Иртнӗ каҫ республикӑра виҫӗ ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Пушар пӳртсене ҫӗрпе танлаштарнӑ.
Ҫур ҫӗр иртсен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси ялӗнче гараж ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм алхаснине кил хуҫисен тӑванӗ курнӑ. Вӑл шӑпах унтан иртсе пынӑ. Вӑл хӑвӑртрах лешсене вӑратнӑ, ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Ҫулӑм пӳрте, гаража тӗп тунӑ. Гаражри урапа та ҫунса кӗлленнӗ. Кил хуҫи ҫулӑмран тухнӑ чухне питне пӗҫертсе янӑ.
Ҫавӑн чухнех Патӑрьел районӗнчи Ксыл-Чишма ялӗнче 75 ҫулти хӗрарӑм килӗ ҫунма тытӑннӑ. Ҫӗрлехи 2 сехетре кил хуҫисем тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ та пушарнӑйсене чӗннӗ.
Ҫӗрлехи 3 сехетре пушарнӑйсем патне Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнчен шӑнкӑрав килнӗ. Ҫулӑм 40 ҫулти хӗрарӑм килне тӗп тунӑ. МЧС ӗҫченӗсем выльӑх-чӗрлӗхе тата урапана ҫӑлнӑ.