Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пӑлакасси

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Патӑрьел округӗнчи Пӑлакасси ялӗнче паян канализаци тасатнӑ хыҫҫӑн 1 ҫын вилнӗ, 4-шӗ больницӑра сипленет

Ҫакӑ паллӑ: предприятире 5 рабочи канализаци тасатнӑ, ҫавӑн чухне вӗсем наркӑмӑшланнӑ. Пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ, анчах, шел те, пӗрин пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлайман.

Иккӗшӗн сывлӑхӗ йывӑр, вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкар хулинчи пульницӑна илсе каясшӑн. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку «Патӑрьел беконӗ» предприятин «Авангард» филиалӗнче пулма пултарнӑ.

Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Объектра ӗҫ сыхлавӗшӗн тата хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнассишӗн камсем яваплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.

 

Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Патӑрьел округӗнчи 47 ҫулти арҫын судра явап тытнӑ. Вӑл пӗлӗш хӗрарӑмне вӑрласа кайнӑ та вӗлерессипе хӑратнӑ.

Ку кӑҫал ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗнӗ Ахпӳртре пурӑнакан ҫак арҫын хӗрарӑм патне ӗҫне пынӑ. Лешӗ Пӑлакассинчи ФАПра ӗҫленӗ. Арҫын чӳречене ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, хӗрарӑма вӑйпа машинӑна лартнӑ та ӑна хӑйӗн гаражне илсе кайнӑ. Унта бензин сапса чӗртсе ярассипе хӑратнӑ.

Юрать-ха, тискер ӗҫне вӗҫлеймен - полицейскисем ҫитнӗ. Вӗсене хӗрарӑмӑн ӗҫтешӗсем чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Республикӑра
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «МТС» компани Патӑрьел районӗнчи темиҫе ялта (Сӑкӑтра, Ҫӗнӗ Ахпӳртре, Тӑрӑнта, Куславккара, Кивӗ Ахпӳртре, Пӑлакассинче, Кӗҫӗн Патӑрьелте) пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ (ҫеккунтра — 100 Мбит) интернет ӗҫлеттерсе янӑ.

Министерство хыпарӗнче Сӑкӑт ялӗ чӑваш халӑх писателӗ, поэт тата драматург Юхма Мишши ҫуралнипе паллӑ тесе асӑнса хӑварнӑ.

Маларах МТС Муркаш тата Вӑрмар муниципалитет округӗсенче хӑйӗн сетьне ҫӗнетнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре Патӑрьел районӗнчи Пӑлакассинче сысна комплексӗнче выльӑх-чӗрлӗх усрамалли ангар ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. Пушар тухсан ангартан 50 сысна ҫурине эвакуациленӗ.

Сӑмах май, юлашки талӑкра республикӑра виҫӗ пушар пулнине палӑртнӑ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра 67 ҫулти арҫыннӑн хуралтисем ҫунма пуҫланӑ.

 

Персона
Арсений Тарасов. hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Арсений Тарасов. hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗн, чӑваш ҫыравҫин, драматургӗн, журналисчӗн Арсений Тарасовӑн 65 ҫулхи юбилейӗ.

Арсений Тарасов 1956 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлакассинче ҫуралнӑ. Вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнче вӗренсе тухсан Чӑваш телерадио комитетӗнче, унтан пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, кайран каллех Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанине куҫнӑ. Чылай хушӑ тележурналист пулса ӗҫленӗ — «Тавсси» автор передачине йӗркелесе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра «Тӑван Атӑл» журналта вӑй хурать.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре ҫанталӑк сивӗ тӑрать. Виҫӗ кунра республикӑра ултӑ ҫын шӑнса вилнӗ.

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче 37 ҫулти хӗрарӑм виллине хӑйӗн картишӗнче тупнӑ. Вӑл ентешӗ патӗнче Ҫӗнӗ ҫула уявланӑ, эрех ӗҫнӗ те ҫӗрлехи 2 сехетре киле кайма тухнӑ. Етӗрне районӗнчи Тури Мучар ялӗнче те ҫак кун 42 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл хӑйӗн пӳртӗнчех, кравать ҫинче, шӑнса вилнӗ. Ҫуртра кӑмакана тахҫанах хутман-мӗн.

Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче Пӑлаккассинче пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм шӑнса вилнӗ. Пенсионерка Кивӗ Ахпӳрте тӑванӗ патне кайма тухнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫулта унта пулнӑ, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче киле таврӑннӑ. Тепӗр кунхине каллех тӑванӗ патне кайма тухнӑ, анчах ҫитеймен… Ҫав кунах Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче 53 ҫулти арҫын виллине тупнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 68 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ялӗнче те ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 09

1777
249
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1917
109
Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1979
47
Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ.
1996
30
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ.
2012
14
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын