакна тӳрлетнӗ. Ӑна ҫакнӑ чухне унти ӗҫчен кутӑн пулнине асӑрхаман тен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗ куславккасемшӗн паллӑ кун пулнӑ. Ун чухне вӗсене ентешӗ 100 ҫул тултарнӑ. Евдокия Тимофеевна Матросовӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Колумб, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Васильева саламлама килнӗ. Евдокия Тимофеевна ҫамрӑк чухне ыттисем пекех кун кунланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен вӑл ывӑл Геннадий ҫуратнӑ. Кӗҫех упӑшки вӑрҫа тухса кайнӑ. 1942 ҫулта вӑл паттӑрла пуҫ хунӑ. Ҫавӑнтанпа Евдокия Тимофеевна пӗчченех ҫитӗнтернӗ ывӑлне. Вӑл Аслӑ Куснарти колхозра ӗҫленӗ. Вӑл — ӗҫ тата тыл ветеранӗ. Вӑл мӑнукӗсене, вӗсен ачисене юратать. В.Колумб Евдокия Тимофеевнӑна РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче пурӑнакансен халӗ тухтӑр патне райцентра ҫӳреме тивет. Ара, ялта фельдшерпа акушер пункчӗ йӑтӑнма пуҫланӑ. Анчах авариллӗ ҫурта никам та юсама та, ишсе антарма та васкамасть. Кунсерен ФАПа 20–25 ҫын ҫӳренӗ. Темиҫе ялтан килнӗ унта. Унта ӗҫлекенсене ӗҫрен хӑтарман, административлӑ отпуска ҫеҫ янӑ. Анчах хӑҫан вӗҫленӗ вӑл? Никам та калаймасть. ФАПӑн пӗр стени тӑкӑнма тытӑннӑ-мӗн. Унтах ача пахчи те пулнӑ. Вӗсене унтан илсе кайнӑ ӗнтӗ. Ача пахчине шкула куҫарӗҫ. Анчах ку халӑха тивӗҫтермест. Унта вырӑн сахал-мӗн. Шкул, ҫитменнине, ял хӗрринче вырнаҫнӑ. Халӑх каланӑ тӑрӑх, ФАПа упрама май пулнӑ. Анчах вырӑнти тӳре-шара те кахалланнӑ, те укҫа тупайман. Ҫурт тӑрринчен шыв аннине заведующи нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗнче каллех ҫыру ҫырнӑ. Хӑнк та туман. Акӑ халӑ шыв фундамент таранах ҫитет. Тӳре-шара ҫурта авӑн уйӑхӗччен юсама шантарать. Ҫур миллион тӑкаклама палӑртнӑ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «АиФ» сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашстат специалисчӗсем кашни эрнерех таварсен хакӗсен мониторингне тӑваҫҫӗ. Хальхинче мӗнле кӑтартусемпе савӑнтарнӑ е хурлантарнӑ-ха вӗсем? Специалистсем мониторинга утӑ уйӑхӗн 21–27-мӗшӗсенчи хаксемпе йӗркеленӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта помидор хакӗ ӳснӗ. Ведомствӑра лавкка сентрисем ҫинче помидор хакӗ 5,4% хакланнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тӑвар, рис кӗрпи, панулми, сахӑр, хӑяр, ҫӑкӑр эрех, кӑлпасси хакӗсем ӳснӗ. Ҫӗрулми, сухан, купӑста, макарон, сӗт, шурӑ ҫӑнӑх, сосиска, сарделька, кишӗр, хӑйма хакӗсем чакни, ахӑртнех, ҫынсене савӑнтарӗ. Сӑмах май палӑртса хӑварар: пирус, топливо, майкӑпа футболка, кӗпе-йӗм ҫумалли порошок, бензин хакӗ хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |