Патӑрьел округӗнчи 47 ҫулти арҫын судра явап тытнӑ. Вӑл пӗлӗш хӗрарӑмне вӑрласа кайнӑ та вӗлерессипе хӑратнӑ.
Ку кӑҫал ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗнӗ Ахпӳртре пурӑнакан ҫак арҫын хӗрарӑм патне ӗҫне пынӑ. Лешӗ Пӑлакассинчи ФАПра ӗҫленӗ. Арҫын чӳречене ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, хӗрарӑма вӑйпа машинӑна лартнӑ та ӑна хӑйӗн гаражне илсе кайнӑ. Унта бензин сапса чӗртсе ярассипе хӑратнӑ.
Юрать-ха, тискер ӗҫне вӗҫлеймен - полицейскисем ҫитнӗ. Вӗсене хӗрарӑмӑн ӗҫтешӗсем чӗннӗ.