Халӑх кӑмӑлӗ социаллӑ ыйтусене епле пурнӑҫланинчен килет шухӑша Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер республикӑна РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли полномочиллӗ пайташӗ Михаил Бабич килсен ирттернӗ канашлура каланӑ.
Канашлама федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсен ертӳҫисем, РФ генпрокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев тата РФ строительство министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис таранах пухӑннӑ.
Унта ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫарасси, тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси епле пулса пынине, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкернӗ. Михаил Бабич ҫак ыйтусене ҫӗршыв шайӗнче ҫивӗч тӗрӗслесе пынине пӗлтернӗ май ку ыйтусемпе регионсен ҫине тӑмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн регион ку енӗпе начаррисен йышӗнче мар.
Сӑнсем (13)