Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Виҫӗ районӑн мухтава тивӗҫлӗ педагогӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 03.01.2016 14:01 | 2468 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш наци библиотекин «Мерчен» залӗнче Архипов Севастиан Михайловича асӑнса уяв ирттернӗ. Архипов Севастиан Михайлович (08.01.1921–18.12.2014) Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1939 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче ҫамрӑк ҫар ретне тӑрать. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласа юлашки кунӗсемчченех ҫапӑҫать, темиҫе хутчен те аманать. Фронтовик Курск пӗккинче, Харьков, Луцк, Лубна, Белгород хулисене ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑна Рашкоф (1944) хулин коменданчӗ пулма уйӑрса лартнӑ. 1945 ҫулсенче Скальмежиценово (Польша) хулинче 3 хутчен аманнӑ, госпитальсенче сипленнӗ. Севастиан Архипова хастарлӑхшӑн Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗшпе 2-мӗш степенлӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, 13 медальпе чысланӑ.

1946 ҫулта каччӑ тӑван ялне таврӑнать. Ҫулталак хушши Тутарстанра тӑрӑшать, унтан каллех Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманайри вӑтам шкулта пуҫламӑш класри ачасене вӗрентме пуҫлать. 1954 ҫулта Шупашкарти учительсене хатӗрлекен институтран, 1962 ҫулта Чӑваш педагогика институтӗнчен, Чулхулари пединститутра ертӳҫӗсен факультетӗнче вӗренсе тухать.

Хӑйӗн ҫемьине Архипов С.М. 1962 ҫулта ҫавӑрнӑ, мӑшӑрӗпе Ольга Александровнӑпа 5 ача пӑхса ӳстернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. 1962–1981 ҫулсенче Севастиан Михайлович Юманайри вӑтам шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ, вӑл ертсе пынипе 1977–1978 ҫулсенче шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртне ҫӗклесе лартнӑ.

Наци вулавӑшӗнчи мероприятие 54 ҫул хушши шкулта ӗҫленӗ паллӑ педагога, фронтовика, культура ӗҫченне асӑнса ирттерчӗҫ, унта Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗсене йыхравларӗҫ. Ветерана халалласа ятарлӑ экспозицие те — «Доблестный сын Чувашии: Севастиан Архипов» (чӑв. Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗ: Севастиан Архипов) ятлине — йӗркелерӗҫ. Уява интернационалистсем, вӑрҫӑ ветеранӗсем, педагогӑн тӑванӗсем, паллӑ ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем, ҫар комиссариачӗн элчисем, Ҫӗмӗрле районӗнчи тӳре-шарасем, шкул ачисем, студентсемпе преподавательсем хутшӑнчӗҫ.

Пухӑннисене Чӑваш академи симфони капелли Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин дирижёр ертсе пынипе «Во имя Великой Победы» (чӑв. Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн ячӗпе) концертпа савӑнтарчӗ. Наци телерадиокомпанийӗ хатӗрленӗ «Аслӑ ҫӗнтерӳ паттӑрӗсем» документлӑ фильм пурне те хумхантарчӗ. Ветеран кун-ҫулӗпе пухӑннисене ҫавӑн пекех «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ гостинӑй ертӳҫи Вера Архипова, Петр Сидоров журналист, Раҫҫейри ветерансен пӗрлӗхӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫӗ ҫумӗ Людмила Кутина паллаштарчӗҫ.

Зала пухӑннӑ ветерансене уяв ячӗпе Чӑваш Республикинчи ҫар комиссариачӗн пулӑшуҫи Александр Осипов полковник саламларӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер «Поэты-фронтовики: Александр Твардовский и Сергей Орлов» (чӑв. Фронт сӑвӑҫисем: Александр Твардовскийпе Сергей Орлов) хӑтлавпа паллаштарчӗ.

Юманайри вӑтам шкултан вӗренсе тухнисем хушшинче республикӑра тата ҫӗршывра чапа тухнӑ паллӑ ҫын сахал мар. Уява Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Штанашри шкулта Севастиан Михайловичпа пӗр вӑхӑтра вӗреннӗ, Финн, Яппун тата Тӑван ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ таврапӗлӳҫӗ, вӗрентевҫӗ, чылай орден-медаль кавалерӗ Алексей Яковлев та хутшӑнчӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Юрий Григорьевский ҫыравҫӑ вара Наци библиотекине тата Архиповсен кил-йышне хӑй кӑларнӑ «Без уважения к прошлому нет будущего» из цикла «70 лет Великой Победы» (чӑв. «Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫулӗ» ярӑмри «Иртнине хисеплемесӗр пуласлӑх ҫук») кӗнекине парнелерӗ.

Юрий Артемьевич Бусов — республикӑри «Совет офицерӗсен пӗрлӗхӗ» халӑх пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, саппасри полковник — Ольга Александровна Архипововӑна «Дети войны» (чӑв. Вӑрҫӑ ачисем) медальпе чысларӗ. Педагогӑн аслӑ хӗрӗ, вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Архипова С.М. та пухӑннисене ачалӑхри ашшӗн кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ асаилӗвӗсемпе паллаштарчӗ.

#наци вулавӑшӗ, #ветерансем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Кӗрлев, #Штанаш, #Юманай, #Тури Выла, #юбилейсем, #Элӗк районӗ

 

Сӑнсем (17)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем