Танлаштарӑм (Рейтинг) Раҫҫейӗн информаци агентстви ҫурт-йӗр хакӗ тата ҫынсен тупӑшӗ ипотека кредичӗн ставкинчен ытларах витӗм кӳрет тесе пӗтӗмлетнӗ.
Ҫапла, ҫурт-йӗр хакӗ те, тупӑшӗсем те регионсенче уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫавна кура ҫурт-йӗре ипотекӑпа туянма вӑй ҫитерекенсен хисепӗ те тӗрлӗрен. Чӑваш Енре, акӑ, кашни вуннӑмӗш ҫемье кӑна ипотекӑпа хваттер туянайрать тесе пӗтӗмлетнӗ хайхисем. Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнче, ав, кашни иккӗмӗш ҫемье ипотека кредичӗ илейрет.
Ипотека кредитне халӑхра анлӑ сарас тесе мерӑсем йышӑнсан та (ҫав шутра процент ставкине чакарнине, ҫӗнӗ хваттер сутакан строительство компанийӗсем тӗрлӗ акци йӗркеленине тата ыттине кӗртме пулать) ҫынсемшӗн вӑл пурнӑҫа кӗрейми ӗмӗт пулса юлать.