Ял хуҫалӑхӗ
![]() Тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансен професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсем е ӗҫ кӑтартӑвне кура танлатшарӑмсем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче те ҫавӑн пекех. Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви Ҫӗршывӑн сахӑр песукӗ туса илекенсен пӗрлешӗвӗпе пӗрле, ав, хӑйне евӗр ӑмӑрту шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсем сахӑр кӑшманӗ туса илекен маттурсене палӑртасшӑн. Тӗрӗссипе, палӑртнӑ ӗнтӗ. «Раҫҫейӗн сахӑр кӑшманӗ туса илекен 2014 ҫулхи чи лайӑх хуҫалӑхӗ» конкурса асӑннӑ ведомствӑпа пӗрлешӳ пӗтӗмлетнӗ. Унта Чӑваш енри икӗ хуҫалӑх лекнӗ. Пӗри — Патӑрьел районӗнчи «Исток» агрофирма, тепри — Улатӑр районӗнчи И.А. Сергунин фермерӑн хуҫалӑхӗ. Патӑрьел районӗнчи агрофирма гектартан вӑтамран 390 центр кӑшман туса илнӗ, Улатӑр тӑрӑхӗнчи фермер — 239 центнер. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чыслӗҫ, «Сахар» журнала ҫулталӑклӑха ҫырӑнса парӗҫ тата асӑнмалӑх парнепе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫу иртни пӗрре те сисӗнмест. Акӑ пӗр уйӑх та хыҫа юлса пырать. Ачасем те, ахӑртнех, каникулти кунсем ылмашӑннине сиссе юлаймаҫҫӗ. Вӑхӑчӗ иртет-ха, анчах ачасем шкула ҫӳремесен те килте ахаль лармаҫҫӗ. Сӑмах — Елчӗк районӗнчи Яманчӳрел ялӗн шӑпӑрланӗсем пирки. Вӗсем каникула усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Вӗсем килте те ӗҫлеҫҫӗ, шкул пахчинче те тӑрӑшса вӑй хураҫҫӗ. Ку кӑна мар. Яманчӳрел ачисем яла тирпей-илем кӗртес ӗҫе те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ав унта ҫӑва патне илсе ҫитерекен ҫула юсанӑ. Ачасем аслисенчен юлмасӑр унта ӗҫленӗ. Унтан вӗсем спорт стадионӗнче шӑматкунлӑх ирттерсе тасатнӑ. Ачасем ӗҫлеме те, тавракурӑмне анлӑлатма та пӗлеҫҫӗ. Вӗсем Ҫӗмӗрле районӗнчи шыв управне те ҫитсе курса унпа паллашнӑ. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республика кунӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, экономика канашлӑвӗ иртет. Кӑҫал та унта чылаййӑн пухӑннӑ. Унта Чӑваш Енӗн логотипне хӑтланӑ. Логотипа республика ҫыннисем, тӗрлӗ специалистсем (тӗслӗхрен, дизайн, этнографи, истори тытӑмӗнчисем) хатӗрленӗ. Логотип ҫаврашка евӗр. Мӗне пӗлтерет-ха ҫав ҫаврашка? Вӑл — пӗрлӗх, вӗҫӗ-хӗррисӗрлӗх. Ҫаврашка тӗрлӗ тӗслӗ. Кӑвакки шывпа ҫыхӑннӑ. Шыв Чӑваш Ен ландшафчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать. Вӑлах тасалӑха палӑртакан тӳпене кӑтартать. Симӗс тӗс республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхне уҫса парать. Логотипӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешмесен те вӑл пӗрлӗхе кӑтартать. Ҫак элементсем — чӑваш орнаменчӗн паллисем. Ҫаврашка варринчи хӗвел вӑя, ӗмӗрлӗх ҫамрӑклӑха, пурнӑҫ вӑйне кӑтартать. Логотипа Finjecto команин генеральнӑй директорӗ Антон Хреков кӑтартнӑ. Ку паллӑ Чӑваш Ене инвесторсене илӗртмелли май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Скульптурӑн хуҫӑлнӑ вырӑнӗ. "Про Город" сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта Арбатри Остап Бендера тата Киса Воробьянинова халалланӑ кӳлепе патӗнче нумайӑшӗ сӑн ӳкерӗнме юратать. Анчах такама темпе кӳрентернӗ-ши ҫав палӑк — унӑн сунчӑкне хуҫнӑ. Елена Соловьева патне тӑванӗсем Сургутран килнӗ. Вӗсем Шупашкар кӳлмекне уҫӑлма тухнӑ. Вӗсем те ыттисем пекех ҫав скульптура умӗнче сӑн ӳкерӗнме шутланӑ. Анчах сунчӑк хуҫӑлнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. Ара, халӑх ӑстасен ӗҫне хаклама пӗлменни кӳрентернӗ вӗсене. Елена Соловьева кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Кӳлепе авторӗ Владимир Нагорнов каланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кун пирки пӗлет. Ӑна вӑл тӳрлетме шантарнӑ. Ку 8 пин тенке яхӑн кайса ларӗ. Сӑмах май, кӳлепене Ильф тата Петров хайлавӗсене тӗпе хурса тунӑ. Вӗсенче Шупашкар пирки асӑннӑран хулана ҫакӑн пек парне кӳме шутланӑ. Палӑк 6 миллион тенке яхӑн кайса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енре кивӗ тата авариллӗ ҫуртсене ишсе антарас ӗҫ малалла пырать. Федераци программи пурнӑҫланма тытӑннӑранпа пин-пин ҫын ҫӗнӗ ҫуртсене куҫнӑ. Президент хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, республикӑра 2017 ҫулччен авариллӗ ҫуртсенчен хӑтӑлмалла. Элӗксем ку енӗпе аптӑрамаҫҫӗ. Ку ыйтӑва вӗсем татса панӑпа пӗрех. Халӗ унта нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта ҫеҫ хута ямалли юлнӑ. Элӗкри Октябрьски урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт хӑварт ӳсет. Пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫеҫ фундамент янӑ. Халӗ ав тӑррине те витнӗ. Хваттерсене ҫынсене пама хатӗрленеҫҫӗ ӗнтӗ. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен картише те илемлетсе пӗтерӗҫ. Ҫурт 2000 тӑваткал метрлӑ. Вӗсенчен 460-шӗ авариллӗ ҫуртсенчен куҫаканнисем валли. Кӑҫал района 53 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫапла 57 хваттерти 133 ҫынна ҫӗнӗ ҫурта куҫармалла. Республикӑра ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен ҫӗннисене куҫарас ӗҫе 2017 ҫул тӗлне вӗҫлемеллине каларӑм ӗнтӗ. Кун валли 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ку 5 пин ҫемьене ҫӗнӗ ҫурта куҫарма ҫителӗклӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Мускав апат-ҫимӗҫ эмбаргине тата тепӗр ҫур ҫуллӑха тӑсассине пӗлтернӗ. Кун пирки ҫӗршывӑн Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев вице-премьерсене пӗлтернӗ. Ку утӑма Евросоюз Раҫҫей тӗлӗшпе санкцие тӑснине кура тунӑ иккен. Дмитрий Медведев премьер-министр правительство аппарачӗн пуҫлӑхне Сергей Приходькона ҫӗршыв Президенчӗ ячӗпе кун пирки ыйтса ҫырма хушнӑ. Тунтикун Евросоюзӑн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствисен ертӳҫисем Раҫҫее хирӗҫле санкци вӑхӑтне тӑсма йышӑннӑ. Вӑл тата тепӗр ҫур ҫул ытла пымалла: 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Асӑннӑ пӗрлешӗвӗн тулаш политика службин официаллӑ элчи Майя Косьянчич санкци вӑхӑтне тӑснине Раҫҫей «Минскри килӗшӳсене пурнӑҫлатӑр» тенипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ республикӑн агропромышленноҫ комплексӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра епле ӗҫленине тишкернӗ. Продукци туса илессине укҫа ҫине хурса пӑхнӑ та ку цифра 8603,7 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Мӗнпур категорие кӗрекен хуҫалӑхсене илсен (кунта пысӑк тата вӑтам ял хуҫалӑх предприятийӗсем те, фермерсемпе уйрӑм хушма хуҫалӑхсем те шутланаҫҫӗ) ял хуҫалӑх продукцине туса илессин индексӗ — 102,1 процент. Тепӗр майлӑ каласан, ӳсӗм 2,1 процент тенине пӗлтерет ӗнтӗ вӑл. Кунта ЧР Ял хуҫалӑх министерстви выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗн калӑпӑшӗ ӳснине палӑртать. Сӗт суса илесси те, выльӑха аша ӑсатасси те кӑҫалхи пилӗк уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен ӳснӗ иккен. Сӗт суса илессине ӳстернипе Чӑваш Енри хуҫалӑхсем Атӑлҫи федераци округӗнчи Пушкӑртстанран, Мордовинчен, Мари Элтан, Ӗрӗнпур, Сарту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен малта пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Йӑлана кӗнӗ йӗркепе кӑҫал та хӑйсен авалхи аслашшӗсен ҫӗрӗнче тулай чӑвашӗсен 39 ачи канӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви хӑйӗн сайтӗнче. Тулай чӑвашсен ачисем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗччен канӗҫ. Министрество пӗлтернӗ тӑрӑх, «ку ачасем — чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадисемпе конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекен шкулсен чи лайӑх ачисем тата чӑваш чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе интересленекенсем». Вӗсем пирӗн пата Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен, Чӗмпӗр, Сарту, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенчен тата Мускавран ӗнер килсе ҫитнӗ. 2005 ҫултах пуҫланнӑ йӑлапа килӗшӳллӗн «Эткер» уйлӑх ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Унӑн тӗллевӗ — ачасене чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине явӑҫтарасси. Ку тӗллеве пурнӑҫлама Вӗренӳ, Культура, Сывлӑх министерствисем тата Чӑваш наци конгресӗ хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Хальхи тӗнчери этнос культури. Ҫак ятпа ӗнер Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри куҫӑн тата куҫӑнсӑр ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Конференцие «Раҫҫей культури» федерацин тӗллевлӗ программипе илме май килнӗ тӗллевлӗ укҫапа ирттернӗ. Конференцин пленарлӑ пайне тӳре-шарасенчен республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов хутшӑннӑ. «Халӑх йӑли-йӗрки тата культура глобализацийӗ» темӑпа Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, искусствоведени докторӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Михаил Кондратьев профессор доклад тунӑ. Тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫакансем тата пулнӑ-ха. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Воронова чӑваш наци тумтирӗпе паллаштарнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Республика кунӗ тӗлӗнче Шупашкарта Чӑваш тӗррин музейне уҫассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тӑван халӑхӑмӑр тӗррин управҫи Шупашкарти халӑх управҫин ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов, информаци политикин министрӗ Александр Иванов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пуҫлӑхӗ Петр Краснов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата ыттисем пулнӑ. Тӳре-шарасӑр пуҫне халӑх ӑстисем те пухӑннӑ. Вадим Ефимов министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш тӗррин управҫине уҫассипе пӗрремӗш тапхӑра пурнӑҫа кӗртнӗ. Унта XIX ӗмӗрчченхи тӗрӗ пуянлӑхӗпе паллаштаракан экспозицисемпе тата тӗрӗ аталанӑвӗн каярахри тапхӑрӗпе те кунта паллашма май килӗ. Искусствоведени докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Трофимов профессор республика ертӳҫине Европа шайӗнчи музей уҫма май туса панӑшӑн тав тунӑ. Сӑнсем (21) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |