Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса Чӑваш Енри икӗ ҫемье хутшӑнать. Вӗсенчен пӗри – Надеждинсен ҫемйи. Романпа Наталья пӗрле 17 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 4 ачана воспитани параҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри – опекӑна илни. Темиҫе ҫул каялла Наталья тӗнче тетелӗнче хаваслӑ арҫын ача пирки каласа панине курнӑ. Ача – сусӑр, тӑлӑх. Наталья ӑна шелленипе ҫемьене илнӗ.
Львовсем те конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен – 6 ача. Виҫӗшне вӗсем опекӑна илнӗ. Александрпа Татьяна ачасене тивӗҫлӗ воспитани парас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Татьяна ЧР ача усрава илнӗ ашшӗ-амӑшӗн ассоциацийӗнче тӑрать. Вӑл район тата республика шайӗнче иртекен мероприятисене хастар хутшӑнать.
Раҫҫей шайӗнче конкурс иртсен «Ҫулталӑкри ҫемье. Раҫҫей, 2016» кӗнеке кӑларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе хавхалантарӗҫ. Сӑмах май, конкурса пӗтӗмпе тӗрлӗ регионти 294 ҫемье хутшӑнать.