Ял хуҫалӑхӗ
![]() Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам тӑрӑхӗнче ӗне сӑвакансен слечӗ иртнӗ. Унта тӳре-шара та хутшӑннӑ. Слета «Клуб пятитысячников» председателӗ Валентина Щукина уҫнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, клуб пайташӗсем хӑйсен опычӗпе ыттисене паллаштарнӑ. Ҫутҫанталӑкра чей ӗҫнӗ май ӗне сӑвакансем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Тӑрӑн тата Чӑваш Ишекӗ ялӗсенчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ӗне сӑвакансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ, конкурссем йӗркеленӗ. Мансур Калмыков ӗне сӑвакансен слечӗ кирлине палӑртнӑ, ӑна кашни ҫул чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑнтӑр Корейӑри Кванджу хулинче студентсен Универсиади малалла пырать. Унта пирӗн ентешсем ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Нумаях пулмасть чӑваш спортсменки Марина Пандакова кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Марина Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренет, спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Марина Пандакова тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Пирӗн ентеш 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире хӑвӑрт утнӑ. Вӑл финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ — 1 сехет те 29 минут. Марина Пандакова Европа тата тӗнче чемпионачӗсен призерне Аниса Кирдяпкинӑна ҫеҫ парӑнтарайман. Вӑл Универсиадӑра рекорд лартнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Китай спортсменки Хоу Юнбо тухнӑ. Раҫҫейӗн тепӗр спортсменкисем Софья Бродацкая тата Лина Кулацкая тӑваттӑмӗш тата вуниккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑн агропромышленноҫ комплексӗ кадрсем ҫитменнипе яланхиллех аптӑрать. Ҫӗртмен уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне илсен республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 393 ӗҫ вырӑнӗ пулнӑ. Ялта специалистсем кӑна мар, рабочисем те ҫитмеҫҫӗ. Маларах асӑннӑ 393 ӗҫ вырӑнӗнчен 160-шӗ специалистсене пырса тивет, 233-шӗ — рабочисем. Малтанхисен шутӗнче агрономсем те (36 ваканси), ветеринари врачӗсем те (33 ваканси), зоотехниксем те (44 ваканси), инженер-механиксем те (30 ваканси), бухгалтерсем те (17 ваканси) пур. Рабочисене илсен, ял хуҫалӑхӗнче 75 механизатор, 35 водитель, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан 27 ҫын, ӗне сӑвакансем 38-ӑн, тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакансем 58-ӑн кирлӗ пулнӑ. Хӑш хуҫалӑхра мӗнле специалист кирлипе республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пуканне йышӑнас шухӑша хальхи вӑхӑтра 11 ҫын палӑртнӑ иккен. Кандидат йышли конкуренци пысӑккине пӗлтермест тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен хӑшӗсем. Ҫакна вӗсем сумлӑ кандидатсем ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ. Regnum информаци агентстви «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти хӑйӗн кандидатне палӑртма ирттернӗ умсуйлава та аса илнӗ. Унта та йышлӑн хутшӑннӑччӗ. Анчах вӗсем хушшинче ятлӑ-сумлӑ политиксем ҫукчӗ. Ҫын хӑй ӗҫӗнче чӑн ӑста тени политикӑра та пултарассине пӗлтермест-ҫке-ха. Элтепер пуканӗшӗн кӗрешӗве тухма хатӗррисен хушшинче республикӑн Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевсӑр пуҫне Коммунистсен партийӗн яланхи ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов пур. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти чӑваш парламенчӗн депутатне Олег Николаева Элтепер пултарасшӑн. Либерал-демократсем РФ Патшалӑх Думине ют регионтан суйланнӑ Константин Субботин кандидатурине сӗннӗ, «Раҫҫей патриочӗсем» — Шупашкар Хула депутачӗсен депутатне Евгений Горбунова, «Тӑван ҫӗршыв» парти — Алексей Рылеев ятлӑ ҫынна, «Панулми» парти — мӗнпур суйлав кампанийӗнче «хӳрешкере» пыракан (ҫапларах хаклать ку кандидата маларах асӑннӑ информагентство) Владислав Аркадьева, «Раҫҫей пенсионерӗсен партийӗ» Валерий Сапожникова, «Симӗссисен тата социал-демократсен альянсӗ» — Юрий Малов ятлӑ ҫынна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Трофимовсен ҫемйи кун пек ҫурта лайӑх тесе ниепле те хаклаймасть Вӑрнар поселокӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри хастарӗсем халь-халь ишӗлессӗн ларакан ҫуртсемлӗ урама тупнӑ. Ун пеккине «фронтҫӑсем» пӗлтӗрех асӑрханӑ-мӗн-ха. Путейнӑй урамри кивӗ ҫуртсем пирки вӗсене «вӑрӑм чӗлхеллӗ» пӗр ҫын систернӗ имӗш. Йӗпе-сапара унта кӗрсе тухма та ҫук иккен, йӑлари хытӑ каяша та турттармаҫҫӗ-мӗн, ҫӑлкуҫри шыв ӗҫме майсӑр имӗш, васкавлӑ пулӑшӑва та кӗтсе илейместӗн пулать. Ҫакӑн пек хыпара илтнӗ хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри элчисем вӑл тӑрӑха ҫитсе килнӗ, унта пурӑнакансен условийӗсемпе паллашнӑ. Чукун ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ ҫав хӑтсӑр ҫуртсенче (хӑй вӑхӑтӗнче — иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче — хӑтлах пулнӑ-ха. Ҫулсем иртнӗҫемӗн йывӑҫ ҫуртсем япӑхнӑ) чукун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем пурӑннӑ-мӗн. Федераци харпӑрлӑхӗнчи ҫурт-йӗре вырӑнти харпӑрлӑха куҫарман-мӗн. Ҫынсене ун пек условире пурӑнтарма юрамасть — ҫапла пӗтӗмлетнӗ черетлӗ хут Вӑрнарта пулнӑ «фронтҫӑсем». Ҫуртсене кивӗ ҫуртран куҫармалли республика программине кӗртмелле. Ҫак ӗҫе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуйма хӑтланакан мулсӑр юлнӑ темелле-ши ӗнтӗ паллӑ ваттисен сӑмахне кӑшт ылмаштарса? Пуяс тени хӑш чухне, чӑн та, инкекпе вӗҫленет. Улатӑрти пӗр хӗрарӑм укҫаллӑ пулас тӗллевпе лавкка уҫнӑ. Унта вӑл ытти-хыттипе пӗрлех туртмалли тата хаяр шӗвек те сутнӑ. Ятарлӑ ирӗк илсен ун пек таварпа суту-илӳ тума никам та чармасть-ха. Хӗрарӑм-усламҫӑ вӑл енчен саккунпа килӗшӳллӗн ӗҫлесе пынӑ. Анчах пӗр кунхине хайхискер пирус тата пӗр банка сӑрана ҫул ҫитмен каччӑна тыттарса янӑ. Туянакан пултӑр, укҫа килтӗр тенӗ-ши? Анчах ҫул ҫитменнисене эрех-сӑра тата пирус сутма юраманнине кирек епле сутуҫӑ та пӗлме тивӗҫ. Кассӑсем патӗнче те тепӗр лавккасенче ун пек асӑрхаттару ҫырса ҫакаҫҫӗ, сутуҫӑсем те ҫамрӑк курӑнакансенчен паспорт ыйтаҫҫӗ. Пирус тата сӑра сутнишӗн усламҫӑ-хӗрарӑм тӗлӗшпе Улатӑрти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Саккуна пӑснишӗн хӗрарӑма пӗтӗмпе 80 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Артистсем куравпа паллашаҫҫӗ «Театр валли ҫуралнӑскер». Ҫак ятпа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче хальхи вӑхӑтра курав ӗҫлет. Вӑл ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче хупӑнмалла. Курава театр Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артисткине Нина Яковлевана халалланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн юбилейне. Кӑҫалхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Нина Яковлева ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Вӑл 1940 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫтешӗн пултарулӑхне халалланӑ куравпа пӗр кунхине театрӑн директорӗ Юрий Владимиров, театрӑн ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев (вӑл Нина Михайловнӑн мӑшӑрӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Любовь Федорова, Геннадий Большаков, Владимир Семенов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Геннадий Медведев, Вячеслав Александров, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Валерий Карпов, Елизавета Хрисанфова, Петр Садовников тата ыттисем паллашнӑ. Халӑхра ят-сум ҫӗнсе илнисемпе пӗрлех ҫамрӑксем те хисепе тивӗҫлӗ ӗҫтешӗн пултарулӑхне уҫса паракан куравпа кӑмӑлтан кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян 17 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче маршруткӑпа КИА урапа ҫапӑннӑ, 14 ҫын суранланнӑ. Телее, вилекенсем пулман пулас. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул ҫинчи пӑтӑрмахра КИА урапа водителӗ айӑплӑ — вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Маршруткӑри ҫынсем Шупашкартан Тӑвая ҫула тухнӑскерсем пулнӑ иккен. Аманнисем хушшинче 6 ача пур. Автобуссемпе ҫыхӑннӑ пысӑк пӑтӑрмахсем паян тата та пулнӑ. Тӗслӗхрен, Красноярск енӗнче автобуспа микроавтобус ҫапӑннине пула 11 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кунта вара автобус водителӗ айӑплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Хирӗҫ ҫул ҫине тухса вӑл макроавтобуса ним юрми аркатнӑ пулать. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Красноярск енӗнче ыран хурлӑхлӑ кун пуласси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов ҫӗршывӑн регионӗсен саккун кӑларакан пухӑвӗсен ертӳҫисен медиатанлаштарӑмӗнче иртнӗ уйӑхра 84-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку вӑл — 85 ҫын хушшинче. Унчченхи танлаштарӑмра Юрий Попов вырӑнӗ 6 картлашка ҫӳлерех пулнӑ. Танлаштарӑма массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче вӑл е ку регионӑн парламенчӗн ертӳҫине мӗн чухлӗ асӑнни тӑрӑх йӗркелеҫҫӗ иккен. Поповӑн медиаиндексӗ -0,84 паллӑпа танлашнӑ-мӗн. Унӑн ятне массӑллӑ информаци хатӗрӗсем уйӑхра 146 хутчен асӑннӑ. «Информаци агентствисем Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Юрий Поповпа Андрей Кулагин хирӗҫтӑрӑвӗ пирки ытларах пӗлтернӗ», — тенӗ иккен танлаштарӑма хатӗрлекенсем. Танлаштарӑмра Крымри саккун кӑларакан пуху ертӳҫи Владимир Константинов, Челепи облаҫӗнчи Владимир Мякуш, Севастопольти Алексей чалый малти вырӑнсене йышӑннӑ. Чи кайри — Хабаровск енӗн парламент пуҫлӑхӗ Виктор Чудов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чӑваш литературин пуянлӑхӗ». Ҫакӑн пек ятпа Пӑрачкаври вулавӑшра кӗнеке куравӗ ӗҫлет. Ӑна кӑҫал ҫӗршывра иртекен Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри К. Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ. «Чӑваш литературин пуянлӑхне» чӑваш поэзийӗн классикне Константин Иванова халалланӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ӑс пухнӑ, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ Константин Иванов 17 ҫулта чухне хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине ҫырса хӑварнӑ. Хайлав пуҫласа 1908 ҫулта Чӗмпӗрти типографире кун ҫути курнӑ. Кӗнекене ӑна Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн никӗслевҫи, тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗ тесе хаклакан Иван Яковлев кӗртнӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗпе Иван Яковлев та мӑнаҫланнӑ теҫҫӗ. Пӑрачкавсем хатӗрленӗ кӗнеке куравӗнче Константин Иванов кӗнекисем вырӑн тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |