Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов «Хыпар» Издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ.

Премьер-министрпа иртнӗ тӗлпулура редакцири ыйтусене ҫӗкленӗ: ҫырӑнтару, хаксем, шалу… «Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Михаил Арланов «Хыпара» ытларах ялсенче вуланине, кӑларӑмсене унта ҫитермешкӗн почта хака хӑпартнине, ҫавна май редакцие укҫа сахал кӗнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ӗҫченсене укҫан хавхалантармашкӑн май сахаллине каланӑ вӑл.

Иван Моторин кӑларӑмсене ялсенче кӑна мар, хулара та ытларах ҫырӑнтарма сӗннӗ. Издательство ҫурчӗн, коммерци организацийӗ пулнӑ май, кирлӗ-кирлӗ мар расхутсене хӑйӗн оптимизацилемеллине те палӑртнӑ вӑл. Ҫавӑн пекех грант конкурсӗсене хутшӑнма каланӑ. Министр вара кӑларӑмсене салатмалли урӑх майсем тупма, ку енӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатран тӗслӗх илме сӗннӗ.

 

Республикӑра Мария Васильевна Асламас
Мария Васильевна Асламас

Хурлӑхлӑ хыпар пӗлтеретпӗр. 89 ҫула кайнӑ Мария Васильевна Асламас пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул телекуравра ӗҫленӗ.

Мария Асламас Тӑвай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Сарӑтури консерваторие пӗтернӗ. Мария Васильевна чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ, хӗрарӑмсен квартетӗнче юрланӑ, телекуравра сасӑ режиссерӗ пулнӑ.

Мария Васильевна шӑпине Анисим Асламаспа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсем чӑн-чӑн пултарулӑх династине йӗркеленӗ. Ачисем те, мӑнукӗсем те аслисен ҫулӗпе кайнӑ. Анисим Асламас 15 ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ.

Мария Асламаспа паян, 14 сехетре, Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 38-мӗш ҫуртра сывпуллашнӑ.

 

Республикӑра Ксюша Максимова
Ксюша Максимова

Етӗрне районӗнчи 13-ри хӗр комӑра выртни пирки республикипех калаҫаҫҫӗ. Ксюшӑн ашшӗ-амӑшӗ чылай клиникӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫав шутра — Израильти тата Канадӑри клиникӑсенчен те.

Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, амӑшӗн йӑмӑкӗ Инна Максимова ют ҫӗршыври клиникӑсенчен хурав килнине пӗлтернӗ. Вӗсем Ксенийӑна пулӑшса пӑхма хатӗр.

Шупашкар тухтӑрӗсем хӑйсен ӗҫне пурнӑҫланӑ, урӑх вӗсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшне Ксюшӑн чӗрине чирлӗ ачана пама сӗннӗ. Паллах, вӗсем хирӗҫленӗ. Ҫывӑх ҫыннисем шанчӑка ҫухатмаҫҫӗ.

Инна каланӑ тӑрӑх, Израиль тухтӑрӗсем Чӑваш Енри шкул ачин диагнозне тӗпчеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем хурав парӗҫ: ҫемьен Израиле килмелле-и е ҫук-и?

Унти специалистсем каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тухтӑрӗсем лартнӑ диагнозпа Ксюшӑн вӑранмалла пулнӑ (шанчӑкӗ — 80 процент). Ашшӗ-амӑшӗ хӗрӗн аппаратне сӳнтерме ирӗк памӗҫ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, вӑл кун пек пурнӑҫ тӑршшӗпех выртма пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1843
 

Политика Вячеслав Оринов
Вячеслав Оринов

Паян, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин ЧР культура министрӗн ҫумне палӑртса алӑ пуснӑ. Ку тивӗҫе малашне Вячеслав Оринов пурнӑҫлӗ.

58 ҫулти Вячеслав Оринов — театрпа кино актерӗ, режиссер. 2014 ҫултан пуҫласа хальччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче режиссерта ӗҫленӗ. Тӗрлӗ ҫулта ЧПУра, культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентнӗ.

Вячеслав Николаевич — ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» номинаци ҫӗнтерӳҫи, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.

Вячеслав Оринов — культура министрӗн виҫӗ ҫумӗнчен пӗри халь. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн вакансийӗ пушӑ-ха.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫитес эрнере, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче пӑхса тухӗҫ.

Суда тавӑҫпа тухаканни — республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ. Вӑл хапрӑкӑн директорӗ Алексей Подорванов тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Суда тухнӑ хутра патшалӑх комитечӗ «Чӑваш бройлерӗ» пуҫлӑхӗнчен 14 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫав ведомство Краснодар крайӗнчи Арбитраж судне те ҫитнӗ. Унта вӑл «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществине «Каневӑри ҫӑкӑр продукчӗсен комбиначӗ – инвест» тулли мар яваплӑ общество туяннипе килӗшменнине палӑртнӑ. Суту-илӳ, хут тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Андрей Иванов журналист республика тавӑҫӗсен тӗп сӑлтавне хапрӑка панкрута кӑларассинчен ҫӑлма хӑтланнипе сӑлтавлать.

 

Хулара

Шупашкарти троллейбус управленине ҫывӑх вӑхӑтра приватизацилеме шут тытнӑ. Ку ӗҫе вӑл кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта туса ирттересшӗн. Троллейбус управленине хӑшӗсем тӑнӑҫ ӗҫлекен йышлах мар транспорт предприятисенчен пӗри тесе те хаклаҫҫӗ.

Паянхи куна илсен, Шупашкарти троллейбус управленийӗ муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ шутланать. Приватизациленӗ хыҫҫӑн вӑл акционерсен обществи пулса тӑрӗ те унӑн мӗнпур акцийӗ, тепӗр майлӑ каласан, 100 проценчӗпех, муниципалитет харпӑрлӑхне, урӑхла каласан, Шупашкара, куҫӗ.

Приватизацилес шухӑша тӗрлӗрен хаклакан-йышӑнакан пуррине те палӑртмалла. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм, сӑмахран, электротранспорт предприятине Атӑлҫи федераци округӗнчи пӗр регионта та приватизацилемен тесе ӗнентерет. Троллейбус уйрӑм ҫын аллине куҫнӑ тӗслӗхсем те ҫук-мӗн.

 

Пӗлтерӳ 5 ҫулхи Настя Фёдорова «Калаҫатӑп чӑвашла» сӑвва вулать
5 ҫулхи Настя Фёдорова «Калаҫатӑп чӑвашла» сӑвва вулать

Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ тата Чӑваш халӑх сайчӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» сӑвӑ вулакансен видеоконкурса пуҫарни пирки пӗлтереҫҫӗ. Унта шкул ҫулне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе педагогсем хутшӑнайраҫҫӗ.

Конкурсӑн тӗллевӗ: чӑваш чӗлхине аталантарасси, ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван чӗлхе илемне туйма вӗрентесси, хӑйсен пултарулӑхне аталантарма хӑнӑхтарасси, аслисене ку ӗҫе хастартарах хутшӑнтарасси. Ӑмӑрту — тӳлевсӗр.

Конкурсра пурӗ 7 номинаци йӗркеленӗ:

• «Пукан ҫинче» (4 ҫул ҫурӑран кӗҫӗнреххисем);

• «Шӗвӗркке» (4,5 ҫултан аслӑрах, шкул ҫулне ҫитеймен арҫын ачасем);

• «Пукане» (4,5 ҫултан аслӑрах, шкул ҫулне ҫитеймен хӗрачасем);

• «Шӑпӑрлан» (пуҫламӑш классенче вӗренекен арҫын ачасем);

• «Чиперук» (пуҫламӑш классенче вӗренекен хӗрачасем);

• «Сӑпка умӗнче» (аслисем хушшинче);

• «Чи лайӑх видео» (видео пахалӑхӗ тӗлӗшӗпе).

Конкурса хутшӑнакансен шкул ҫулне ҫитмен тата пуҫламӑшри класра вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ е ача-пӑча сӑмахлӑхӗнчен илнӗ сӑвва пӑхмасӑр видеокамера умӗнче вуласа памалла.

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» сӑвӑ вулакансен видеоконкурса ӗҫсене нарӑсӑн 15-мӗшӗнче пуҫласа ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ярса памалла.

Малалла...

 

Спорт СССР спорт маҫтӑрӗ Орест Маркиянов
СССР спорт маҫтӑрӗ Орест Маркиянов

Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Кӗлӗмкассинчи республика турнирӗ иртӗ.

Ятне Кӗлемкасси тенӗ те, анчах ӑмӑртӑва республикӑран тата кӑмӑл пулсан ун тулашӗнчен те (вӗсене те кӗтеҫҫӗ) пырса ҫитнӗ яшсемпе пикесене район центрӗнчи «Патвар» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пухаҫҫӗ.

Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирне СССР спорт маҫтӑрне Орест Маркиянова асӑнса ирттереҫҫӗ.

Орест Маркиянов 1939 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑхӑн педагогика институтӗнче физкультура факультетӗнче вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ята хӳтӗленӗ вӑл. Ирӗклӗ майпа кӗрешессипе Орест Маркиянов СССРта чӑваш спортсменӗсенчен чи малтан спорт маҫтӑрӗ ята илнӗ. Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Чӑваш Енри шкулне те вӑлах йӗркеленӗ.

 

Сывлӑх

Тухтӑр пулса яла ӗҫлеме каякансене юлашки ҫулсенче патшалӑх миллионшар тенкӗ пама тытӑнчӗ. Малтанласа ҫамрӑкраххисене кӑна, 35 ҫитичченхисене, кӑна паратчӗҫ пулсан, халӗ 50 ҫул таранчченех «Земство тухтӑрӗ» программӑпа яла кайма юрать. Кунта сӑлтавӗ ансат: ялта тухтӑрсем ҫитмен вӑхӑтра ҫула кура тиркесе тӑраймӑн, ӗҫлеме килӗшекен тупӑнтӑр.

Шупашкар районӗнче хальхи вӑхӑтра 24 «земство» тухтӑрӗ ӗҫлет. Вӗсем Ишлейре, Тренккассинче, Ҫӗньялта, Ишекре тата Тутаркассинче вӑй хураҫҫӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — пӗтӗмӗшле ҫемье практикин врачӗсем. Ансӑр специалистсем те — офтальмолог, дерматолог, хирург, эндоскопист — пур.

Кӑҫалтан «Земство тухтӑрӗ» программӑна Кӳкеҫ поселокӗ те лекнӗ. Унччен вӑл ял шутне кӗменччӗ, ҫавӑнпа та унта тухтӑра ӗҫе вырнаҫакансем миллиона илейместчӗҫ.

 

Персона

Чӑваш Республикин халӑх артистки ыран «Поле чудес» (чӑв. Телӗнтермӗш уйӗ) телепередачӑра тӗлӗнтерӗ.

Халӑх юратнӑ, чӑннипех те пултаруллӑ сцена ӑсти унта вӑййа хутшӑнӗ-и е кӑларӑм пуҫланиччен юрласа та ташласа савӑнтарӗ-и — кӑна хальлӗхе пӗлместпӗр те, анчах вӑл хутшӑннӑ передача куракансем патне ыран ҫитесси пирки А. Уляндинан «Пӗркласрисем» тӗнче тетелӗнчи страницинче каланӑ.

Чӑваш Енӗн халӑх артистки Ҫӗмӗрле районӗнчи Пӗренеш ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта вырӑнти вӑтам шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл солопа юрлас ӑсталӑха алла илнӗ. Училищӗри пӗлӳпех ҫырлахман пултаруллӑскер — 1992 ҫулта Чулхулари М. Глинка ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ. Унта та соло уйрӑмӗнчех ӑсталӑха туптанӑ. Анчах хальхинче — халӑх юррисен енӗпе. Паян Августа Уляндина пирки ытлашши каласа кайни те кирлӗ мар — ячӗ хӑех нумай пӗлтерет.

 

Страницӑсем: 1 ... 2959, 2960, 2961, 2962, 2963, 2964, 2965, 2966, 2967, 2968, [2969], 2970, 2971, 2972, 2973, 2974, 2975, 2976, 2977, 2978, 2979, ... 4056
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 18

1979
46
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...