ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ Борис Атаманов ӗҫри машина рулӗ умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Унӑн арӑмӗ вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» мар-ши тесе аптӑранине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ӳсӗрле руль умне ларнӑ ҫын ӗҫне пӑхса тухасси самай тӑсӑлнӑ. Судра пилӗкрен кая мар лару ирттернӗ. Уррипе ӳсӗррине тӗрӗслеттерме килӗшменскере ҫулталӑк ҫурӑлӑха правасӑр хӑварнӑ тата 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунпа килӗшмесӗр Борис Атаманов аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Шупашкарти Мускав районӗн судӗнче ӗнер пӑхса тухнӑ. Ҫитес ларӑва ҫак уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнмалла.