Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тихӑн Петӗркки

Тиххӑн Петӗркки (Петров Пётр Тихонович) — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. 1903 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче Тутарстанӑн Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. 1976 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗнче Хусанта вилнӗ.

1965 султанпа СССР ҪП членӗ.

Кун-ҫулӗ

Малтан пуҫламӑш шкултан, унтан икӗ класлӑ училищӗрен вӗренсе тухнӑ. 1919 ҫулта Теччӗри педагогика техникумне вӗренме кӗнӗ. 1924 ҫулта Чӗмпӗрти педагогика техникумӗ ҫумӗнчи кӑтартуллӑ шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фронтра пулнӑ, салтакран пуҫласа рота командирне таран ӳснӗ. Вӑрҫӑра Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе тата икӗ медале тивӗҫнӗ.
1946-1950 ҫулсенче Ҫӗнкилӗри педагогика училищинче ӗҫленӗ. Хусана пурӑнма куҫсан ҫутӗҫ пайӗнче, вӑтам шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Тиххӑн Петӗркки «Трактор» ятлӑ малтанхи поэми Мускавра тухнӑ «Ҫӗнӗ ҫул» кӗнекере пичетленнӗ. Вӑл калавсемпе повеҫсем, пьесӑсем ӑслӑлӑхлӑ-фантастикӑллӑ ӗҫсем ҫырнӑ.
Унӑн «Ӗмӗт», «Ҫӗрлехи ҫиҫӗм», «Юнлӑ кунсем» пьесисене драмкружоксем ӑнӑҫлӑ лартаҫҫӗ.

Паллӑрах кӗнекисем:

  • «Ӗмӗт» (пьеса, 1941)
  • «Ҫӗнелнӗ тымар» (повеҫ, 1961)
  • «Ҫӗрлехи ҫиҫӗм» (пьсӑсем, 1964)
  • «Ҫил-тӑвӑл» (повеҫ, 1967)
  • «Кушкӑ ачи» (повеҫ, 1971)
  • «Атлан» (повеҫ, 1972)
  • «Мальчик из чувашского села» (Кушкӑ ачи, вырӑсла, 1975)


 
Категорисем: Тихӑн Петӗркки
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2016-11-29 13:04:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10979 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем