Статистика
![]() Чӑваш Енре ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ мӗн чухлӗ? Ку, ахӑртнех, чылай ҫынна кӑсӑклантарать. Чӑваш Енре, Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсӗр 5000 яхӑн ҫын шутланать. Ведомство мониторинг ирттернӗ. Тӗплӗнрех калас пулсан, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 4796 ҫын. Ведомствӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, 3618 ҫын организацире тулли мар кунпа ӗҫлекенни шутланать. Тепӗр енчен илсен, ӗҫ паракан 2062 ҫын ваканси пирки пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе 15029 ӗҫ вырӑнӗ пушӑ. Сӑмах май, ӗҫсӗррисен йышӗ Муркаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗчӗк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Савӑнӑҫлӑ ку хыпара «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат ӗҫченӗ Марина Григорьева пӗлтерет. Чӑваш Республикинчи электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ общество пурнӑҫне лайӑхлатас тӗллевпе йӗркелекен конкурсӑн регион шайӗнчи тапхӑрне хутшӑннӑ. Жюри членӗсем Чулхула, Улатимӗр, Вологда облаҫӗсенчи, Чӑваш, Мари, Мӑкшӑ республикисенчи организацисем сӗннӗ 276 проекта пӑхса тухнӑ. Республикӑри электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ хатӗрленӗ «Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине тата Литература ҫулталӑкне халалланӑ литература произведенийӗсемпе паллаштаракан ял тӑрӑхӗнчи кинофестиваль» пултарулӑх проект ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Грант укҫипе архив ҫӗнӗ кинолентӑсем туянасшӑн. Фондри ӗҫсене ял тӑрӑхӗсене илсе ҫитересшӗн. Хальлӗхе ҫакӑнти фильмсене Шупашкар халӑхне кӑна кӑтартнӑ. Кӗҫех ятарлӑ оборудовани вырнаҫтарнӑ «Киномобиль» культура центрӗ ҫула тухӗ. Кинофестивале юпа уйӑхӗнче ирттересшӗн. Архив фондӗнчи фильмсене тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Дима Моисеев Мускавра ҫӗршыв тата регион шайӗнче тухса тӑракан, ҫырӑнакансен шутне ӳстернӗ хаҫатсемпе журналсен редакцийӗсене чысланӑ. 2015 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурри валли ҫырӑнакансен йышне пысӑклатнӑшӑн почта ҫыхӑнӑвӗн 10 управленине, ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан 10 тата регионсенчи тепӗр 10 кӑларӑм редакцийӗсене Дипломпа чысларӗҫ. 2014 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑх кампанийӗпе танлаштарсан вӗсем кӑна ку хутӗнче хаҫат-журнал тиражне ӳстерме пултарнӑ-мӗн. Регионсенчи ҫырӑнтару акцине ӑнӑҫлӑ ирттернӗ 10 кӑларӑм йышӗнче виҫҫӗшӗ — «Хыпар» Издательство ҫурчӗн икӗ хаҫачӗпе пӗр журналӗ. Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хресчен сасси» хаҫачӗсем тата «Тӑван Атӑл» журнал тиражӗсем сыхланса юлнӑ кӑна мар, ӳснӗ те-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенчен 62,5 проценчӗ ачасене ҫӗнӗ 2015–2016-мӗш вӗренӳ ҫулӗнче йышӑнма хатӗр. Тӗрлӗ шайри тӳре-шараран, тем йышши тытӑмри инспекторсенчен тӑракан йыш пӗтӗмпе 931 вӗренӳ учрежденине тӗрӗслемелле. Хальлӗхе 582 вӗренӳ учрежденине йышӑннӑ, ҫав шутран 324-шӗ — шкулсем. Тепӗр майлӑ каласан, шкулсен 69,8 проценчӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе ҫитнӗ. Ача пахчисенчен 217-шӗ хальлӗхе алӑка яри уҫма хатӗр. Процентпа илсен ку цифра 54,4-па танлашать. Ачасене хушма пӗлӳ паракан организацисенчен 23-шӗ (76,7 проценчӗ) хатӗрленсе ҫитнӗ. Вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли ҫурлан 15-мӗшӗ тӗлне йышӑнса пӗтермелле. Апла пулсан унччен вӗренӳ учрежденийӗсенче кӑлтӑк юлмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳри палӑк Ҫӗрпӳ хулинче ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗнче (ун чух унта хула кунне уявланӑ) палӑк уҫнӑ. Вӑл — танк. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вӑл палӑка Тӑван ҫӗршывӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи хӳтӗлевҫисене тата тыл ӗҫченӗсене халалласа уҫнине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне палӑка Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Палӑка уҫма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ку пулӑма Ҫӗрпӳ хулин пурнӑҫӗшӗн историлле пулӑм тесе хакланӑ. «Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗ тата пӗтӗм тӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ. Республикӑра эпир ҫар мухтавӗн 1026 вырӑнӗпе мемориалне ҫӗнетрӗмӗр. Вуншар палӑка усламҫӑсем тата Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем пулӑшнипе тунӑ. Ҫав ҫынсем тӑван ҫӗре, ашшӗсемпе аслашшӗсен, амӑшӗсемпе асламӑшӗсен ӑс-хакӑл вӑйне хаклаҫҫӗ. Хальхи Раҫҫейре тата хальхи Чӑваш Енре тӑвакан мӗнпур япала ӳсекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма, пирӗн ветерансемпе совет тата Раҫҫей халӑхӗн историне юратма хӑнӑхтарма пулӑшать», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Андрей Молоков тунӑ сӑн Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте ҫынсене тӗлӗнмелле скульптура кӗтсе илме тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата ЧР ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ Андрей Молоков скульптор пӗлтернӗ. Скульптура Иван Яковлев проспектӗнчи ҫавраҫул ҫинче, Ашмарин тата Никитин урамӗсен чарӑнӑвӗсен хушшинче, вырнаҫнӑ. Ӑна улӑмран хатӗрленӗ. Скульптурӑна утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчех туса пӗтернӗ-мӗн. Композицие чӑваш фольклорӗнчен илнӗ. Ӑна «Уйӑх ҫинчи хӗр» чӑваш юмахне тӗпе хурса хатӗрленӗ. Скульптура та ҫавӑн пекех ятлӑ. Андрей Молоковшӑн наци культури ҫывӑх. Вӑл чӑваш фольклорӗнчи пулӑма сӑнарлама юратать. Вӑл композицие 10 кун тунӑ. Скульптурӑна хатӗрлемешкӗн 400 килограмм утӑ кирлӗ пулнӑ. Вӑл 4 метр ҫӳллӗш. Ӑна вандалсенчен сыхланӑ темелле — ҫунтарса ярасран ятарлӑ шӗвекпе сӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин кунӗнче юлашки ҫулта «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») пилот ушкӑнӗ халӑха савӑнтарать. Хальхинче вара ҫуралнӑ кун тӗлне тепӗр парне хатӗрленӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Вӑл «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») ятлӑ пулӗ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре «Стрижи» пилот ушкӑнӗ те хутшӑнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсемпе пӗрле хӗрлӗ хӑйӑва касӗҫ. Ҫак кун урӑх объектсене те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Алькеш поселокӗнче Раҫҫей почтин ҫӗнӗ уйрӑмӗ алӑкӗсене уҫӗ. Сосновкӑра вара авариллӗ ҫуртри ҫемьесем ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене тивӗҫӗҫ. 4-мӗш лицей вара ҫӗнӗ стадионлӑ пулӗ. «Шупашкар: 500 ҫул» парка «Юратакансен пусми» илемлетӗ. Юханшыв портӗнче вара карапсем тунӑ Алексей Крылов академик палӑкӗ пулӗ. Уяв яланхи пекех хускану тунинчен пуҫланӗ. Унтан ытти фестивальсем старт илӗҫ. Спорт енчен те пуян иртӗ уяв. «Звери» ушкӑн юрланӑ хыҫҫӑн уяв 22 сехетре салютпа вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн аквабайкпа, кимӗпе тата парӑслӑ кимӗсемпе спорт фестивалӗ иртӗ. Ку — республикӑра пӗрремӗш хут. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Шупашкарти кӳлмек акваторийӗнче иртӗ. Ҫакна хула ҫыннисемпе хӑнисем валли администраци хатӗрленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва ҫурлан 15-мӗшӗнче 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Унта яхтӑсемлӗ спортсменсем ҫеҫ вӑй виҫме пултарӗҫ. «Аҫтаха» кимӗсемпе ӑмӑрту тата аквабайк-шоу ҫурлан 16-мӗшӗнче иртӗ. Ирхи 10 сехетре «Аҫтаха» кимӗсемпе уҫӑ ӑмӑрту пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансем 200 метрлӑ дистанцие парӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗн пуҫлӑхӗ Федор Волков паян Шупашкарта инкеке лекнӗ. Унӑн машини тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ши. Тепӗр енчен, урапа хӑй тӗллӗн чупмасть те... Инкек республикӑн Правительство ҫуртӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ ҫул ункинче сиксе тухнӑ. Инкеке лекнӗ машинӑсенчен пӗри – «BMW X6» маркӑллӑ урапа-мӗн. Унӑн номерӗ – A777TA 21RUS. Ку БМВна Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗ ячӗпе ҫыртарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх хуралӗнче вӑл урапа ҫул-йӗр правилине час-часах пӑсать, ун валли саккун ҫырман пуль тата ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ сӑмахпа ҫынсем унччен тӑтӑшах хӑртатчӗҫ. Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗ ячӗпе ҫыртарнӑ урапа ҫул-йӗр правилине пӑснине ӗнентерме тесе видео вырнаҫтаракан та тупӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Вӑрманкас ялӗнче ӗнер «Паттӑрлӑх кунӗ» уяв иртнӗ. Ун пирки Шупашкар район администрацийӗ «йӑлана кӗнӗ уяв» тесе палӑртать. «Паттӑрсен кунне» пухӑннисем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ тутар-монголсене ҫӗнтернине халалласа пухӑннӑ. Йышра Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, художниксем, Тутарстанри, Пушкӑртстанри чӑваш диаспорин элчисем пулнӑ. Вӑрманкасри Фолькор ҫурчӗн «Парне» ушкӑнӗ уява йӗркелекенсене парне туса панӑ — юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Ку уяв пирки Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче, сӑмах май, кӑшт урӑхларах пӗлтернӗ. Унта «Чӳк» уявӗ иртни пирки каланӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенчен вара ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ уява Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, ЧНК Ваттисен Канашӗн ертӳҫин ҫyмӗ Федор Мадуров скульптор ертсе пынӑ. Шупашкар район сайтӗнче асӑннисемсӗр пуҫне Владимир Агеев художник, «Сӑвар» чӑваш культурин фончӗн ертӳҫи Владимир Тяпкин, Николай Фомиряков, Юрий Дядюков, Анатолий Павлов тата ыттисем хутшӑннӑ. Caкӑp ҫул каялла ҫaв вырӑнта Федор Мадуров ӑсталаса вырнаҫтарнӑ Юпа умӗнче кӑвайт чӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |