Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче республикӑра пурӑнакансен район-хулапа паллашма май пуррине унчченех пӗлтернӗччӗ. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулнӑ. Унта хӑнасене Ҫӗнӗ ҫул представленийӗсемпе кӗтсе илнӗ.
Хӑнасем район историйӗпе, йӑли-йӗркипе, вырӑнти мещенсен, хресченсен, купсасен йӑлипе паллашнӑ. Ҫавӑн пекех Даньковсен ҫуртне кӗрсе курма, вутӑ ҫурма, шыв йӑтма, мунча хутма, ҫунашкапа ярӑнма, наци апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗренме май пулнӑ.
Вӑрман Пилемӗч ялӗнче вара тӑмран хатӗр-хӗтӗр тӑвас енӗпе ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Унтан Шуршӑлти А.Николаев космонавтӑн асӑну комплексӗнче пулма май пулнӑ.