Тӗн
![]() Патӑрьел районӗнчи Упамса ялӗнчи халӑх пуҫарӑвӗпе ялти масар ҫинче часавай ҫӗкленет. Ӑна хута ямашкӑн ҫынсем хӑйсемех укҫа-тенкӗ пухнӑ. Малтанах ҫак ӗҫе Александр Пятаков, Владислав Пятаков, Алексей Столяров хутшӑннӑ. Вӗсем дача, хӑна ҫурчӗсен, мунча пурисене тӑвас ҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем укҫа пухса пулас часавай валли пура тунӑ. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ялти комитет ыйтнипе комисси часавай лартмалли вырӑна тӗрӗсленӗ. Унти вырӑн тӳрӗ, юрӑхлӑ пулнине палӑртнӑ. Ҫапла унта часавай тума йышӑннӑ. Лаптӑка тата пурана пӑхнӑ ҫӗре Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Сымов, Турханти храм настоятелӗ Петр Забегаев протоиерей хутшӑннӑ. Часавая турӑшсем вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шел те, юлашки ҫулсенче Шупашкарта ҫӳллӗ ҫуртсен чӳречисенчен ачасем тухса ӳкни пирки тӑтӑшах илтме пулать. Шалти ӗҫсен министерстви ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтать те.. Анчах ҫак сӑмахсем пурин хӑлхине те кӗмеҫҫӗ пулмалла. Акӑ нумаях пулмасть Шупашкарта каллех чутах инкек пулман. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 45 ҫулти амӑшне административлӑ явап тыттарӗҫ. Вӑл 6 ҫулти ывӑлне асӑрхаса ӗлкӗреймен. Амӑшӗ ывӑлне пӑхмасӑр хӑварнӑ. Ача вара чӳрече янахӗ ҫинче ларнӑ. Полицие ҫынсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсем 4-мӗш хутри чӳрече ҫинче арҫын ача ларнине курсан сисчӗвленнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: ҫав хваттерте 6 ҫулти ачине воспитани паракан ҫемье пурӑнать. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑй ҫав вӑхӑтра телефонпа калаҫнӑ. Ача ун чухне пӳлӗмре пулнӑ. Анчах кайран вӑл тепӗр пӳлӗме выляма кайнӑ. Ывӑлне чӳрече янахӗ ҫинче ларнине каярахпа ҫеҫ курнӑ. Ача урине урамалла усса ларнӑ. Телее, инкек пулман. ШӖМ аслисене ачасен тӗлӗшпе тимлӗрех пулмаллине тепӗр хут аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑнтӑр Корейӑра Пӗтӗм тӗнчери Универсиада иртет. Унта маттур ҫамрӑксем вӑй виҫсе медальсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Ӑмӑртура пирӗн ентеш те палӑрнӑ. Универсиадӑн иккӗмӗш кунӗн пӗтӗмлетӗвӗ ҫакна кӑтартнӑ: Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди спорт гимнастикинче чи лайӑххи пулнӑ. Командӑна чӑваш спортсменки те кӗнӗ. Пирӗн ентеш Полина Федорова Алла Сидоренкӑпа, Дарья Елизаровӑпа, Екатерина Крамаренкӑпа, Мария Пасекӑпа пӗрле ӑмӑртӑва тухнӑ. Вӗсем иккӗмӗш кунхине 165,500 балл пухса чи малтисем пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Япони хӗрӗсем тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне Кӑнтӑр Корея спортсменкисем ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫей команди хальлӗхе 6-мӗш вырӑн йышӑнать. Универсиада Кванджу хулинче утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен иртӗ. Пӗтӗмпе медальсен 300 пуххине выляттармалла. Спортсменсем спортӑн 21 тӗсӗнче вӑй виҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗ пӗрлехи вӗренӳ кӗнекисем хатӗрлеме сӗнекен саккуна хирӗҫ ҫыру хатӗрлет иккен. Тутарстанӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Илтар Мухаметов каланӑ тӑрӑх вӗренӳ кӗнекисен ӑшлӑхне пӗрешкел хатӗрлесен Раҫҫейри 190 тӗрлӗ халӑхӑн уйрӑмлӑхӗсене шута илме йывӑр. Министр ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх Раҫҫейри ачасем хальхи вӑхӑтра 59 тӑван чӗлхепе вӗренеҫҫӗ, анчах Патшалӑх Думине тӑратнӑ саккунра вӗренӳ планне вырӑнти чӗлхесемпе хатӗрлеме ирӗк паракан право ҫук имӗш. Тутарстанри тӳре-шара шухӑшӗпе тӗрлӗ халӑхсемпе тӗнсен уйрӑмлӑхӗсемпе историе, географие, музыкӑна тата обществопӗлӗве вӗрентнӗ чухне хатӗрлекен программӑсене кӗртме манмалла мар. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви вара ку тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Патшалах Думин депутачӗсемпе килӗшет пулас. Хирӗҫле нимӗнле хут та хатӗрлени пирки хальлӗхе пӗлтермен. Математика, вырӑс чӗлхипе литература тата Раҫҫей историне пӗрлехи вӗренӳ кӗнекесемпе вӗрентме хушакан саккуна Патшалӑх Думине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче кӗртнӗ. Ӑна Ирина Яровая депутат хатӗрленӗ пулать. Пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче депутатсем пӗрлехи вӗренӳ кӗнекисене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме кӗртесшӗн пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш хастарӗсем паян патшапа улпутсен пусмӑрне хирӗҫ тухнӑ паттӑрсене асӑнчӗҫ. Ку пулӑм чӑвашсен кун-ҫулӗнче Шурча вӑрҫи пек ҫырӑнса юлнӑ. Чи юнлӑ саманчӗсем кивӗ стильпе шутласан ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ, ҫапла май ҫак вӑрҫа чӑвашсем ҫӗртмен пӗрремӗш кунӗсенче асӑнаҫҫӗ. Кӑҫал Шурча тӑрӑхне асӑнма кайманран ку ҫитменлӗхе паян пӗтерес терӗҫ. Шурча вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсене ҫӑмартапа-ҫӑкӑрпа асӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑл кунсенчи историе аса илчӗҫ, унӑн пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ. Шурча вӑрҫи 1842 ҫулта тухнӑ, унта ҫӗр ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Пӑлхавра чӑвашсемпе пӗрлех ҫармӑҫсем те пулнӑ. Халӑха ҫак кӗрешӗве темиҫе ҫул выҫӑ ҫулсем пулни, 1837–1838 ҫулсенче ирттернӗ Кисилев реформи кӑларнӑ. Асӑннӑ реформа тӑрӑх ятарласа лаптӑксем уйӑрмалла пулнӑ, унти ӗҫе хресченсем халӑх вӑйӗпе тӳлевсӗр тума хушнӑ. Ҫынсем хӑй ирӗкӗпе ҫак реформӑна ырламанран выранти тӳре-шара вӗсене хӗненӗ, хӑратнӑ. Уйрӑммӑн асӑнса хӑварас пулать: пӑлхав крепостла йӗркене пӗтеричченех иртнӗ. Хальхи палӑка 1962 ҫулта туса лартнӑ, ӑна Шурча вӑрҫи иртнӗренпе 120 ҫул ҫитнине халалласа вырнаҫтарнӑ. |
Ӳнер
![]() Сергей Кадикин тунӑ «Нарспи тата Сетнер» кӳлепе композицине Ӳнер музейне парнелӗҫ. Вӑл ӑна хӑйӗн юлашки ҫулӗнче хатӑрленӗ. Ҫак кунсенче Ӳнер музейӗнче шӑпах чӑваш ӳнерҫин куравӗ иртет. Сергей Кадикин скульпурӑпа, ӳнер керамикипе ӗҫлеме кӑмӑлланӑ. Вӑл сӗрме купӑс та каланӑ, анчах скульптор ҫулне суйланӑ. Сергей Кадикин йывӑҫпа та нумай ӗҫленӗ. Темиҫе ҫулта вӑл Тӗлӗнтермӗш Николайӑн 6 турӑшне касса кӑларнӑ. Ӳнерҫӗн хӗрӗ Галина Вернер каланӑ тӑрӑх, ашшӗ Николай Можайские юратнӑ. Сергей Кадикин куравӗнче «Нарспи» поэма тӑрӑх хатӗрленӗ скульптурӑсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӑл ку темӑпа 25 ҫул каялла ӗҫлеме тытӑннӑ. Консантин Иванов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ чухне Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнчи ҫӑлкуҫпа парк валли монумент хатӗрленӗ. Хӑйӗн юлашки ҫулӗнче вӑл «Нарспи тата Сетнер» композици касса кӑларнӑ. Сергей Кадикинӑн мӑшӑрӗн Людмила Кадикинӑн шухӑшӗпе ку унӑн чи лайӑх хайлавӗ. Хальлӗхе ку ӗҫ — ҫемьен. Анчах Сергей Кадикинӑн ҫывӑх ҫыннисем ӑна республикӑна парнелеме шутланӑ. Людмила Кадикина курав вӗҫленсен ҫак скульптурӑна Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне парнелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре шкултан вӗренсе тухнӑ 174 ҫамрӑк аттестат илеймест. Вӗсем суйласа илнӗ предметсемпе ППЭре чи пӗчӗк балл та пухайман. Ку кӑҫалхи улшӑнусемпе ҫыхӑннине те пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫал математикӑна база тата профиль пая уйӑрнӑ. Ҫӗнӗлӗхсем техникумсемпе колледженчи йышӑну комиссийӗсене те пырса тивнӗ. Хӑшӗ-пӗри аслӑ шкулсене, тухникум-колледжсене вӗренме кӗмешкӗн хатӗрленет. Теприсен вара ППЭне тепӗр хут тытма тивет. ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Свтелана Петрова каланӑ тӑрӑх, выпускниксен 13 проценчӗ профильлӗ математикӑпа экзамен тытайман. Ку профиле вара чылайӑшӗ суйланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Енре лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ. Кӑҫал ППЭре 100 пухнисен йышӗ — 53-ӗн. Экзаменра «2» илнисем ӑна тепӗр хут тытма пултараҫҫӗ. Анчах ҫакна вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзамен тытайманнисен ҫеҫ тума юрать. 9-мӗш классенчен чылайӑшӗ тӳрех колледжсемпе техникумсене вӗренме кӗрет-мӗн. Ку вӗсене малашне аслӑ шкула ППЭ тытмасӑрах вӗренме кӗме май парать. Тӑван шкулӗнчех 10-мӗш класа куҫма палӑртнисен заявлени ҫырмалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫӗршыври аграрие каллех шутлӗҫ. Кун пекки 10 ҫул каялла юлашки хут пулнӑ. 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫейре ял хуҫалӑх ҫыравӗ иртет. Ҫырав Раҫҫейри ял хуҫалӑха пырса тивӗ: дачниксенчен пуҫласа фермерсем, организацисем таранах. Халӗ ҫырава тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ: объектсен списокне, нормӑпа права базине тӑваҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле йӗркеленсе пыни пирки правительство комиссийӗн ларӑвӗнче те калаҫнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 53 ял хуҫалӑх организацине, 200 хресчен фермер хуҫалӑхне пӗтернӗ. Ҫав ҫӗрсем ҫырава хутшӑнмӗҫ. Чӑвашстат район администрацийӗсене вӗсене тивӗҫлӗ документсемпе ҫирӗплетме ыйтать. Ҫитес вӑхӑтра ҫав ҫӗрсен тӗлӗшпе ҫӗнӗ статусне палӑртмалла. 2016 ҫулхи ҫыравра ҫӗнӗ пунктсем пулӗҫ. Аграрисене ял хаҫалӑхне йӗркелесе пынине, кредит илнисене, хысна дотацисене тата субсидисене илнисене кӑтартма ыйтӗҫ. Ҫыравра пӗрремӗш хут планшетпа усӑ курӗҫ. Ку пӗтӗмлетӗве хӑвӑртрах тума пулӑшӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче тайӑлнӑ юпа ял ҫыннисене хӑратни пирки эпир нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аялти пайӗ хуҫӑлнӑран юпа ҫутӑ пралукӗсемпе кӑна тытӑнса тӑрать имӗш. Тайлӑк ҫутӑ юписем ку районӑн тепӗр ялӗнче те пур — Хурӑнлӑхра. Шкул урамӗнчи 5-мӗшпе 6-мӗш ҫуртсем патӗнчи юпасем пӗлтӗртенпе тайлӑк иккен, Ҫӗньялти пекех ҫутӑпа тивӗҫтерекен пралуксене пула кӑна тытӑнса тӑраҫҫӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр вӑл ялта ҫутӑ юписене ылмаштарнӑ — киввисем вырӑнне ҫӗннисем лартнӑ. Анчах ку икӗ юпана электриксем ҫаплипех хӑварнӑ — улӑштармалли планра вӗсем валли вырӑн тупӑнман. |
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑваш Енре ачасем ҫуллахи каникулта шкул ҫумӗнчи уйлӑхсенче канаҫҫӗ. Паллах, ку вӗсен сывлӑхӗшӗн те, тавракурӑмӗшӗн те лайӑх. Анчах республикӑри пӗр уйлӑхра пӑтӑрмахсӑр пулман. Вӑрнар районӗнчи пӗр уйлӑхра санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнманни пирки ЧР Прокуратурин сайчӗ хыпарлать. Вӑрнар районӗнчи уйлӑха специалистсем ашшӗ-амӑшӗ ыйтнипе тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫакна кура административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ, айӑплисене дисциплинарлӑ явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |