Культура
Чӑваш наци музейӗнче тӑм савӑт-сапа куравӗ уҫӑлнӑ. Унта неолит тапхӑрӗнченӖ пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗртен, тытӑнса паянччен ӑсталанӑ япаласене курма пулать. Щынсем авал пурӑннӑ вырӑнсенче археологсем тӑм сават-сапа катӑккине вӗҫӗмех тупнине пӗлтереҫҫӗ аваллӑх управҫинче тӑрӑшакансем. Археологи палӑкӗн кун-ҫулне палӑртма тӑмран хатӗрленӗ япаласем хӑш чухне пулӑшаҫҫӗ те иккен. Аваллӑха тӗпченкенсем тӑмпа усӑ курма ҫынсем пирӗн эрӑчченхи 5-3-мӗш ӗмӗрсенче хӑнӑхнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Музейри «Тӑм савӑт-сапа лаҫҫи» курава тӑратнӑ Шупашкарта тупнӑ тӑм япаласем те кӑсӑклӑ. Экспонатсем хушшинче хальхи вӑхӑтри ӑстасен ӗҫӗсем те пур. Курава хатӗрлеме Чӑваш наци музейӗн фондӗнчи япаласене кӑна мар, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗнне те усӑ курнӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ачкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗ Иван Васильевич Индряков ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнӑ ятпа районти музейра ҫавра сӗтел иртрӗ. Хӑнасене музей директорӗ Елена Ивановна Чемалина тата кунти методист Валентина Ильинична Торейкина кӗтсе илчӗҫ. Хӑнасем музейри экспонатсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа кунти паттӑрлӑх залне татах та пуянлатнӑ: кӗнекесен куравне йӗркеленӗ, салтак ҫырнӑ ҫырусен, вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ стендсем... Индряков Иван Васильевич 1915 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ялти пуҫламӑш тата Чутайри вӑтам шкулсенче ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Етӗрнери педагогика училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Унтан 1935 ҫулта пӗр хушӑ шкулта ӗҫленӗ хыҫҫӑн полк шкулне курсанта илнӗ. Ӑна пӗтерсен Иван Индряков 61 тупа артиллери полкӗн командирӗ пулса тӑнӑ. Унтан каллех вӗренỹ — вӑл Мускав ҫар округӗн саппасри 20-мӗш артполкӗн курсанчӗ, каярахпа Кисанти артиллери училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. |
Пӗлтерӳ
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, шӑматкун, Наци вулавӑшӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫисен XI отчетпа суйлав пухӑвӗ иртмелле. Ҫав кунах съезд хыҫҫӑн Чӑваш халӑх академийӗ таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫулне халалласа конференци ирттерет. Унта шкул ачисенчен пуҫласа академиксем таранах кашни хӑйӗн тӗпчевӗпе хутшӑнма пултарать. Черетлӗ XI пухӑвӑн тӗп ыйтӑвӗсем — халиччен тунӑ ӗҫсен отчечӗ, тӗпчев кӗнекисен хаклавӗ тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ ертӳлӗхне суйласси. Тавралӑх тӗпчевҫисен хальхи пысӑк тӗллевӗ — тӑван вырӑнӗсем, паллӑ ҫыннисем ҫинчен кӗнекесемпе энциклопедисем кӑларасси. «Чӑваш Республикинче энциклопедисӗр темиҫе район кӑна юлчӗ. Хӑшпӗр район энциклопедийӗсем икшер томлӑ пулса тӑчӗҫ», — йыхрав хучӗнче ҫапалрах палӑртаҫҫӗ. Чӑваш халӑх академийӗпе Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ «Чӑваш наци энциклпедине» 50 томпа кӑларас шухӑшли пирки пӗлтереҫҫӗ. Черетлӗ пухура ун пирки сӑмах пуҫараҫҫех теме пулать. Пухӑва йӗркелекенсем унта хамӑр республикӑран тата аякри вырӑнсенчен таврапӗлӳҫӗсем йышлӑн килессе кӗтеҫҫӗ. |
Чӑвашлӑх
Кун пирки вӑл ЮТВ телеканал хатӗрленӗ ҫӗнӗ передачӑра каланӑ. «Конгресс тӗпелӗ» ҫӗнӗ кӑларӑмӗн хӑни Валерий Леонидович Клементьев пулнӑ. Унччен вӑл чӑвашлӑх ӗҫӗнче ют ҫын мар пулнӑ. Сарӑту облаҫӗнчи хастар чӑвашсенчен пӗри шутланнӑ, Акатуй уявӗсене те ирттерес ӗҫе хутшӑннӑ. Геннадий Архипов чӗннипе Шупашкара таврӑннӑ хыҫҫӑн унта Акатуя урӑх ирттермен имӗш. Анчах ку ҫитменлӗхе кӑҫал пӗтересшӗн — ЧНК пулӑшнипе ҫак пысӑк уява Сарӑту облаҫӗнче ирттересшӗнех. «Эпӗ Саратовра пурӑннӑ чухне те питӗ пысӑк Акатуйсем тӑваттӑмӑрччӗ. Кӑҫал… Сарӑту облаҫӗнче эп кайнӑранпа пулман унта. Акатуй ирттермен. Кӑҫал вӗсем ирттересшӗн. Паллах, вӗсене пулӑшас пулать», — тенӗ Валерий Клементьев интервьюра. Ҫавӑн пекех ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ Раҫҫейре тӗпленсе пурӑнакан тӑрӑхсенче ҫӗнӗ культурӑпа наци автономийӗсене йӗркелесси пирки сӑмах каланӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра, тӗслӗхрен, унашкаллине Белгород облаҫӗнче туса хумалла. Культурӑпа наци автономийӗсем ҫук тӑрӑхсем тата та пур иккен, вӗсене йӗркелес тӗлӗшпе ЧНК хӑйӗн сӗнӗвӗсемпе пулӑшать. Унсӑр пуҫне калаҫура Валерий Клементьевӑн ҫемьи пирки, унӑн бизнесӗ пирки, концертсем ирттересси пирки ыйтусем хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Алексей Ургалкин роле калӑпланӑ самант Пушӑн 17-мӗшӗнче, 1910 ҫулта, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Елаур ялӗнче Алексей Ургалкин ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑл — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, РСФСР халӑх артисчӗ, СССР халӑх артисчӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул хыҫа юлнӑ. Анчах унӑн пултарулӑхӗ халӗ те халӑх асӗнче. Алексей Ургалкин артист пулма ӗмӗтленнӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл 1936 ҫултанпа ӗҫленӗ. Унта вӑл мӗн виличченех тӑрӑшнӑ. 45 ҫулта вӑл 200 ытла роле калӑпланӑ. Халӑх пурнӑҫне, ҫын психологине пӗлни сӑнара туллин уҫса пама май панӑ. Хухрай («Как закалялась сталь»), Сетнер («Нарспи»), Степан («Ялта»), Сентиер («Айдар») тата вӑл калӑпланӑ ытти рольсем халӑх асӗнче яланлӑхах ҫырӑнса юлнӑ. Алексей Ургалкин ӗҫне чунпа парӑннӑ. 1946 ҫулта «1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Алексей Ургалкина ӗҫне кура тӗрлӗ ҫулсенче ытти наградӑна та панӑ. Сӑнсем (19) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Культурӑри тата ӳнерти шашистсем Иртнӗ шӑматкун Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче шашка выляссипе турнир иртнӗ. Ӑна патшалӑхӑн культура тата ӳнер учрежденийӗсенче тӑрӑшакансен II физкультурӑпа спорт спартакиадине ирттернӗ май йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва 24 ушкӑн хутшӑннӑ. Кашни ушкӑн 2 хӗрарӑмпа 1 арҫынтан тӑнӑ. Турнира Швейцари мелӗпе 5 туртан йӗркеленӗ. Виҫӗ тур хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче, Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче тата Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлекенсем пуринчен ытла очко пухнӑ. Вулавӑша илсен, шашкӑлла выляма хӗрарӑмсем кӑна пырса ҫитнӗ. Анчах хӗрарӑм тени арҫынтан айван тенине пӗлтермест вӗт! Пӗрремӗш вырӑна юрӑпа ташӑ ансамблӗ йышӑннӑ, иккӗмӗшне — Хальхи историн патшалӑх архивӗ, виҫҫӗмӗшне — пукане театрӗ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Ольга Кузнецова Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинчи яваплӑ пуканран пӗрне хӗрарӑма шаннӑ. Вӑл пӗр-пӗр пай е управлени пуҫлӑхӗ те мар — министрӗн ҫумӗ. Ҫак яваплӑ та хисеплӗ ӗҫе Ольга Кузнецова ятлӑ ҫынна шаннӑ. Хӗрарӑм унччен министрӑн ҫумӗн должноҫӗнче вӑхӑтлӑх шутланнӑ. Нумаях мар — кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн ҫурринчен тытӑнса. Харӑсах Ольга Викторовна ЧР ШӖМӗн Следстви управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. 52 ҫулти Кузнецова юстици полковникӗ шутланать. 1995 ҫулта вӑл Самарти патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 1988 ҫултах ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Ене кӑҫалхи нарӑсра куҫса киличчен 2007 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса Самар хулинчи шалти ӗҫсен управленийӗнче следстви пайне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шӑратнӑ тимӗр хут ҫинче кӑна юлнӑ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи икӗ усламҫӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе хыснаран укҫа илнӗ те лава вырӑнтан та хускатман. Халӗ ку фактпа тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче 25 икӗ каччӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе асӑннӑ район администрацине бизнес-план тӑратнӑ. Вӗсенчен пӗри тимӗр-тӑмӑртан япала шӑратма пулнӑ, тепри — сӗтел-пукан кӑларма. Унтан хайхисем хӑйсен ӗҫне пуҫарма пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене уйӑракан 300 пин тенкӗ укҫана илес шанчӑкпа хавхаланнӑ. Кӗҫех вӗсемпе вырӑнти тӳре-шара ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Усламҫӑ пулатпӑр текенсене банк счечӗ ҫине кӗҫех 270-шер пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑйсенчен лешсен 30-шар пин тенкӗ уйӑрмалла пулнӑ. «Кӗмӗлне» илессе илнӗ те, ӗҫне пуҫарман. Халӗ вӗсене пысӑк виҫепе улталанӑ тесе пуҫиле майпа айӑплама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Канализацири пурлӑх Шупашкар ҫыннисем канализацие мӗн кӑна ямаҫҫӗ иккен! Ҫав пурлӑх шутӗнче тӗк минтер те, паяльник та пур. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсен кунӗ умӗн ҫак отрасльте ӗҫлекенсем тулса ларнӑ пӑрӑхран кӑларнӑ япаласене тележурналистсене кӑтартнӑ. Участок маҫтӑрӗ Юрий Лебедев пӑрӑхри япаласене 2000-мӗш ҫул вӗҫӗнче пухма тытӑннине пӗлтернӗ. Сантехниксем пуҫтарма тытӑннӑ хӑйне евӗр пӗрремӗш экспонат апатланмалли вилка пулнӑ. Унтанпа техучастокра темтепӗр пухӑнма ӗлкӗрнӗ. Кӗркунне, хӗлле валли апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чух, ҫынсем пахчаҫимӗҫ юлашкине канализаци пӑрӑхне переҫҫӗ иккен. Пӗррехинче сантехниксем чӑх та туртса кӑларнӑ. Хырӑнмалли станока та, отверткӑна та, алӑк хӑлӑпӗпе ҫӑрана та пӑрӑха чӑмтаракансем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
Шупашкарта ҫӗнӗ проект старт илет. Малашне, ака уйӑхӗнчен пуҫласа, ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем, чиновниксем тӗнче тетелӗнче канашлама пултарӗҫ. Ҫапла ашшӗ-амӑшӗн канашлӑвне онлайн-режимра тума май пулӗ. Проекта нумаййӑн хутшӑнма пултарӗҫ. Унта Шупашкарти мӗнпур шкул хутшӑнӗҫ. Онлайн-канашлӑва компьютерпа ноутбук урлӑ кӑна мар, смартфонран та хутшӑнма пулать. Канашлӑва ҫыртарса пыма палӑртаҫҫӗ. Эппин, ӑна кирек хӑш вӑхӑтра та пӑхма май пулӗ. Ҫавра сӗтелре онлайн-пухура хаш темӑсене хускатмалли пирки калаҫнӑ. Ку ыйтусем профорентаципе, воспитанипе, вӗренӳпе ҫыхӑннӑ. Унтах шкулти хӑш-пӗр юридици ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ. Унта психологсене, юристсене, полици ӗҫченӗсене, хулари предприяти ертӳҫисене чӗнӗҫ. Онлайн-канашлӑва хутшӑнас тесен Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче регистрациленмелле. Пӗрремӗш канашлу ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |